Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Пӗр чӗлхе — пӗр ӑс, нумай чӗлхе — нумай ӑс

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 21.01.2016 15:38 | 1850 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Екатерина Протасова профессор
Екатерина Протасова профессор

«Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ «Хавал» чӑвашсен общество организацийӗпе пӗрле пулса чӑваш чӗлхи вӗрентекенсемпе пуҫламӑш классен учительсем валли тата чӗлхе ыйтӑвӗпе кӑсӑкланакан мӗнпур ҫын валли семинар ирттерет.

«Билингвизм, мультилингвизм: истори тата хальхи самана» ятлӑскер нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Республикӑн Наци вулавӑшӗнчи акт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.

Тухса калаҫакан тӗп хӑна — Екатерина Протасова. Вӑл М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университечӗн структурӑллӑ тата практикӑлла лингвистика уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ. СССР Педагогика ӑслӑлӑхӗсен академийӗнче ӗҫленӗ, 1998-мӗш ҫултанпа Хельсинки университетӗнче профессор-адъюнкт пулса тӑрӑшнӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ята СССР Ӑслӑлӑх академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнче хӳтӗленӗ, доктор диссертацине — РАОн Пӗлӗвӗн пӗтӗмӗшле ыйтӑвӗсен институтӗнче. Профессор пулнӑ май лекцисем вулама ӑна Мускаври педуниверситета, Мускаври патшалӑх университетне, Эстонири Тарту университетне, Казахстанри аль-Фараби ячӗллӗ наци университетне чӗнсе илсе лекцисем вулаттарнӑ. Швецири, Германири, Испанири университетсенче те лекцисем вулама тӳр килнӗ ӑна. Ача чӗлхи епле йӗркеленни пирки 600 ытла ӗҫ пичетленӗ вӑл.

Семинара ҫырӑнас тесен Ленин урамӗнчи 7-мӗш ҫуртри 3-мӗш хутри 302-мӗш офиса е languageschool.centr@gmail.com электронлӑ адреспа пӗлтермелле. Заявкӑсене нарӑсӑн 8-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефонсем: 68-50-07, 23-02-03.

#чӑваш чӗлхи, #семинарсем, #вӗренӳ, #ачасем, #наци вулавӑшӗ, #Хавал, #Ӑнӑҫу чӗлхи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем