Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ

Шупашкарти темиҫе шкулта ашшӗ-амӑшӗ вӗрентекене чечек ҫыххи парнелеме хирӗҫленӗ. Кун вырӑнне вӗсем йывӑр чирлӗ ачасене укҫа парса пулӑшӗҫ.

Кӑҫал хӑш-пӗр шкулта йӑларан пӑрӑнас тенӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хаклӑ чечек ҫыххи туянас вырӑнне вӗсем укҫа-тенке чирлӗ шӑпӑрлансене парӗҫ. Тӗслӗхрен, Шупашкарти 1-мӗш гимназире 7-мӗш «б» класра вӗренекен ачасем педагога пӗр чечек ҫыххи парнелӗҫ. Перекетленӗ ытти укҫана хосписӑн паллиативлӑ уйрӑмне ярӗҫ.

Вӗрентекенсем те ку акцие ырланӑ. Ашшӗ-амӑшӗ пухнӑ укҫапа реабилитаци пӳлӗмӗ валли хатӗр-хӗтӗр туянӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44177
 

Культура

Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей паллӑ ӑсчах ҫуралнӑранпа 240 ҫул ҫитнине халалласа семинар-плэнер ирттерӗ. Регионсен хушшинчи мероприятие ирттерме ЧР Элтеперӗн гранчӗ пулӑшӗ. Музей 100 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ.

Музей ку енӗпе маттур. Вӑл темиҫе хутчен те грант ҫӗнсе илнӗ. Ҫак укҫа-тенкӗ пулӑшнипе тӑватӑ чӗлхеллӗ аудиогид тытӑмне йӗркеленӗ, парка хӑтлӑлатнӑ.

Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче семинар-плэнер пӗрремӗш хутчен иртӗ. Ун чухне ӑсталӑх класӗсем, куравсем йӗркелӗҫ, дизайн-проектсем кӑтартӗҫ.

Мероприятие паллӑ ӳнерҫӗсем, студентсем, шкул ачисем хутшӑнӗҫ. Хальлӗхе Мари Элтан заявка килнӗ. Тутарстанран та килес шухӑшлисем пур. Семинар вӑхӑтӗнче ӳнерҫӗсем Бичуринпа ҫыхӑннӑ картинӑсене ҫеҫ ӳкерӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/16861
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗрпӳ районӗнче ҫывӑх вӑхӑтра унти судпа медицина экспертизин бюровӗн уйрӑмӗнче ӗҫленӗ икӗ ҫынна суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Уйрӑм заведующийӗ пулнӑ хӗрарӑма тата унта санитаркӑра тӑрӑшнӑ ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе явап тыттарӗҫ.

Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, судпа медицина экспертизин бюровӗн Ҫӗрпӳри районсем хушшинчи уйрӑмӗнче вилене моргран панишӗн укҫа ыйтнӑ. Ку йӗркене заведующи шухӑшласа кӑларнӑ. Юнашарах вырнаҫнӑ ритуаллӑ пулӑшу лавккинче санитарка укҫа илсе ларнӑ. Ӑна улталама пулӑшнӑшӑн явап тыттарӗҫ.

Виле илсе тухассишӗн укҫа ыйтнипе 19 ҫын 82 пин ытла тенкӗ тӳленӗ.

Ӗнерхи ӗҫченсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратура ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ район судне пӑхса тухма ярса панӑ.

 

Республикӑра

Шупашкарти троллейбус управленийӗн ертӳлӗхӗ, ҫав йышра – Александр Каныгин та пур, Беларуҫе официаллӑ визитпа кайнӑ. Делегаци йышне Владимир Аврелькин, Сергей Артамонов, Владимир Иванов министрсем те кӗнӗ. Вӗсем Беларуҫре ҫӗнӗ транспорт илес ыйтӑва сӳтсе явӗҫ.

Троллейбус управленийӗн ертӳлӗхӗ Беларуҫри тӳре-шарапа тӗл пулма, Шупашкарта троллейбус туянас енӗпе тендер ирттерни пирки пӗлтерме палӑртнӑ.

Аса илтерер: ҫитес 10 ҫулта 25 ҫӗнӗ троллейбус туянма палӑртнӑ, ҫапла майпа парка тӗпрен ҫӗнетесшӗн. Кунсӑр пуҫне электробус туянас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Унашкал транспорта Шупашкарта тӗрӗслени пирки сайтра нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ.

 

Вӗренӳ

Шупашкарти икӗ шкул «ТОП Шкул» конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫапла майпа вӗсем хӑйсен проектне пурнӑҫа кӗртмешкӗн грант ҫӗнсе илнӗ.

Конкурсра 5-мӗш гимнази тата 59-мӗш шкул мала тухнӑ. Вӗсем «Хула шкулӗсем» категорире ҫӗнтернӗ. 5-мӗш гимнази конкурса «Эпӗ. Ыттисем. Тӗнче» проекта тӑратнӑ. 59-мӗш шкул вара «Ҫӗнӗ курӑм» шкул медиастудийӗ» проектпа паллаштарнӑ.

Шкулсем ҫав проектсене пурнӑҫламашкӑн 500 пин тенкӗрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран грант илӗҫ.

Сӑмах май, конкурсра Раҫҫейри 30 шкул ҫӗнтернӗ. Чӑваш Енрен 13 пӗлӳ ҫурчӗ хутшӑннӑ. Шкулсене «Ялти шкулсем», «Хула шкулӗсем», «Мегаполисри шкулсем» категорире хакланӑ.

 

Республикӑра

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, уявсенче Чӑваш Енре халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче эрех-сӑра сутмаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче те ҫакна пӑрахӑҫламӗҫ.

Пӗлӳ кунӗнче эрех-сӑра суттармӗҫ. Ҫакна ЧР Министрсен Кабинечӗ 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче йышӑннӑ постановленипе килӗшӳллӗн пурнӑҫлӗҫ.

Сӑмах май, ҫамрӑксем 9-мӗш тата 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ чухне те, юлашки шӑнкӑрав кунӗнче, спиртлӑ шӗвексем сутман. Яш-хӗр ӑсату каҫне паллӑ тунӑ чухне те лавккасенче эрех-сӑра сутма чарнӑ.

 

Вӗренӳ

Youtube видеохостингра Муркаш районӗнчи Кашмашра пурӑнакансем «Беспредел в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗх) ятпа видеочӗнӳ пичетленӗ.

Унта ҫапла каланӑ: «Хисеплӗ Владимир Владимирович! Пирӗн ялта, Кашмашра, малтанхи шкул кивӗ пирки ҫӗннине тӑвас ыйту ҫивӗч тӑрать. Ӑна тума 2015 ҫула палӑртнӑччӗ. Анчах патшалӑх программине саккуна пӑсса улӑштарнӑ: укҫа-тенкӗ уйӑрассине пӑрахӑҫланӑ, укҫана Чӑваш Ен Элтеперӗн тӑван ялӗнчи шкула тума янӑ. Вӑл шкула тӑвасси малтан нимле программӑра та пулман. Халӗ влаҫ органӗсем ҫӗнӗ шкул тӑвас вырӑнне ӑна пуҫӗпех хупасшӑн. Сире эпир юлашки шанчӑк, Раҫҫей Федерацийӗн шантаруҫи тесе Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗхе чарма ыйтатпӑр!», – тенӗ видеочӗнӳре.

Кунта калани ҫумне ҫакна хушса калама пулать: шкула Михаил Игнатьев тӑван ялӗнче мар, Янӑшра туса лартнӑ. Янӑшри малтанхи шкул сакӑр класc вӗренмелӗх ҫеҫ тата вӑл пӗчӗк те кивӗ пулни паллӑ. Унта халӗ таврари ялсенчи, ҫав шутра Мамӑш енчисем те, савӑнса вӗренеҫҫӗ.

