Паян Шупашкар районӗн депутатсен пухӑвӗн плана кӗртмен ларӑвӗ иртнӗ. Унта администраци пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев ӗҫрен каяс ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Хӑй Владимир Павлович каланӑ тӑрӑх, вӑл урӑх вырӑна ӗҫлеме куҫать.
Аса илтерер: Владимир Димитриев ку тивӗҫе пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пурнӑҫласа пыма тытӑннӑ. Унччен, 2016-2018 ҫулсенче, вӑл администраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пынӑ, мӗншӗн тесен ун чухнехи пуҫлӑх Георгий Егоров тӗлӗшпе следстви пынӑ.
Каласа хӑварар: Владимир Димитриев 1964 ҫулта ҫуралнӑ.
Алибасов // 1813.50.1213
2020.02.14 16:53 | |
"Плана кĕртмен лару" тенине "черетсĕр лару" тетчĕç мар-и? Эсир çавсене ма вуламан? |