Паян Шупашкарта кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхипе ирттернӗ пӗтӗм тӗнчери олимпиада ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ун пекки кӑҫал пуҫласа пулнӑ. Хальхинче 25 ҫула ҫитмен 350 ытла шкул ачипе студент хутшӑннӑ. Вӗсем — хамӑр тӑрӑхран ҫеҫ мар, республика тулашӗнчен тата чикӗ леш енчен те.
Олимпиадӑна «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» тата «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енсемпе йӗркеленӗ.
«Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» енӗпе 51 ача хутшӑннӑ, вӗсенчен пиллӗкӗшӗ — Тутарстанран, пӗри – Пушкӑртстанран, виҫҫӗшӗ — Чӗмпӗр облаҫӗнчен. Ултӑ ҫамрӑк ҫӗнтернӗ: Мария Ядрицова (Йӗпреҫри 2-мӗш шкул); Любовь Сергеева (Куславккари 2-мӗш шкул); Юлия Ярдухина (Шупашкарти 62-мӗш шкул) Ираида Якимова (Тӑвай районӗнчи Курнавӑш); Павел Васиков (Тутарстанри Аксу районӗнчен, Регина Андреева (Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫӗнчен).
«Чӑваш чӗлхин илемӗ» ен дистанци мелӗпе иртнӗ. Унта тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакансем хутшӑннӑ, турцирен те пулнӑ.