 

Персона
Валерий Пономаревӑн автопортречӗ. 1974 ҫул.
Валерий Пономаревӑн автопортречӗ. 1974 ҫул.

Шупашкарта 1949 ҫулхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ Валерий Пономарев художник вилнӗ. Кун пирки Ӳнер музейӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Геннадий Иванов-Орков Фейсбукри страницӑра паян пӗлтернӗ.

Живописец-художник Раҫҫейӗн художниксен пӗрлешӗвӗнче 1991-мӗш ҫултанпа тӑнӑ. Хӑй те вӑл ӳнер ҫыннисен ҫемйинче, ашшӗ гравер-художник пулнӑ, ҫуралнӑ.

Шупашкарти ӳнер училищинче тата Ленинградри В.И. Мухина ячӗллӗ аслӑ художествӑпа промышленность училищинче вӗреннӗ. 1979 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче (ун чухне институт шутланнӑ) ӗҫлеме пуҫланӑ, тепӗр тӑватӑ ҫултан вӑл Раҫҫей художество фончӗн Чӑваш Енри пултарулӑхпа производство комбинатӗнче художника кӳлӗннӗ.

 

Хулара

Хальхи вӑхӑтра сӳтекен Мускав кӗперӗн юлашки-тӗлешкисемпе ҫырмасене хуплӗҫ тата хулари уйрӑм хуҫалӑх секторӗнчи ҫулсене юсӗҫ. Ун валли тимӗр-бетонран тунӑ конструкцисене катма-вӗтетме тивӗ.

Паянхи кун тӗлне Мускав кӗперне сӳтес ӗҫ вӑхӑтпа тан пырать. Кивӗ конструкцисене тӗппипе авӑн уйӑхӗнче салатса пӗтерме палӑртнӑ. Малалла кӗпер хывакансен ҫӗнӗ юпасем хӑпартма тивӗ. Пӗтӗмӗшле Мускав кӗперне 2018 ҫулта туса пӗтерме палӑртса хунӑ. Пурӗ ун валли 1,5 млрд тенкӗ тӑкаклӗҫ.

Кӗпере сӳтес ӗҫре хальхи вӑхӑтра икӗ смена тӑрмашать. Хӑш-пӗр пайсем 60 тонна таран тайнӑран кивӗ конструкцисене антарма 250 тонна йӑтма пултаракан кранпа усӑ кураҫҫӗ.

 

Ҫул-йӗр

Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ ВСМ-2 чукун ҫул Чӑваш Республикинчи икӗ Улӑп тӑприне тата пӗр Киремет картине тӗп тума пултарӗ. Мускавпа Хусана ҫыхӑнтарма палӑртнӑ ҫул валли хатӗрленӗ проектпа килӗшӳллӗн вӑл Шупашкар районӗнчи Пикшик тата Мамка ялӗсем патӗнче вырнаҫнӑ Улӑп тӑприсем тата Шӗнерпуҫ патӗнчи Киремет карти урлӑ иртмелле иккен. Кӑна Раҫҫей Ӑслӑлӑх академийӗн археологи институчӗн ӑсчахӗсем тупса палӑртнӑ. Чукун ҫула тӑвас умӗн ку палӑксемпе мӗн тумалли пирки халь пуҫ ватаҫҫӗ.

Шӗнерпуҫ патӗнчи Киремет карти вӑл вырӑнта пин ҫул ытла пулнӑ теҫҫӗ, унӑн лаптӑкӗ 10 пин тӑваткал метр. Археологсем кунта кӗлӗ вырӑнӗсене, чӳк тумалли чулсене тата ытти артефактсене тупса палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2343, 2344, 2345, 2346, 2347, 2348, 2349, 2350, 2351, 2352, [2353], 2354, 2355, 2356, 2357, 2358, 2359, 2360, 2361, 2362, 2363, ... 3937
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 13

1934
91
Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ.
1945
80
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1953
72
Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ.
1966
59
Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...