Республикӑра
![]() Александр Рыбаков бизнес-омбудсмен Чӑваш Енри усламҫӑсен хӳтӗлевҫи Александр Рыбаков бизнесра тӑрӑшакансене епле хӳтӗлессине сӳтсе явма Казахстана тухса кайнӑ. Унта паянтан пуҫласа авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗ таран Раҫҫейри тата Казахстанри омбудсменсен пӗрремӗш форумӗ ӗҫлет. Аса илтерер,Александр Рыбакова иртнӗ уйӑхӑн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнӗ тилхепене тыттарнине эпир ҫырнӑччӗ. шаннӑ. Ҫамрӑк омбудсменӑн унчченхи должноҫӗ те усламҫӑсемпе ҫыхӑннӑ: маларах та вӑл вӗсене пулӑшас енӗпе тимленӗ. Анчах патшалӑх службинче мар, коммерцилле мар автономи организацийӗнче. Усламҫӑсене, бизнес-хӳтӗлевҫӗсене, патшалӑх органӗсенче ӗҫлекенсене тата экспертсене чӗннӗ Астанари мероприятире икӗ ҫӗршывӑн усламҫисем пӗр-пӗринпе ӗҫлӗ ҫыхӑну тытнӑ чухне тӗл пулакан чӑрмавсене сирессине сӳтсе явма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче терроризма хирӗҫ кӗрешмелли куна паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫав кун террор акчӗсенче вилнӗ ҫынсене, хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫ хунӑ йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсене аса илеҫҫӗ. Шупашкарта та ҫак куна паллӑ тумасӑр хӑвармӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Астӑвӑм ҫурти» акци иртӗ. Волонтерсем мероприятие хутшӑнакан ҫынсене ҫуртасем тӳлевсӗр валеҫсе парӗҫ. Унтан пурте колоннӑна тӑрса «Ҫӗнтерӳ» паркӗнчи Мухтав монуменчӗ патне утӗҫ, ҫуртасем ҫутса лартӗҫ. Акцие кирек кам та хутшӑнма пултарать. «Ҫӗнтерӳ» паркра 19 сехетре пухӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче тӳлевлӗ вӗренме май пуррине пирӗнтен кашниех пӗлет ӗнтӗ. Ачисем хисеплӗ ҫын пулччӑр тесе пӗрисем пур-ҫук кӗмӗлне кӑларса тыттараҫҫӗ, теприсем кӗсьери тупрана ниҫта чикме аптӑранипе вӗрентеҫҫӗ. Вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ачамӑрсем специальноҫпа ӗҫлессине вӑхӑт кӑна кӑтартӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче тӳлевлӗ пӗлӳ илме пуринчен ытла пулас композиторсен тӑкакланмалла. Ҫакна прейскурана тишкернӗ Александр Белов журналист асӑрханӑ. Ҫапла, унччен хӑнӑхнӑ пек юристсен е мануаллӑ терапевтсен мар. «Композици» специальноҫне суйласа илнисен вӗренсе тухиччен 716 пин тенкӗ тухса кайӗ. Ку вӑл — хамӑр ҫӗршыврисен. Чикӗ леш енчен килнисен 1,2 миллион тенкӗ шӑкӑрт кӑна кӑларса хума тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Элтепер урокне министрпа ректор та тӑнланӑ Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем тата Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекенсем валли уҫӑ урок ирттернӗ. «Россия, устремленная в будущее» (чӑв. Малалла талпӑнакан Раҫҫей) ят панӑ Элтепер урокне. Унӑн ячӗ, сӑмах май, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Ярославльте «Проектория» форумра ирттернипе пӗр пек пулнӑ. Уҫӑ урокра Михаил Игнатьев Чӑваш Ен тата Раҫҫей пуласлӑхӗ пирки калаҫнӑ. Элтепер ҫӗршывра тата регионта ачасемпе ҫамрӑксем валли условисем туса панине, ҫӗршывӑн ыранхи кунӗ, пуласлӑхӗ вӗсенчен килнине палӑртнӑ. Уҫӑ урока Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев тата ЧППУ ректорӗ Владимир Иванов хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ калаҫҫӗ, кам мӗнле ҫырас тет — ҫапла ҫырать: чӳрече те, кантӑк та; вырӑсла ҫак сӑмах — окно. Хӑшӗ тӗрӗсрех-ши? Xӑшӗ мӗне пӗлтерет-ши? Ӗлӗк-авал, кӗленче таврашӗ ҫукрах чухне, чӑвашсем хайсен пӳрчӗсене ҫутӑ кӗтӗр тесе, касса тунӑ вырӑна вӑкӑр хӑмпи карнӑ. Ӑна карӑнтӑк тенӗ. Кайран, кӗленче кирлӗ таран тупӑнсан, карӑнтӑк вырӑнне кӗленче касса лартма тытӑннӑ та ӑна кантӑк тенӗ. Кантӑк лартнӑ ҫутӑ кӗмелли вырӑна чӳрече тенӗ. Эппин, чӳрече ятарласа пӗренене е хӑмана тепӗр чухне ҫӗрпӳртри хӑпартнӑ вырӑна ҫутӑ кӗме касса туни, вырӑсла — окно. Кантӑк — чӳречене лартма касса хатӗрленӗ кӗленче. Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Хулара
![]() Шупашкарти нумай хаваттерлӗ ҫуртсенче 1212 лифт 25 ҫул ытла ӗнтӗ ӗҫлет. Эппин, вӗсене улӑштарма вӑхӑт ҫитнӗ. Хулара пӗтӗмпе 3348 лифт ӗҫлет. Вӗсенчен 2136-шӗ 25 ҫултан сахалрах ӗҫлет. Ыттисене чарса лартмалла, е Ростехнадзор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ вӗсемпе усӑ курма ирӗк парӗҫ. Халӗ муниципалитет программи пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн, ҫӗнӗ лифт хакӗн 25 процентне хваттер хуҫисем тӳлеҫҫӗ. 1 лифта улӑштармашкӑн сахалтан та 1 миллион тенкӗ кирлӗ. Программа 2011 ҫултанпа ӗҫлет. Унтанпа 184 лифта улӑштарнӑ. Кӑҫал 2 лифт лартнӑ, пӗлтӗр – 4. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 14-мӗш кадет шкулне тӗпрен юсасшӑн. Юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ тесе ачасем авӑнӑн 1-мӗшӗнче уявсӑр тӑрса юлмӗҫ. Ыран унта савӑнӑҫлӑ линейка иртӗ. Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вара шкула вӑхӑтлӑха хупӗҫ. Юсав вӑхӑтӗнче ачасем ҫывӑхри шкулсенче ӑс пухӗҫ. Шӑпӑрлансене унччен Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицей интерначӗ вырӑнӗнче уҫӑлнӑ 4-мӗш лицей, Мускав энергетика институчӗ йышӑнма хатӗр. 4-мӗш лицейра ачасем пӗрремӗш сменӑра вӗренӗҫ. Аслӑ шкулта вара уроксем расписанипе иртӗҫ. Кадет шкулне авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне юсаса пӗтермелле. Подрядчике палӑртнӑ ӗнтӗ. Строительсем канмалли виҫӗ сменӑпа, кунсенче те ӗҫлӗҫ. Шкул тӑррине, умне улӑштарӗҫ, чӳречесем лартӗҫ, туалетсемпе спорт зала ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Питтукасси патӗнчи ҫӳп-ҫап купине тӑпрапа витеҫҫӗ Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗ патӗнчи йӑлари хытӑ каяшсен вуншар ҫул тултарса пынӑ вырӑнне йӗркене кӗртме тытӑннӑ. Ӗҫе ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вунӑкунлӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче пуҫланӑ. Федераци укҫипе ӗҫе пурнӑҫлакана палӑртасси малтанласа йывӑррӑн пулса пынине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсе тӑнӑччӗ. Ӗҫе юлашкинчен «Автодор» предприятие шанчӗҫ. Ун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Правительствин канашлӑвӗсенчен пӗринче хурласа калаҫнине сайтри хыпарсене вуласа тӑракансем астӑваҫҫех пулӗ. Апла пулсан та конкурс ҫӗнтерӳҫи, «Автодор», ӗҫе кӳлӗннӗ. Питтукасси патӗнчи тӑрӑма ӗнер хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тӗрӗсленӗ. Вӑл унта ӗҫлекен техника шутне икӗ хут ӳстерме чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Сергей Лесков журналист Ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ РФ Патшалӑх Думине ҫӗнӗ саккун проектне пӑхса тухма сӗннине пӗлтернӗччӗ. Ӗҫлӗ хутра сӑмах вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшне куҫарасси пирки пыратчӗ. Саккун проектне хатӗрлекенсем муниципалитетсене вӗренӳ ҫулне юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫине куҫарма ирӗк парасшӑн. Йышӑнӑва ҫанталӑка, наци уйрӑмлӑхне тата ытти сӑлтава кура тумалла-мӗн. Халӗ кӑна ОТР каналпа Сергей Лесков тишкерӳҫӗ, журналист калаҫрӗ. Телеертӳҫӗсене вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн Вӗренӳ тата аслӑлӑх министерстви саккун проектне хирӗҫ пулнине татӑклӑнах палӑртнӑ иккен. Мӗнех, проекта депутатсем РФ Патшалӑх Думинче пӑхса тухӗҫ. Унччен ӑна профиль комитечӗнче сӳтсе явасси каламасӑрах паллӑ. Унтан та ытларах: халӑхпа та сӳтсе явассӑн туйӑнать. |
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти В.Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗнче ӑс пухакан ачасем ҫӗне вӗренӳ ҫулӗнчен тӳлевсӗрех апатланӗҫ. Анчах пурте мар, сахал тупӑшлӑ ҫемьере пурӑнакансем ҫеҫ. Ачасене тӳлевсӗр ҫитермешкӗн республика хыснинчи укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Кадет корпусне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче республикӑна панӑ, ҫавна май ачасем тӳлевсӗр апатланма пӑрахнӑ. Унччен ку ҫӑмӑллӑхпа муниципалитет тивӗҫтернӗ. Тӳлевсӗр апатлантарассишӗн 9 уйӑх кӗрешнӗ. Кайран саккун йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн, сахал тупӑшлӑ ҫемьери ачасем тӳлевсӗр ҫиме пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне сусӑрсем, тӑлӑх ачасем, квалификациллӗ рабочисене тата служащисене хатӗрлемелли программӑпа вӗренекен шӑпӑрлансем тӳлевсӗр апатланаяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |