Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Пӗрре пӑхсан, Васильев хушамат пӗрре те япӑх мар пек. Вӑл хушаматпа пурӑнакансем чӑвашсем хушшинче сахал мар. Паллах, Ивановсем тата та ытларах. Ак, сӑмахран, нумай пулмасть Иванова министра лартрӗҫ тесе пӗлтерсен ман ыйту ҫуралчӗ: киввине е урӑххине? Чулхулара ӗҫленӗ чухне пӗрре пай ертӳҫи те манран ыйтсаччӗ: «Сирӗн унта пурте Иванов хушаматлӑ-им?» Мӗншӗн? Ара, Шупашкарти пирӗн уйрӑмра ӗҫлекенсен йышне курнӑ та... Унта вара пӗр пилӗк хушамат Иванов пулнӑччӗ пулас. Ҫакнашкал лару-тӑрӑва пулах ӗнтӗ пирӗн ҫыравҫӑсем чылай чухне псевдоним йышӑнаҫҫӗ. Чылай Яковлев хушаматлӑ ҫынна, сӑмахран, эпир пач урӑх ятсемпе пӗлетпӗр. Тӗслӗхрен, Иван Салампекӑн чӑн хушамачӗ Яковлев пулнине нумай пулмасть ҫеҫ пӗлтӗм. Малтан хушаматсем мӗнле ҫыртарасси кӑсӑклӑрах пулнӑ пулас. Халь вӑл ашшӗ хушамачӗпе (ытларах чухне) пырать, малтан вара урӑхларах йӗрке пулнӑ. Ман хамӑн хушамат, сӑмахран, Плотников. Аттен хушамачӗпе. Апин — Степанова. Аттен хушамачӗ пирки калас пулсан вӑл ҫаплипех куҫса пынӑ пулас. Ни асатте, ни атте хӑй платник пулман. |
Чӑвашлӑх
![]() Тӗнче тӑрӑх велосипедпа ҫӳрекен паллӑ ҫулҫӳревҫӗ Никита Васильев хӑйӗн хушаматне улӑштарнӑ. Ӗнер вӑл кун пирки «ВКонтактри» хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Мӗншӗн эп кӑна турӑм-ха? — Ак, сӑмахран, кайран ман ачасем манран пирӗн хушамат мӗншӗн Васильев пулнине ыйтӗҫ, вӑл мӗне пӗлтернипе кӑсӑкланӗҫ. Ман епле хурав пала тивӗ-ши ун чухне? Тахҫан-тахҫан чӑвашсем христос тӗнне йышӑннӑ чухне темле пуп пирӗн мӑн асаттене Ваҫук ята панӑ темелле-ши? Ҫук, мана ку кӑмӑла каймасть», — пӗлтернӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне. Ҫавах та Васильев хушамат япӑх пулманни пирки те асӑннӑ Никита. 26 ҫул унпа ҫӳренӗ пулин те пӗрре те вӑл унӑн пурнӑҫне йывӑрлатман. Паллӑ ҫулҫӳревҫӗ Никита хӑйне валли Тӗнче хушамата суйланӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх ку унӑн тӗнчери вырӑнне кӑтартӗ, тӗнчере вӑл мӗн ӗҫӗпе аппаланнине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ыран, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Питӗр хулинче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» савутра кӑларнӑ хӗвел батарейин модульне вырнаҫтарнӑ катамаран ҫула тухӗ. Раҫҫейре туса кӑларнӑ хӗвел элеменчӗллӗ катамаран халиччен те пулман. Катамарана Питӗр хулинче кӑларнӑ, унӑн ҫивиттине ҫурма авӑнакан хӗвел модульне вырнаҫтарнӑ. Хӗвел модульне тума Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» савутра кӑларнӑ гетеротытӑмлӑ хӗвел элеменчӗсемпе усӑ курнӑ. Хӗвел модулӗллӗ катамаран маршручӗ ҫапларах пулӗ: «Питӗр – Мускав – Аҫтӑрхан». Маршрутӑн пӗтӗмӗшле вӑрӑмӑшӗ — 5 пин км ытла. Инҫе ҫула катамаран Нева, Ока, Атӑл, Кама юханшывӗсемпе кайӗ. «Эковолна» (чӑв. Экохум) экспедицие Инженер конкурсӗсемпе ӑмӑртавӗсен наци центрӗ йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сергей Вязовский Чӑваш Енӗн Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ Сергей Вязовский ячӗпе приговор вуланӑ. Унпа ҫыхӑннӑ ӗҫе Шупашкарти Ленин район сучӗ пӑхса тухнӑ. Республика правительствинче тӳре-шарара ӗҫленӗскере асӑннӑ ҫуртра сауна тума пуҫланишӗн «турткалама» тытӑннӑччӗ. Суд Сергей Вязовские хупмалла мар айӑпланӑ тата ӑна амнистипе каҫарнӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат Галина Вронская юрист пӗлтерни тӑрӑх хакласан суд ӗнер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пулнӑ. Тӳре экс-пуҫлӑха 1,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтармасӑр айӑпланӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хӑш-пӗр категорие амнистилеме йышӑннине кура Сергей Вязовские каҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи «Юрма» агрохолдинг тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ял хуҫалӑх тӗллевӗпе усӑ курмалли ҫӗре кайӑк-кӗшӗк каяшӗпе вараланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Шупашкар районӗнчи ҫутҫанталӑка упракан районсен хушшинчи прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче агрохолдинг каяша 10 гектар ҫӗр ҫине тӑкнӑ. Тӗрӗслев тӑпрари нитратсем нормӑран 21 хут нумайраххине палӑртнӑ. Ку 160 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Асӑннӑ ведомство материалсене Шупашкар районӗн полицине ярса панӑ, вӑл вара харпӑк тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Сӑмах май, кунашкал каяш купи районта пӗрре кӑна мар. Пӗлтӗр «Юрмана» Лапсар ялӗ ҫывӑхӗнчи 12 гектар ҫӗре вараланӑшӑн 40 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Тепӗр купа – 4 гектар ҫӗр ҫинче. Куншӑн 400 пин тенкӗ штраф панӑ. Тепӗр свалкӑна, Хурӑнлӑх тата Карачура ҫывӑхӗнчине, пӗлтӗр Халӑх фрончӗн хастарӗсем асӑрханӑ. Штраф ҫине штраф тӳлеттерсен те харпӑк каяша тӑкма пӑрахмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Урамра ҫуллахи пек шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Сывлӑш температури вӑтамран 19-20 градус ӑшӑ. Ку – утӑ уйӑхӗнчи норма. Кашни кун тенӗ пекех вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвать. Ку эрнере ытларах кӑнтӑр енчи районсенче ҫумӑр ӳкнӗ. Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Патӑрьел тӑрӑхӗнче вырӑнӑн-вырӑнӑн пӑр та ҫунӑ. Кӗске вӑхӑтрах вӑл чечексене, йӑран ҫинчи калчасене пӗтернӗ. Пӑр ҫӗре хупласах хунӑ, ҫынсем унран пӗчӗк юр кӗлетке те тунӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑматкун каллех вӑйлӑ ҫумӑр, пӑр ҫума пултарать. Ыран вара ҫанталӑк 25 градус ӑшӑ пулӗ. Тунтикун кӑштах сивӗтӗ. Ытларикунпа юнкун каллех шӑрӑх тӑрӗ: 27 градуса ҫитӗ. Ҫитес эрнен иккӗмӗш ҫурринче сивӗтӗ. Тепӗр шӑрӑх ҫӗртме уйӑхӗн 2-10-мӗшӗсенче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Анастасия Прокопьева. Сар.ru сӑнӗ Шупашкарти ӳнер училищин 3-мӗш курс студентки Анастасия Прокопьева Раҫҫей шайӗнче «Искусствӑн илемлӗ тата хушма тӗсӗсем» ятпа иртнӗ професси ӑсталӑхӗн олимпиадинче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, олимпиадӑн финал тапхӑрӗ Мускаври С.Г. Строганов ячӗллӗ ӳнерпе промышленноҫӑн патшалӑх академийӗнче ҫу уйӑхӗн 14-16-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен пухӑннӑ 27 студент чи пцлтаруллин ятне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Палӑртса хӑвармалла, виҫӗ кун хушшинче вӗсем пулас дизайнерӑн мӗн пӗлмеллине шута илсе хатӗрленӗ тест ыйтусене хуравланӑ, тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑ. Унсӑр пуҫне хӑйсене куҫарура кӑтартнӑ тата коллективпа епле ӗҫлемеллин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарнӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «…Каланисем йӑлтах чӑн мар та, Сан йышшисем ҫавах сахал. Кӗрешӳри ӗҫчен Юмартӑм, Эс маншӑн халь те ИДЕАЛ!» — ҫакӑн пек сӑвӑ йӗркисене вуланӑ ӗнер Виталий Родионов профессор Геннадий Юмарта халалласа. Паллӑ чӑваш ӑсчахӗ, фольклорисчӗ, ҫыравҫи, поэчӗ, куҫаруҫи 80 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӗнер Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ятарлӑ каҫ ирттернӗ. Унта паллӑ ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, Геннадий Юмарта сума сӑвакансем пуҫтарӑннӑ. Уяв каҫне вулавӑшпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ йӗркеленӗ. Сакӑр теҫеткери юбиляр та унта ҫитнӗ. Геннадий Юмарт ӗҫне пурте пысӑка хурса хакланӑ. Искусствоведени докторӗ Михаил Кондратьев профессор, сӑмахран, Геннадий Юмарта «чи тӑрӑшуллӑ тӗпчевҫӗ тата фольклора пӗлекен» тесе мухтанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти «Шупашкар – Арена» пӑр керменӗнче Егор Кридӑн концерчӗ иртнӗ. Кун хыҫҫӑн «Раҫҫейри авторсен обществи» тулли мар яваплӑ общество концерт йӗркелӳҫи тӗлӗшпе прокуратурӑна ҫӑхав ҫырнӑ. Мӗн пулнӑ-ха? «Ҫыхӑнура» портала прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Егор Крид юрланӑ хӑш-пӗр юрӑн соавторсем пулнӑ. Вӗсене саккуна пӑхӑнса сцена ҫинче шӑрантармашкӑн «Раҫҫейри авторсен обществи» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ тумалла пулнӑ. Анчах ҫак ӗҫе пурнӑҫламан. Шупашкарти Ленин районӗнчи 2-мӗш участокӑн миравай судйи усламҫа 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Постановлени вӑй кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Нумаях пулмасть оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Айдар Хисамутдинов пурнӑҫран хӑй ирӗкӗпе уйрӑлни пирки сайра пӗлтернӗччӗ. Вӑл 36 ҫулта кӑна пулнӑ. Ҫамрӑк артиста асӑнса Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Концерта Ольга Сетнеровна Нестерова хатӗрлӗ. Пултарулӑх каҫӗнче артистӑн хайлавӗсем, вӗсем пурте тенӗ пекех фонограммӑпа кайӗҫ, пулӗҫ. Ҫавӑн пекех солистсем, хор, оркестр юрлакан хайлавсем те янӑрӗҫ. «Айдар яланах пултарулӑх шыравӗнче пулнӑ ҫын», - ҫапла каланӑ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет труппин ӳнер ертӳҫи Данил Салимбаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |