Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан арҫын, виҫӗ ача ашшӗ, ҫухалнӑ. Денис Павлов ҫухалнине ЧР ШӖМӗ те пӗлтерет. 32 ҫулти арҫын Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчен, килте, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫта пулни хальлӗхе паллӑ мар. Унӑн мӑшӑрӗ Ольга Павлова каланӑ тӑрӑх, мӑшӑрӗ Элӗк районне документсем тумашкӑн тухса кайнӑ. Анчах вӑл унта ҫитеймен. Унӑн телефонӗ темиҫе сехетрен сӳннӗ. Унччен вӑл кун пек нихӑҫан та ҫухалса ҫӳремен. Денис ҫанӑсӑр куртка, тӗттӗм кофта, шӑлавар, кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Денис ӑҫта пулнине пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89279955460 е 89199771250. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӑрачкав районӗнчи пӗр арҫыннӑн пуҫне ултавҫӑ пӗр уйӑх минретнӗ. Хайхискер пӗр вӗҫӗм укҫа ыйтнӑ. Ку ҫапларах пулса иртнӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын, 68 ҫултискер, ҫулталак пуҫламӑшӗнче тӗнче тетелӗ урлӑ БАД саккас панӑ. Ватӑ арҫын ҫав эмеле ӗҫме пуҫласан сывлӑхӗ лайӑхланнине туйман. Пачах тепӗр май – сывлӑхӗ япӑхланса пынӑ. Ака уйӑхӗн варринче ун патне палламан номертен шӑнкӑравланӑ. Хайхискер Мускаври тӳлев департаменчӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, БАД сывлӑхшӑн сиенлӗ пулнине каланӑ. Ҫакӑншӑн пенсионера тӑкакне, 200 пин тенкӗ, саплаштарассине пӗлтернӗ. Анчах куншӑн 20 пин тенкӗ комисси куҫарса памалла-мӗн. Анчах шӑнкӑравсем ҫаплипех килнӗ. Кашнинчех укҫа куҫарса памалли пирки каланӑ. Ҫапла вӑл Пӑрачкав районӗн арҫыннинчен 600 пин тенке яхӑн сӑптӑрса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсене халалланӑ палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Кун пирки ЧР МЧСӗн пресс-служби пӗлтерет. Ку монумента уҫасси пирки тахҫанах, 2013 ҫулта, шухӑшланӑ. 2014 ҫулта пултарулӑх конкурсне ирттересси пирки пӗлтернӗ. Укҫа-тенкӗ пухса пӗтерсен монумента тума тытӑннӑ. Палӑка кӑҫал ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче уҫнӑ. Ӑна шӑпах Раҫҫейри пушар хуралӗн кунӗ умӗн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта Пӗтӗм Раҫҫейри пушар обществин хастарӗсем, пушар хуралӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем, кадетсем, хӑнасем хутшӑннӑ. Чи малтан пурне те ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин саламланӑ. Палӑк арка евӗр. Тӑрринче – Турӑ Амӑшӗн турӑшӗ. Монумента Шупашкарти 4-мӗш пушарпа ҫӑлава чаҫӗ умне вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 11 сехетре Атӑлта хӗр виллине тупнӑ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ӑна Ҫӗнӗ Шупашкара катерпа илсе кайнӑ. Ҫав хӗр 21 ҫулта пулни паллӑ. Вӑл Атӑл леш енче путса вилнине те палӑртнӑ. Ку инкек пулнине РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ те ҫирӗплетет. Ҫак кунсенче республикӑра ҫанталӑк ҫуллахи пек шӑрӑх тӑчӗ. Хӗр шыва кӗнӗ чухне путса вилнӗ-и? Е урӑх сӑлтава пула-и? Хальлӗхе паллӑ мар-ха. Следовательсем ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Хӗрӗн ятне-шывне те палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Анастасия Коновалова тунӑ сӑн Паян Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне халалланӑ мероприятисем иртнӗ. Шупашкарта пин-пин ҫын колоннӑпа утма тухнӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Шупашкарта Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне паллӑ тума 32 пин ҫын тухнӑ. Чылайӑшӗ урам тӑрӑх ялав, транспарант, чечек, хӑмпӑ йӑтса утнӑ. Уява общество организацийӗсем, политика партийӗсем, ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсем, Шупашкарта пурӑнакансемпе хӑнасем тухнӑ. Колонна утнӑ урамсенче интерактивлӑ лапамсем ӗҫленӗ. Пӗрле пухӑнса, урам тӑрӑх утса ҫынсем тӑнӑҫлӑхшӑн, ӗҫшӗн пулнине палӑртнӑ. 18 сехетре Хӗрлӗ тӳремре Денис Майдановӑн концерчӗ пулнӑ. 21 сехетре салют тӳпенелле вӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Ҫак эрнере «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче Раҫҫее илсе килме юраман ҫимӗҫсене тупнӑ. Аса илетер: кунашкалли унта пӗрре мар пулнӑ. Унта усламҫӑсем помидор, груша, панулми сутнӑ. Вӗсене туртса илнӗ. Пӗтӗмпе Раҫҫее кӳрсе килме юраман 257,15 килограмм улма-ҫырлапа пахча ҫимӗҫ тупнӑ. Вӗсене Турцирен, Польшӑран илсе килнине этикетка ҫине ҫырни ҫирӗплетет. Улма-ҫырлапа пахча ҫимӗҫӗн кирлӗ документсем пулман. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, туртса илнӗ улма-ҫырлапа пахча ҫимӗҫе тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта санитарипе экологи уйлӑхӗ пырать. Паян хулари мӗнпур районта шӑматкунлӑха тухнӑ. Паян «Шупашкар ращине», «Юманлӑх ращине», Обиково вӑрманне, «Гузовски ращи», «Берендей вӑрманӗ», парксене «Хевешски» ҫӑлкуҫа, Чапаев скверне тата ытти парка ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. «Раща Шупашкар» парка тасатма ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та тухнӑ. Пӗтӗмпе шӑматкунлӑха 230 ытла ҫын хутшӑннӑ. Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче 4 сехетре 500 ытла михӗ ҫӳп-ҫап пухнӑ. Юлашкинчен Михаил Игнатьевпа Алексей Ладыков пурне те тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикинчи право йӗркине тивӗҫтерессипе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта тӑлӑх ачасене хваттерпе тивӗҫтерес ыйту пирки те чарӑнса тӑнӑ. Чӑваш Республикин строительство министрӗ Владимир Михайлов паянхи куна республикӑра ашшӗ-амӑшӗнчен тӑлӑха юлнӑ 1953 ача хваттер черетӗнче тӑнине пӗлтернӗ, вӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме 121,4 млн тенкӗ тӑкаклама пӑхса хӑварнине каланӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – финанс министрӗ Светлана Енилина тӑлӑх ачасенчен хӑшӗ-пӗри ҫеҫ ашшӗ-амӑшӗсемсӗр юлнине, 75 проценчӗ социаллӑ тӑлӑх шутланнине асӑнса хӑварнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ~«~нумай ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен пепкисене усрасшӑн мар пӑрахса кайни сисӗнет». «Ачасен пуласлӑхӗшӗн ашшӗ-амӑшӗ яваплӑ. Вӗсен хӑйсен пепкисемшӗн ытларах пӑшӑрханмалла», — тенӗ Михаил Игнатьев. «Тӗлли-паллисӗр ҫухалса ҫӳрекен ашшӗ-амӑшӗсем тата ҫитменнине эрех-сӑра ӗҫсе алхасакансем шӑпах та ачасене тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнме чӑрмав кӳреҫҫӗ тенӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май республика Пуҫлӑхӗ~~», — тесе ҫырнӑ официаллӑ порталта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти митинг Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ Шупашкарти ГЭС дирекцийӗ умӗнчи лапамра митинг ирттернӗ. Партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен митинга 300-е яхӑн ҫын тухнӑ. Пуҫтарӑннисем умӗнче Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Игорь Моляковпа Сергей Семенов, «Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗрлешӗвӗ» общество организацийӗн республикӑри ертӳҫи Тамара Манаева, Григорий Михайлов хастар, 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра пурӑнакансен канашӗн ертӳҫи Элеонора Щетинина тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Борис Талатин тухса калаҫнӑ. Митинга пухӑннисем ҫӗршыв ертӳҫи ячӗпе резолюци хатӗрленӗ. Унӑн пункчӗсенчен пӗри — Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева вӑхӑт ҫитичченех отставкӑна яма ыйтни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫывӑх вӑхӑтра икӗ районти — Патӑрьелӗнчи тата Тӑвайӗнчи — культура ҫурчӗ хӑпартма килӗшекен строительство организацийӗсене палӑртмалла. Хальлӗхе вӗсене суйлама конкурс иртессине пӗлтернӗ. Культура ҫурчӗсене кӑҫалах туса пӗтермелле. Контрактсен пӗтӗмӗшле хакӗ 27,4 миллион тенкӗпе танлашӗ. Патӑрьел раойнӗнчи Ыхраҫырминче 150 вырӑнлӑх культура ҫуртне чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Укҫана республика тата вырӑнти хыснаран уйӑрмалла. Ыхраҫырмисем ялти культура учрежденийӗ валли 14 миллион тенкӗ ҫитет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӑвай районӗнчи Чутейӗнчи культура ҫурчӗ 106 вырӑнлӑх пулӗ. Ӑна раштавӑн 1-мӗшӗ тӗлне хута ямалла. Кун валли 13 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Саккасҫӑ пулса аукцион ирттерекеннисем — вырӑнти ял тӑрӑхӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.09.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хумма Ҫеменӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |