Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Никита Васильев Ҫӗнҫӗпӗр хулинче хӑйне валли хӗр тупнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 14.07.2017 09:22 | 2411 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
Никитӑпа пӗрле ҫула тухма шут тытнӑ Настя Сафонова
Никитӑпа пӗрле ҫула тухма шут тытнӑ Настя Сафонова

Тӗнче тӑрӑх ҫулҫӳреве велосипедпа тухнӑ Никита Васильев пирки эпир сире пӗлтерсех тӑтӑмӑр. Халь чӑваш ҫулҫӳревҫи пирки тепӗр хыпар ҫитрӗ — ҫул ҫинче вӑл халь пӗччен мар иккен, унпа пӗрле Ҫӗнҫӗпӗр хулинче ҫуралса ӳснӗ Настя Сафонова пырать. Хӗр хӑйӗн ӗҫне пӑрахса (Ҫӗнҫӗпӗр хулинче радиоертӳҫӗ пулса ӗҫленӗ) вӑл Никитӑпа пӗрле Чӑваша ҫитме шут тытнӑ.

Барнаула ҫитнӗ хыҫҫӑн Наҫтука ҫӗнӗ велосипед парнеленӗ, хула ҫыннисем ӑна ҫула хатӗрлесе янӑ. Сӑмах май вӑл ку вӑхӑт тӗлне хӑйӗн пӗрремӗш 100 ҫухрӑмне та хыҫа хӑварнӑ.

«Акӑ Наҫтукӑн пӗрремӗш ҫӗр ҫухрӑм те пулчӗ. Эпӗ чӑн та тӗлӗнтӗм. Унччен нихҫан та йывӑр ҫӗклемпе инҫе ҫула тухман хӗршӗн Настя питӗ лайӑх пырать. Ӑна кӗтме тивменнипе пӗрех, сӑртсем ҫинелле ҫеҫ уншӑн хӑпарма йывӑртарах. Анчах вӑхӑт кӑна тӳрлетӗ. Мӗн калас, эпӗ хам та ывӑннӑскер», — ҫапларах нумай пулмасть пӗлтернӗ Никита хӑйӗн блогӗнче.

Аса илтеретпӗр, Никита хӑйӗн ҫулҫӳревне 2015 ҫул вӗҫӗнче тухнӑ. Вӑтам Азире хӗл каҫнӑ хыҫҫӑн вӑл Инҫет Тухӑҫалла ҫул тытнӑ. Тепӗр хӗле Никита Кӑнтӑр-Тухӑҫ Азире ирттернӗ — Китайра, Вьетнамра, Лаосра, Камбоджӑра, Тибетра, Монголинче пулнӑ. Наҫтукпа пӗрле Шупашкара ҫити вӗсен тата виҫӗ пин ҫухрӑм парӑнтармалла.

#Раҫҫейре, #ҫулҫӳревҫӗсем, #туризм, #Ҫӗнҫӗпӗр, #Барнаул, #велосипедсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем