Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Шупашкарта суд унччен ЧР спорт министрӗн ҫумӗ пулнӑ Борис Атамановӑн аппеляцине пӑхса тухнӑ. Аса илтерер: кӑҫал ҫулла чиновник руль умне ӳсӗрле ларнине кура ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Борис Атаманов тытса чарнӑ чухне хӑй айӑплӑ маррине пӗлтернӗ.

Анчах суд унӑн сӑмахӗсемпе килӗшмен. Унччен Атаманова 100 пин тенкӗлех штрафланӑ тата водитель правине туртса илнӗ. Экс-чиновник кунпа килӗшмесер суда аппеляци панӑ.

Суд ҫӑхава ҫур сехетре пӑхса тухнӑ. Суд Борис Атаманов майлӑ пулман. Экс-чиновник судья приговор вуласса кӗтмен – залран тухса утнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/?c=view&id=14214
 

Тӗнче тетелӗ

«Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх кашни халӑхӑнах пур. Чӑвашсен вӑл вӑйлӑ аталаннӑ. Ӑрӑмлӑх йӑлара, ӗҫре, вӑйӑра, ӗҫкӗ-ҫикӗре авалхи йӗркесене тытса пынипе — пӗтевсем, эрешсем ҫакнипе, пӑсни-сыватнипе, ӗҫни-ҫинипе, ҫӑвӑнни-шӑлӑннипе, сӗрни-тӗтӗрнипе, ака-суха, выльӑх-чӗрлӗх, суту-илӳ, ҫурт-йӗр ӗҫӗсемпе ҫыхӑннӑ», — пӗлтерет хӑйӗн статьинче Виталий Станьял.

Чӑваш халӑх сайчӗ «Пилсемпе кӗлӗсем» кӗнекен электронлӑ вариантне уйрӑм сайт пек хатӗрлесе ҫитерчӗ. Унӑн адресӗ — kele.chuvash.org. Ҫӗнӗ сайтра эсир чӑвашсен ӑрӑмлӑ сӑмахӗсемпе паллашма пултаратӑр — чӳк кӗллисемпе, пилсемпе, йӑла йӗркисемпе тата ыттисемпе. Сайта хатӗрлес ӗҫе хутшӑнакансем унти информаципе усӑ курса эсир туйра та пулин хамӑр халӑхӑн ӑс-хакӑлӗпе туллин усӑ курасса шанаҫҫӗ.

Сайта кӗнекери пекех пайсем тӑрӑх йӗркеленӗ, кирлӗ пил сӑмахӗсене е чӳк кӗллисене хӑвӑрт кӑна тупма пулать. Унсӑр пуҫне сайтра шырав та йӗркеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://kele.chuvash.org
 

Хулара
Нисневичсем
Нисневичсем

Шупашкарта пурӑнакан мӑшӑр кевер туя паллӑ тунӑ. Феликс Мееровичпа Галина Николаевна Нисневичсем пӗрле 60 ҫул пурӑнаҫҫӗ.

Мӑшӑра загс ӗҫченӗсем саламланӑ. Вӗсем Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен Алексей Ладыковран та салам сӑмахӗсем илсе килнӗ.

Нисневичем 60 ҫул пӗрле пурӑнсан та ӑшӑлӑхпа юратӑва ҫухатман, пӗрле йывӑрлӑхсене ҫӗнтернӗ. Халӗ те вӗсем пӗр ҫӑвартан пурӑнаҫҫӗ.

Мӑшӑр пӗр хӗре кун ҫути кӑтартнӑ. Евгения ашшӗ-амӑшне виҫӗ мӑнукпа савӑнтарнӑ. Мӑнукӗсен виҫӗ ачипе те Нисневичсем савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37848
 

Пӑтӑрмахсем

Мускавран Шупашкара каякан рейс автобусӗ ҫул ҫинче ҫунма тытӑннӑ. Ку Чулхула облаҫӗнче Вӑратин районӗнче, Чӑваш Ене ҫитиччен 10 ҫухрӑм юлсан, пулнӑ.

Ирхи тӑватӑ сехетре ҫывӑракан пассажирсем мӑлатук шакканӑ евӗр сасӑ илтнӗ. Унтан салона тӗтӗм тухнӑ. Кун пирки пассажирсем водителе пӗлтернӗ.

Водитель автобуса чарнӑ. Ҫынсем сумкисене йӑтса урама чупса тухнӑ. Ҫулӑм темиҫе ҫеккунтрах автобуса ярса илнӗ.

Пушар транспортӑн 14 тӑваткал метрне тӗп тунӑ. Ҫулӑма 5 ҫын, 3 техника сӳнтернӗ. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/37852
 

Сывлӑх

Елчӗк районӗн прокуратури вӗренӳ учрежденийӗсене тӗрӗсленӗ. Хӑш-пӗр вӗрентекен грипран прививка туманни ҫиеле тухнӑ. Прокуратура ку ҫитменлӗхе ҫийӗнчех пӗтерме хушнӑ.

Саккунпа килӗшӳллӗн, вӗренӳ учрежденийӗнче ӗҫлекен ҫынсен грипран вакцинаци тумалла. Анчах Елчӗк районӗнчи хӑш-пӗр вӗрентекен ҫакна пурнӑҫламан, хирӗҫленӗ.

Ку йӗркене районти 15 шкулта пӑснӑ. Шкулсен ертӳҫисене йӗркене пӑснине ҫийӗнчех пӗтерме хушнӑ. Кун хыҫҫӑн 60 ҫынна явап тыттарнӑ. 2 ҫын вара прививка тума килӗшмен, ҫавӑнпа ӗҫрен хӑйсен ирӗкӗпе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37865
 

Ҫул-йӗр

Скандинави циклонӗ Раҫҫее асар-писер ҫанталӑк илсе килчӗ: ҫумӑр ҫӑвать, ҫулсем пӑрлакланаҫҫӗ. Пӗрремӗш каналпа хыпарсен каларӑмӗнче Раҫҫейри хӑш-пӗр регионта ҫанталӑка пула сиксе тухнӑ пулӑмсем пирки кӑтартнӑ.

Малтанах пӑрлӑ ҫумӑра пула пассажир самолетне анса лармашкӑн полоса ҫитменнине, вӑл унтан тухса кайнине пӗлтернӗ. Самолет хытӑ сийлӗ ҫул ҫинен тухса кайсан чарӑннӑ.

Хыпарсен кӑларӑмӗнче База урамӗнче ҫула юсани пирки каланӑ. Ҫул ӗҫченӗсене пӑрлӑ ҫумӑр та хӑратмасть-мӗн: ҫаплипех ҫул сараҫҫӗ. «Мӗн чухлӗ вӑхӑта чӑтӗ-ши вӑл?» - ыйту сиксе тухнӑ.

Унти ҫулӑн ҫиелти сийне 15 кун каялла илнӗ те чӳкӗн 10-мӗшӗнче ҫеҫ, пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ чухне, юсама тытӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37833
 

Сывлӑх

Пӗчӗк Лиза Петрова йывӑр чирӗпе 10 уйӑх ытла кӗрешет. Вӑл чылай сипленнӗ, темиҫе операци тӳссе ирттернӗ. Анчах лару-тӑру лайӑх еннех улшӑнман-ха.

Лизӑн урине татас мар тесе тухтӑрсем операци тунӑ. Анчах нумаях пулмасть вӗсем хӑраххине татма тивесси пирки каланӑ. Метастаза ӳпкине те ҫитнӗ.

Халӗ Лиза Тутарстанри пульницӑра выртать. Хӗрача ыратнипе питӗ вӑйлӑ аптӑрать, ӑна яланах эмел параҫҫӗ. Умӗнхи операци ӑнӑҫлах иртмен – уринче усал шыҫӑ юлнӑ. Ҫавӑнпа амӑшӗ ирӗк парсан ҫитес эрнере урине тама палӑртаҫҫӗ. Анчах ҫывӑх ҫыннисем парӑнасшӑн мар – Мускава ҫитесшӗн.

Ҫемьере Лизӑсӑр пуҫне тепӗр 5 ача. Хаклӑ эмел туянмашкӑн вӗсен укҫа ҫук. Халӗ Лизӑна пулӑшу кирлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37838
 

Спорт

Нумаях пулмасть Раҫҫейри тата ҫывӑх хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗсенчи спортсменсем ирӗклӗ кӗрешӳре ӑмӑртнӑ. Унтан 200 ытла кӗрешӳҫӗ хутшӑннӑ.

И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗренекен, Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Даурен Куруглиев черетлӗ хутчен ҫӗнтернӗ. Ку ӗнӗпе вӑл маттур, чылай ӑмӑртура мала тухса хаклӑ парнесене тивӗҫет.

Хальхинче те Даурен машинӑна тивӗҫнӗ. Пӗлтӗр те вӑл ӑмӑртуран машинӑпа таврӑннӑ. Виҫӗмҫул вара тупӑшура Ниссан маркӑллӑ «тимӗр урхамахпа» таврӑннӑ.

Кӑҫал ӑмӑрту Дагестанра виҫҫӗмӗш хутчен иртнӗ. Спортсменсем ултӑ виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Даурен 86 килограмм тайман виҫе категорийӗнче мала тухнӑ.

 

Республикӑра

Юлашки вӑхӑтра «Чӑваш бройлерӗнче» лару-тӑру ҫивӗчленни пирки калаҫаҫҫӗ. Предприяти суд урлӑ панкрута тухма хӑтланнӑ.

Суд чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ. Тавӑҫ тӑратаканӗ – «Ваша марка» тулли мар яваплӑ общество. Вӑл «Чӑвашбройлерне» панкрута кӑларма ыйтнӑ. Анчах суд тавӑҫа тивӗҫтермен.

Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Чӑвашбройлерӗн» акцийӗсене приватизацилес енӗпе электронлӑ майпа аукцион иртӗ. Заявкӑсене чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 12 сехет ҫурӑра регистрацилеме чарӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37810
 

Республикӑра

2017 ҫулта Республика кунӗ хӑш районта иртесси паллӑ. Ҫитес ҫул ӑна Шупашкарта тата Пӑрачкав районӗнче йӗркелӗҫ.

Муниципалитет районсенчи тата хула округӗсенчи конкурсра кам ҫӗнтернине чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче палӑртнӑ. Унта Пӑрачкав районӗ ҫӗнтернӗ.

Халӗ Республика кунӗнче ирттермелли мероприятисен планне хатӗрлеҫҫӗ. Пӑрачкав районӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне тивӗҫӗ. Ку укҫапа общество инфратытӑмне аталантарӗҫ.

Сӑмах май, Республика кунне уявламашкӑн республика хыснинчен 10 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37826
 

Страницӑсем: 1 ... 2280, 2281, 2282, 2283, 2284, 2285, 2286, 2287, 2288, 2289, [2290], 2291, 2292, 2293, 2294, 2295, 2296, 2297, 2298, 2299, 2300, ... 3619
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...