Ҫитес ҫул мӗнле канӑпӑр? 2019 ҫулхи производство календарӗн проектне хатӗрленӗ. Хальлӗхе канмалли кунсене урӑх куна куҫармалли пирки документа йышӑнман-ха.
Проектпа килӗшӳллӗн, Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн эрнекун, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, ӗҫе тухмалла. Кайран каллех канмалла: шӑматкун тата вырсарникун. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ тата Ҫӗнтерӳ кунӗ эрне варрине лекеҫҫӗ. Ахӑртнех, канмалли кунсем вӑраха тӑсӑлмӗҫ.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче тата пушӑн 8-мӗшӗнче виҫшер кун кантарӗҫ. Ҫӗртмен 24-мӗшӗ, Республика кунӗ, ҫитес ҫул тунтикуна лекет. Эппин, ун чухне виҫӗ кун кантарӗҫ.