Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен тытӑнса паянччен, Курск хулинче «Форма/Образ/Стиль» ятпа пӗтӗм тӗнчери кроспа культура проекчӗ иртнӗ. Унта мода индустрине аталантарас тата йӗркелес енӗпе тунӑ профессилле ҫитӗнӳсене кӑтартас тӗллев лартнӑ. Проект темиҫе енпе иртнӗ: вӗсенчен шутӗнче «Сарафан» (чӑв. Сараппан) дизайнерсен, «Золотые руки» (чӑв. Ылтӑн алӑ) декораципе прикладной пултарулӑх конкурсӗсене асӑнмалла. Ҫӗршыври ертсе пыракан дизайнерсен маҫтӑр-класӗсене те, «Окно моды» (чӑв. Мода чӳречи) арт-фотосен ӑмӑртӑвне те йӗркеленӗ. Шупашкарти ӳнер училищинче театрпа декораци ӳнерӗн специальноҫне алла илекен тӑваттӑмӗш курс студентки Альбина Кузнецова «Моя Азия» (чӑв. Манӑн Ази) тумтирсен коллекцине конкурса тӑратса «Сараппанта» 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Кӳкеҫрен Шупашкара турттаракан 149С маршрутпа ҫӳрекен автобус саккуна пӑсать. Ҫапла пӗтӗмлетӳ патне Монополипе кӗрешекен миграци службин республикӑри управленийӗ ҫитсе тухнӑ. Ку маршрутпа турттаракан автоубссем (маларах ГАЗельсем хутлатчӗҫ) 162-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳрекеннисемшӗн пӗр вӑхӑтра хытах конкурент пулса тӑнӑччӗ. Ара, вӗсем 16 тенкӗпе турттарнӑ чух лешӗ 10 тенкӗпе илсе ҫӳретчӗ. Кайран 162-мӗшсем хака 20 тенке ҫитерсен 149С маршрутпа хутлаканни 15 тенкӗпе турттарма тытӑнчӗ. Пӗрне-пӗри сирес тесе тахӑш кунсенче 149С 5 тенкӗпе илсе ҫӳрени те пулнӑччӗ. Ӑна кура 162-мӗшсем хака 10 тенке те хӑварса пӑхрӗҫ. Монополипе кӗрешекенсем 149С маршрут конкeренци ҫинчен калакан саккунӑн 14.8 статйине палӑртнӑ. Вӑл пассажирсене турттарасси пирки яваплӑ органсемпе килӗшӳ туман иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Алтай чӗлхисен анлӑшӗ Чӑваш чӗлхеҫи Александр Савельев (Сантӑр Савкилта) кӑк алтай чӗлхине тӗпчеме йӗркеленӗ тӗнче шайӗнчи ушкӑна кӗнӗ. Eurasia3angle (Еврази виҫкӗтеслӗхӗ) тӗпчевҫӗсен никама пӑхӑнман ушкӑнӗ кӑк алтай чӗлхи мӗнле сарӑлнине тата мӗнле пулса кайнине тишкерӗ. Унта тӗрлӗ ҫӗршыври чӗлхеҫӗсем, археологсем тата генетиксем кӗнӗ. Ушкӑн Германири Йена хулинче тӗпленсе ӗҫлӗ, Сантӑр Савкилта унта тухса кайнӑ та ӗнтӗ. «Виҫӗ дисциплина меслечӗпе усӑ курса эпир кӑк алтай вырӑна тупма шутлатпӑр, алтай чӗлхисен йышне кӗрекен халӑхсем континент тӑрӑх мӗнле сарӑлнине ӳкерме тӗв тунӑ», — пӗлтерчӗ пире Александр Савельев. Чӑваш тӗпчевҫи тӗрӗк чӗлхисен пайӗшӗн яваплӑ пулӗ. Вӑл икӗ енпе ӗҫлӗ. Пӗри — тӗрӗк чӗлхинчи ял хуҫалӑх терминологийӗне тӗпчессипе ҫыхӑнӗ. Ӑсчахсем шутланӑ тӑрӑх тӗрӗксем куҫса ҫӳренӗ сӑлтавсене ял хуҫалӑх аталанӑвӗнче сӑнама пулать. Ку ӗҫ пӗтӗмлетӗвне кайрах кӗнекен пичетлесе кӑларасшӑн. Александр ӗҫӗн иккӗмӗш тӗпчев енӗ — филогенетика. Ӑнланмалла каласан — биологсем чӗрӗ организмсене классификациленӗ чухне усӑ куракан компьютер меслечӗсемпе тӗрӗк чӗлхисене тӗпчесси. |
Спорт
![]() Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра «Хальхи кире пуканӗн спорчӗн теорийӗнчи тата методикинчи ҫивӗч ыйтусем» темӑпа Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Ӑна РФ Спорт министерстви, ЧР Вӗренӳ министерстви, Кире пуканӗн спорчӗн Пӗтӗм Раҫҫейри федерацийӗ тата ЧППУ йӗркеленӗ. ЧР Спорт министерствин советникӗ Ольга Букина кире пуканӗн спорчӗ Чӑваш Енре анлӑ сарӑлнине палӑртнӑ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Герольд Драндров профессор конференцие кире пуканӗн спорчӗ мӗнле лару-тӑрура пулнине тишкермешкӗн йӗркеленине каланӑ. Конференцие вӑй-хал культурин тытӑмӗнче ӗҫлекен 115 специалист хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ темӑпа тухса калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Анна Виктрова тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан Анна Викторова хулари тӗп пасар умӗнче пӗр кинеми Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ чечек сутни пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер чӑпӑл курӑкне (купальница) ним пулман пекех сутса тӑна. «Полици кунашкал йӗркене пӑснине тӗрӗслесе тӑрать-ши?» - ыйтнӑ вулакан редакцирен. РФ ШӖМӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ кунашкал ӗҫпе аппаланманнине пӗлтернӗ. Ку – ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин тивӗҫӗ-мӗн. Ҫапах кунашкаллине курсан полицие пӗлтерме юрать. Пакунлисем вырӑна тухса тӗрӗслӗҫ, кун пирки кирлӗ ведомствӑна пӗлтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Наци вулавӑшӗ кино ӳнерне юратакансене фильм пӑхма чӗнет. Унта Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери IX кинофестивальпе килӗшӳллӗн фильмсем кӑтартӗҫ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 23–28-мӗшӗсенче иртӗ. Ҫу уйӑхӗн 24–27-мӗшӗсенче Наци вулавӑшӗн акт залӗнче документлӑ тата илемлӗ фильмсем кӑтартӗҫ. Вӗсем конкурса хутшӑнаҫҫӗ. Фильма курма ҫеҫ мар, ӑна хакланӑ ҫӗре те хутшӑнма май пур. Залра жюри те ларӗ: Эльга Лындина кинодраматург, Сергей Фетисов актер, Лидия Петрейкина «Чӑваш Ен» ПТРКн тӗп режиссерӗ. Куракансем умне кунсерен Алтай, Пушкӑртстан, Бурят, Кабарда-Балкар, Тутарстан, Чечня, Якут тата Волгоград облаҫӗн киностудийӗсем хатӗрленӗ фильмсене кӑларӗҫ. Кунсӑр пуҫне кашни кун документлӑ фильмсем кӑтартӗҫ: «Эткер» (Владимир Галошев), «Отсюда — к родному дому» (Андрей Спиридонов), «История Великого Народа» (Юрий Сергеев), «Шесть дней» (Григорий Златогоров), «Она была актрисою» (Сергей Лобода), «Металлическая струна» (Антон Николаев). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шурӑ халатлисем тем туса та ӗлкӗреҫҫӗ: чирлӗ ҫынсене йышӑнаҫҫӗ, вӗсене сиплеҫҫӗ. Хушсан ташласа юрлама та, агитбригада йӗркелсе ӑмӑртӑва хутшӑнма та пултараҫҫӗ. Артистла пултаракан тухтӑрсем сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенчи агитбригадӑсен хушшинчи ӑмӑртура хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Конкурс Шупашкар хулинчи тӗп пульницӑра иртнӗ. Вӗсене республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова: «Сире эпӗ ҫынсене сипленишӗн кӑна мар, хӑвӑр профессипе мӑнаҫланнишӗн те тав тӑватӑп», — тесе каланӑ. Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи конкурса хулари 20 пульница хутшӑннӑ. Унччен икӗ кун маларах иртнинче районтисем ӑмӑртнӑ. Шупашкартисенчен 1-мӗш номерлӗ клиника пульници, васкавлӑ пулӑшу кӳрекен пульница тата Хулари стоматологи малтанхи вырӑнсене пайланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Игнатьев Элтепер мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна тата вӗсен ывӑлӗ Иван та праймериза хутшӑннӑ Паян «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти ячӗпе суйлава тухакансен хушшинче сасӑлав иртет. Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи кӗркунне РФ Патшалӑх Думине тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутатсен суйлавӗ иртмеллине эпир хыпарланӑччӗ. Тӳре-шарасемпе политиксем те сасӑлава хутшӑнаҫҫӗ. Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ Культура керменӗнче вырнаҫнӑ участокра сасӑланӑ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова, вӑл вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумӗ шутланать, Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вырнаҫнӑ участока кайнӑ. Ҫамрӑк ҫав депутат шухӑшланӑ тӑрӑх, суйлав умӗнхи тапхӑр кандидатсемшӗн ҫӑмӑл марри конкуренци пысӑккипе ҫыхӑннӑ. Халӑх та паянхи сасӑлава йышлӑ пынӑ-мӗн. Чӑн та, хысна тытӑмӗнче тӑрӑшакан паллаканӑмсем те унта кайнине пӗлтерчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Газпа ӗҫлекен урам шӑлса тирпейлекен техника Чӑваш Енре ҫул-йӗр техники газпа ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫакна «Дорэкс» акционерсен обществи хӑйӗн техника паркне кӑтартнӑ чух ҫирӗплетсе панӑ. Тинтерех туяннӑ техникӑна ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче предприяти Шупашкарти Хӗрлӗ лапама илсе тухсах кӑтартнӑ. «Дорэкс» пуҫлӑхӗ Владимир Филиппов предприяти РФ Правительстви 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче йышӑннӑ 167-мӗш номерлӗ йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртессипе тимленине пӗлтернӗ. Вӑл хутра ҫут ҫанталӑк газне мотор топливи евӗр усӑ курасси пирки каланӑ. «Дорэкс» газпа ӗҫлекен 5 единица спецтехника: икӗ КамАЗпа урам шӑлса пуҫтаракан виҫӗ КО-318 урапа — туяннӑ. Ӑна 5 ҫуллӑха лизингпа илнӗ. Урӑх йышши топливӑпа ӗҫлекен техника предприяти тӑкакне икӗ хут чакарма шанаҫҫӗ ҫул-йӗр организацийӗнче. Пӗр литр дизель топливи 30 тенкӗ тӑрать пулсан, метанӑн кубла метрӗ — 11 тенкӗ. Метанпа ӗҫлекен двигатель ӗмӗрӗ те 1,5 хут вӑрӑмрах тесе ӗнентереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Владимир Иванов (сулахайри) Элтепере канаш пама хатӗр «Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗпе Владимир Ивановпа тӗл пулнӑ май Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев темиҫе йышӑнупа паллаштарнӑ», — тесе пуҫланӑ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ органӗсенчи хыпарсенчен пӗрне Элтепер Администрацийӗн пресс-служби. Унта РФ вӗренӳ министрӗн Дмитрий Ливановӑн йышӑнӑвӗпе Владимир Иванова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннипе тата министр пуканӗнчен хӑтарнипе пӗрлех (ку хыпара эпир пӗлтернӗччӗ) министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шанас ыйтӑва хускатнине пӗлтернӗ. Владимир Иванов хӑйӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Светлана Петрована асӑннӑ-мӗн. Михаил Игнатьев Владимир Иванова хӑйӗн канашҫи пулма шаннине те пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |