Культура
![]() «Подвиг предков бессмертен» (чӑв. Асаттесен паттӑрлӑхӗ вилӗмсӗр) — ҫак ятпа Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн республикӑра шкул ачисен хайлавӗсен пуххине кӗнекен пичетлесе кӑларнӑ. Тиражӗ 500 экземпляр. Конкурса республикӑри коммунистсен партийӗ 2015 ҫулта фашистла Германие ҫапса аркатнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ. Вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнӑ хӑйсен тӑванӗсемпе ял-хула тӑрӑхӗсенчи паттӑрсем ҫинчен конкурса пурӗ чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ 126 ӗҫ килнӗ: республикӑри 14 районпа 5 хуларан. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнчи Андрей Петров тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта: Кристина Аверьянова (Вӑрмар районӗ, Мӑнҫырма), Лилиана Михайлова (Шупашкар районӗ, Ҫӗньял), Ангелина Ястребова (Муркаш районӗ, Муркаш) тата Николай Иванов (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш). 3-мӗш вырӑна Кристина Прокопьева (Йӗпреҫри 1-мӗш шкул), Софья Яруткина (Шупашкар районӗ, Ҫӗньял), Александр Кузин (Ҫӗрпӳ районӗ, Туҫи), Денис Базманкин (Патӑрьелти 1-мӗш шкул), Варвара Фёдорова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкул) тата и Михаил Евсягин (Ҫӗмӗрлери 2-мӗш шкул) тухнӑ. Кӗнекере конкурса хутшӑннӑ пур авторӑн хайлавне те пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫак кунсенче Етӗрнери вулавӑшӑн ача-пӑча уйрӑмӗнче Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалласа Етӗрнери 3-мӗш шкулти 8а класра вӗренекенсем Литвинова И.Г. ертсе пынипе «Прославленные трудом» (чӑв. «Ӗҫпе палӑрнӑ») тематика урокӗнче пулнӑ. И. Токарева пухӑннисене «Только в труде велик человек» (чӑв. Ҫын ӗҫпе кӑна мӑнаҫлӑ) медиа-хӑтлавпа паллаштарнӑ. Вӗренекенсем тӗрлӗ ҫулсенче районти ял хуҫалӑхӗсене ертсе пынӑ Аркадий Петрович Айдакӑн, Вячеслав Александрович Александровӑн, Петр Арсентьевич Арсентьевӑн кун-ҫулӗпе паллашрӗҫ. Вӗсем виҫҫӗшӗ те Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн хисеплӗ ячӗсене тивӗҫнӗ. Аркадий Петрович Айдак — Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ ертсе пынипе «Ачаки» этноҫутҫанталӑк паркне йӗркелесе янӑ. Кунта чылай сумлӑ хӑна пулса курнӑ. Аркадий Айдак «Береги природу, украшай землю» (чӑв. Ҫутҫанталӑка упра, ҫӗре илемлет) и «И взойдут семена» (чӑв. «Вӑрлӑх шӑтса тухсан») кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ. Петр Арсентьевич Арсентьев районти «Пучах» колхоза 25 ҫул хушши ертсе пынӑ, ӑна госсовет депутачӗ пулма та суйланӑ, вӑл районти Хресенсен пӗрлӗхне ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Арҫыннӑн фоторобочӗ Шупашкарта хула варринче хӗре тапӑннӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра инҫех мар икӗ каччӑ иртсе пынӑ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Каччӑсем хӗре ҫӑлнӑ. Йӗксӗк тарнӑ. Халӗ полицейскисем паттӑр каччӑсене те, йӗксӗке те шыраҫҫӗ. Аса илтерер: ку ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 21 сехет те 40 минутра Ял хуҫалӑх академийӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Хӗре тапӑннӑ арҫыннӑн фотороботне хатӗрленӗ. Вӑл 25–30 ҫулсенчи пек курӑнать, 170–175 сантиметр ҫӳллӗш. Пуҫне бейсболка тӑхӑннӑ. Ӑна паллакансене, курнисене 62-05-91 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ырантан, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен, пуҫласа Чӑваш Республикинче пушар тухасран асӑрханас тӗлӗшпе ятарлӑ режим пуҫланӗ. Хушӑва Иван Моторин ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ку режима йышӑнсан ҫынсен хӑш-пӗр йӗркене пӑхӑнма тивӗ. Ырантан республикӑри вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, кӑмрӑк чӗртсе апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме, вӑрманта тата унӑн ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть. Ҫавӑн пекех типӗ курӑка ҫунтарма та чарнӑ. Кунсӑр пуҫне, пушар тухас хӑрушлӑх IV тата V класа ҫитсен, вӑрмана кӗме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче улттӑмӗш хутран карчӑк ӳксе вилнӗ. Тӳрех сывлама чарӑнман-ха вӑл, чӗри темиҫе минутран тапма чарӑннӑ. Ку ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 12 сехетре Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 81 ҫуртра пулнӑ. Ку пӑтӑрмаха Елена Ильина курнӑ. Ҫав ҫуртра пурӑнакан Татьяна Гринькина каланӑ тӑрӑх, ватӑскер аялалла тимӗр кабель тӑрӑх анма хӑтланнӑ. Анчах вӑл аялалла персе аннӑ. Татьяна Гринькина шаплатса ӳкнине илтнӗ те балкона тухнӑ. Унта, балкон айӗнче, кинеми выртнине асӑрханӑ. Тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе, ӑна хваттерте ывӑлӗ питӗрсе хунӑ. Арҫын эрех-сӑрапа айкашма юратать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Туриада – 2016» Атӑлҫи федераци округӗн спортпа туризм уйлӑхӗнче пӗрремӗш тупӑшу кунӗ иртнӗ. Ачасем спорт туризмӗнче тата тавракурӑма анлӑлатмалли конкурссенче ӑмӑртнӑ. Ку мероприятие 2013 ҫултанпа РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич пуҫарнипе йӗркелеҫҫӗ. Катамарансемпе Балаково хулинче ишнӗ. Ӑна ту хушшинчи юханшыв евӗр тунӑ. Ку тупӑшура Пермь крайӗ, Удмурт тата Мари республикисем малти вырӑнсене йышӑннӑ. Арҫын ачасен йышӗнче вара Пушкӑрт, Тутар республикисем мала тухнӑ. Ҫав кунах Атӑлҫи федераци округӗнчи туризм маршручӗсен хӑтласси енӗпе конкурс иртнӗ. Кунта вара Чӑваш Ен маттурӗсем 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене Удмурт тата Мӑкшӑ республикисем тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Наци вулавашӗнче Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа чылай мероприяти ирттереҫҫӗ. Чи пысӑк проектсенчен пӗри — «XX-XXI ӗмӗрсенчи вырӑс тата чӑваш литературинчи ӗҫ ҫынни» уҫӑ лекцисен ярӑмӗ. Нумаях пулмасть чӑваш поэзийӗнче ӗҫ ҫынни мӗнле пӗлтерӗш йышӑнни пирки лекци пулнӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова чӑваш поэчӗсен сӑввисене тишкернӗ. Ольга Владимировна хӑйӗн докладӗнче ӗҫ ҫыннин кӑмӑлне те палӑртнӑ: вӑл — ӗҫчен, вӑйлӑ, юрласа ӗҫлет, хӑйӗн ӗҫне юратать, алли ылтӑн. Чылай поэтӑн сӑввинче ҫакнашкал тӗслӗх нумай тӗл пулать. Поэтсем ытларах тракторист, доярка, кӗтӳҫӗ, платник, вӗрентекен пирки ҫараҫҫӗ. Ӗҫ ҫыннин сӑнарӗ Николай Полоруссов-Шелепин хайлавӗсенче те тӗл пулать. Унтан «Николай Шелепи — Чӑвашри пӗрремӗш поэт» каҫ иртнӗ. Ӑна вӑл ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалланӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ирина Софронова халӑх поэчӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Студентсем икӗ мероприятие те хаваспах хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ӗҫ ҫыннине чыслакан йӑлана кӗнӗ уява (Акатуя елчӗксем ҫапла хакланине палӑртаҫҫӗ) ҫитес уйӑхӑн 11-мӗшӗнче ирттерме планласа хунӑ. Ӑна вӑл тӑрӑхрисем кӑҫал 59-мӗш хут йӗркелеҫҫӗ-мӗн. Уява тӗплӗн хатӗрленес тӗллевпе йӗркелӳ комитетне 22 ҫынранах ҫирӗплетнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Л. Левый ку йышӑ ертӳҫӗ пулса йӗркелесе пырӗ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ - финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Г. Анисимова Л. Левӑя пулӑшӗ. Культура тата информаципе тивӗҫтерекен пай пуҫлӑхӗ А. Александрова йӗркелӳ комитечӗн ҫыруҫинче тимлӗ. Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе ялхуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем районти ӗҫпе юрӑ тата спорт уявне ҫынсене ушкӑнпа хутшӑнтарассишӗн яваплӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫирӗклӗ Шӑхальти музейра Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи музейра Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунӗ тӗлне, вӑл ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулчӗ, «Алран кайми» курав йӗркеленӗ. Ӑна музей кӑҫалхи Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне те халалланӑ. Ял историйӗн тата культурин музейӗ шутланаканскер экспонатсемпе пуян пулин те коллекци вӗҫӗмех пуянланса пырать. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, аваллӑх управҫипе паллашма пыракансем те ҫулсерен йышланса пыраҫҫӗ. Куравсене те ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 71 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫӗнтерӳ йывӑҫҫи» ятлине йӗркеленӗ. Унсӑр пуҫне «Мухтавлӑ халӑхӑн аслӑ ҫӗнтерӗвӗ», «Сталининградшӑн кӗрешнисем», «Ялӑн паллӑ ҫыннисем» стендсем йӗркеленӗ. «Алран кайми» ятлине ял ҫыннисен тӗррисене пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вунсаккӑртисене кӑна мар-ха. Пӗве кӗнӗ ҫав тапхӑртан пуҫласа 20 ҫулчченхисем таранах. Сӑмахӗ "Первое рабочее место" (чӑв. Пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ) программа пирки пырать. Ятарлӑ вӗренӳ заведенийӗ тин кӑна вӗренсе пӗтернӗ опыт ҫук ҫамрӑксене ҫав программа ӗҫе вырнаҫма пулӑшать. Ку программа Улатӑр хулинче те пурнӑҫланать. Кӑҫал та яш-кӗрӗмпе хӗрупраҫ ку программӑна хутшӑнать. Пит йышлӑнах унта лекнӗ тееймӗпӗр те, анчах тӑватӑ ҫамрӑк ӗҫе вырнаҫнӑ. Ятарлӑ программӑна лекнисене организаци кӑна мар, ӗҫлӗх центрӗ те шалу тӳлет. "Кӗмӗле" районсемпе хуласене республика хыснинчен куҫарса параҫҫӗ. Программӑпа ӗҫе вырнаҫнӑ дипломпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме тытӑннӑ ҫамрӑксене вӑл укҫаран уйӑхсерен 1700 тенкӗ лекет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |