Республикӑра
![]() Республикӑри ҫар комиссариачӗн Канашри сбор пунктне ҫывӑх вӑхӑтра тӗплӗн юсама палӑртнӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, ҫуртӑн ҫивитти те япӑхнӑ, стенисем те начар. Юсав ыйтӑвне Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствинче татса панӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ыйтупа республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хӳтӗлев министрӗпе Сергей Шойгупа калаҫнӑ. «АРМИЯ-2018» пӗтӗм тӗнчери ҫарпа техника форумӗ вӑхӑтӗнче те ҫав ыйтӑва хускатнӑ-мӗн. Канашри республика пунктӗнчен Чаваш Енри салтаксене ҫара ӑсатаҫҫӗ. Ҫурта ӑна хута янӑранпах, 1971 ҫултанпа, пӗртте юсаман. Юсама хӑҫан тытӑнассине Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче хальлӗхе пӗлтермен. Подрядчика конкурс иртерсе палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнчи ӗҫлӗх центрӗ унта пурӑнакансене Чулхула облаҫне ӗҫе йыхравлать. Районта пурӑнакансене кӳршӗ регионти «Павловская» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкне чӗнеҫҫӗ. Ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен предприятири тӑрӑмпа, унти ӗҫ тата пурӑнмалли условисемпе паллаштарма ӗҫлӗх центрӗ вакансисен ярмӑркки ирттерме палӑртса хунӑ. Вал юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланӗ. Етӗрне районӗнчи тата вӑл тӑрӑхри ялсенчи ӗҫсӗр ҫынсене «Павловская» хапрӑк вахта мелӗпе йыхравлать. 15 кун ӗҫлемелле, 15 кун килте пурӑнмалла. Ку график тивӗҫтермесен 30 кун ӗҫлесе 15 кун канма е тата 60 кун вӑй хунӑ хыҫҫӑн 30 кунлӑха килме юрассине шантараҫҫӗ. Рабочисем общежитинче пурӑнӗҫ. Вӗсене йӳнӗрех хакпа аталантарӗҫ. Медицина тӗрӗслевне предприяти хӑй шучӗпе кӑларать. Ӗҫ тумӗпе те тивӗҫтерет. Ӗҫ укҫине 35 пинтен кая мар тӳлеме шантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш енре шалу парӑмӗллӗ предприятисен шутӗнче Шупашкарти 1-мӗш типографи те пур. Панкрута тухнӑскерӗн куҫман пурлӑхне нумаях пулмасть сутса янине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Анчах ҫакӑ та рабочисен умӗнче пухӑннӑ парӑмпа татӑлма ҫитмест-мӗн. Ҫакна Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлес енӗпе ӗслекен пӗрлехи комиссин ӗнерхи ларӑвӗнчереспубликӑн Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн ертӳҫи Алексей Метелкин каланӑ. Шалупа пысӑк парӑмлисен шутӗнче ҫавӑн пекех — Шупашкарти «Чӑвашавтотранс», Улатӑрти «АЗНХ», Шупашкарти «Силовое электрооборудование» предприятисем, Ҫӗнӗ Шупашкарти тимӗр-бетон конструкцисен 2-мӗш номерлӗ савучӗ тата асӑннӑ хулари ҫурт-йӗр строительствин комбиначӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Елена Рябцева Турцинчи кинофестивальте Пӗлтӗр ҫулла Муркаш районӗнче Елена Рябцева режиссер ӳкернӗ «Юман» фильмне авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Лондонри «INSHORT 2018» кинофестивальте кӑтартнине эпир пӗлтернӗччӗ. Кун ҫути курнӑранпа тӗрлӗ кинофорума ҫитме ӗлкӗрнӗ ӗҫпе халӗ тата Турцинче паллаштарнӑ. Авӑн уйӑхӗн 22-30-мӗшӗсенче Турцинчи Адана хулинче Пӗтӗм тӗнчери 25-мӗш кинофестиваль иртнӗ. Елена Рябцева ӳкернӗ кӗске метражлӑ фильма унта «Тюркский мир» (чӑв. Тӗрӗк тӗнчи) конкурсри мар программӑна кӗртнӗ. Турцинче пулнине Елена Рябцева асра юлмалли пулӑм тесе хаклать. Ҫыран хӗрринче вырнаҫнӑ хула илемӗпе киленнипе пӗрлех конкурс тата конкурс мар программӑна кӗртнӗ ӗҫсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ. Алексея Федорченко кинорежиссер тата продюсер ирттернӗ ӑсталӑх сехетӗнче ҫӗннине ӑша хывнӑ. Сӑмах май каласан, А. Федорченкон «Овсянки» фильмӗ чӑваш «Юманӗн» референсӗ пулнӑ. Фестивале Дагестанри, Кабарда-Балкарти, Пушкӑртстанри, Якут Республикинчи, Гагаузинчи, Кӑркӑстанри, Азербайджанри киноӑстисем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш журналӗ пичетленнӗ тӗнче тетелӗнчи проект хупӑннине Геннадий Иванов-Орков искусствовед Фейсбукра пӗлтернӗ. Культурӑна тата литературӑна хаклакансене «Журнальный зал» калӑпӑшлӑ интернет-проект хупӑнни пӑшӑрхантарать. Унта Раҫҫейри хулӑн литература журналӗсем пичетленнӗ. Сайтра «Новый ЛИК» журнал та вырӑн тупнӑ. Ҫавӑнта унӑн пилӗк номерне пичетленӗ. Журнала Чӑваш Енри ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем тӑрӑшнипе кӑларса тӑнӑ. Чӑваш Енри литераторсен журналне «Лик Чувашии», «ЛИК», «КИЛ» ятсемпе те пичетленӗ. Хупӑннӑ сайтра журналти публикацисем, ҫав шутра Атнер Хусанкай статйисем, Улатӑрти Евгений Краснов историк тӗпчевӗсем, Маргарита Красотина Праски Виттипе тата Юрий Евлампьев фото ӑстипе хатӗрленӗ интервьюсем хальлӗхе пур-мӗн-ха. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 14 сехетре Коми Республикинче ҫул ҫинче авари пулнӑ. Унта Чӑваш Енри тӑватӑ ҫын шар курнӑ. Hyundai Solaris тата Volkswagen Tiguan машинӑсем «Шупашкар – Сыктывкар» ҫулӑн 576-мӗш ҫухрӑмӗнче ҫапӑннӑ. Пӗрремӗшӗн салонӗнче Чӑваш Енри тӑватӑ арҫын пулнӑ. Шел те, вӗсенчен виҫҫӗшӗ йывӑр сурансене пула вилнӗ. Арҫынсем 48-та, 56-ра тата 21 ҫулта пулнӑ. 55 ҫулти водитель чӗрӗ юлнӑ. Ӑна, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл авари вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулманни паллӑ. Пассажирсем хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Хальлӗхе аварире кам айӑплине тупса палӑртман. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан Андрей Романов савутра ӗҫлет. Авӑн уйӑхӗнче вӑл отпуск илнӗ. Арҫын 30 кунра Крыма велосипедпа ҫитсе килме тӗллев лартнӑ. Ӑна пурнӑҫланӑ вӑл. Каялла ӗҫе вӑхӑтра ҫитес тесе Андрей кунсерен 150-шар ҫухрӑм кайнӑ. Ҫулҫӳревӗ пирки вӑл «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ. Арҫын питӗ васканӑ, ҫавӑнпа педале вӑйне шеллемесӗр ҫавӑрттарнӑ. Ара, кашни облаҫре чарӑнса паллӑ вырӑнсемпе паллашма та ӗлкӗрмелле вӗт. Вӑл Крыма ҫаврӑнса тухма та ӗмӗтленнӗ, анчах, шел те, ӗлкӗреймен. Крым кӗперӗпе каҫнӑ чухне вара Шупашкар арҫынни ача пекех савӑннӑ, унӑн хӑватлӑ строительствинчен тӗлӗннӗ. Крымра вӑл пӗр ҫӗр кӑна выртнӑ. Тепӗр кунхине Шупашкаралла ҫул тытнӑ. Чӑваш Ене авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче таврӑннӑ. Ҫул ҫинче Андрей Романов 8 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Укҫа апат ҫисе ҫеҫ пӗтнӗ. Вӑл кафере пӗрре те апатланман, хӑна ҫуртӗнче пӗр хутчен кӑна ҫӗр каҫнӑ. Андрей пӗр уйӑхра 4350 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Унӑн опыт пур ӗнтӗ: вӑл пӗлтӗр Кавказа велосипедпа ҫитсе килнӗ. Ҫитес ҫул та отпускне ахаль ирттересшӗн мар. Хальлӗхе велосипедпа ӑҫта ҫитессине палӑртман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Кӳкеҫ поселокӗнче веломобиль ӗҫлеме тытӑннӑ. Мӗн япали вӑл тетӗр-и? Виҫӗ кустӑрмаллӑ велосипед ҫине карҫинкка ҫаклатнӑ, унта кӗнекесем хунӑ. Веломобиль поселокри урамсем тӑрӑх ҫӳрет, ҫынсене кӗнекесемпе паллаштарать тата вӗсене киле пырса парать. Ара, вулавӑша хӑй тӗллӗн ҫитме пултарайман ҫын сахал мар вӗт: сусӑрсем, ветерансем, тивӗҫлӗ канурисем. Веломобиль пулӑшнипе вара вӗсем те килтен тухмасӑрах кӗнеке вулайӗҫ. Кӳкеҫсем ку проекта вулакан ҫынсен йышне ӳстерес тӗллевпе пуҫарнӑ. Анчах веломобиль хӗлле ӗҫлемӗ. Вӑл урамсем тӑрӑх ҫуркуннерен пуҫласа кӗр варриччен ҫӳрӗ. Ҫулла веловулавӑш ача-пӑча лапамӗсенче те пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Гоород» хаҫат редакцине халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти аэропорт ҫывӑхӗнче, вӑрман патӗнче, ҫӳп-ҫап куписем ӳссе ларнӑ. Унта такамсем строительство ҫӳп-ҫапӗ, арпус килсе тӑкаҫҫӗ. Халӑх корреспонденчӗ грузовикпе ҫӳп-ҫап килсе тӑкнине хӑйӗн куҫӗпе курнӑ. Унта ӑна темиҫе эрне кӳрсе килни куҫкӗрет. Уйрӑмах ҫӗрӗк арпус килсе тӑкакансем антисанитари тӑваҫҫӗ. Аэропорт ҫывӑхӗнче, ҫӗрӗк арпуссене шутламасан, 3-4 ҫӳп-ҫап купи таранах пухӑннӑ. Ку хула администрацийӗн экологи управленийӗн ӗҫченӗсене те сисчӗвлентернӗ. Вӗсем паян унта ҫитсе курнӑ. «Ҫӳп-ҫап купине кӗркуннехи экологи мероприятийӗсемпе килӗшӳллӗн пуҫтарӗҫ», - ҫапла пӗлтернӗ управлени ертӳҫи Дмитрий Гордеев Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Бассейн проекчӗн сӑнӳкерчӗкӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра бассейн тӑвасси пирки 2014 ҫултах калаҫма тытӑннӑ. Ӑна Ҫӗнӗ корпус ҫумӗнче, Университет урамӗнче, хута ярасшӑн. Кӑҫал ку ыйту патне ҫӗнӗрен таврӑннӑ. Т саспалли евӗр ҫурт, икӗ зонӑллӑскер, 2460,5 тӑваткал метр пулӗ. Пӗрремӗшӗнче кӗмелли алӑк, техника тата администраци, вӗренӳ пӳлӗмӗсем пулӗҫ. Иккӗмӗшӗнче бассейн тӑвӗҫ. Ишмелли 6 ҫул 16 метр тӑршшӗ пулӗ. Бассейна студентсем те, вӗрентекенсем те, ахаль ҫынсем те килме пултарӗҫ. Ӗнер ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев университет ректорӗпе Андрей Александровпа тӗл пулнӑ. Ректор бассейна тумашкӑн мӗн чухлӗ укҫа кирлине пӗлтернӗ: 140 миллион тенкӗ. Укҫана федераци хыснинчен уйӑрӗҫ, университет та нухрат хывӗ. Йӑлтах йӗркеллӗ пулсан бассейн ҫитес икӗ ҫулта хута каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |