Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Академиксемпе чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем пӗрле Николай Ашмарин ӗҫне хакларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 21.02.2020 17:56 | 2036 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян Тӑван чӗлхе кунне халалласа «Н.И. Ашмарин тата шкул вӗрентӗвӗ» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна ирттерме Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ те хутшӑнчӗ. Ҫапла май паллӑ ӑсчахӑн кун-ҫулне тата унӑн эткерне чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсемпе академиксем пӗрле тишкерчӗҫ.

Ҫавра сӗтеле Юрий Исаев институт директорӗпе академин президенчӗ Евгений Ерагин ертсе пычӗҫ. Вӗренӳ ӗҫӗнче палӑрнисене хисеп хучӗпе ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин та чысларӗ.

Докладпа тухса калаҫакансен йышӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, гуманитари ӑслӑлӑх институчӗн ӗҫтешӗсем, академи пайташӗсем пулчӗҫ. Каласа хӑварас пулать, пухӑннӑ халӑх умӗнче хӑйсен тӗпчевӗсемпе студентсем те, шкул ачисем те паллаштарчӗҫ. Сӑмахран, Ангелина Яковлевӑпа Мадина Абдуллова хӑйсен тӑван ялӗнче — Етӗрне районӗнчи Пушкӑртра — Н.И. Ашмарин пухнӑ лексика пирки каласа пачӗҫ. Кӑсӑклӑ докладсен йышӗнче Трак салинчен килнӗ Зинаида Михайловӑнне асӑнма пулать — Н.И.Ашмарин сӑмах кӗнекине тӗпченӗ май вӑл 160 ытла вӑхӑт лексикине тупма пултарнӑ. Унӑн ӗҫӗ чӑн-чӑн ӑсчахсене те кӑсӑклантарса ячӗ: Яковлев Петр Яковлевич (Петӗр Яккусен) пытарса тӑмарӗ, ҫавра сӗтелте итленӗ докладсенче хӑйне валли ҫӗнӗ япала сахал мар илтни пирки пӗлтерчӗ.

Аса илтерер, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхе ӑслӑлӑхне хывакан Н.И. Ашмарин ҫуралнӑранпа кӑҫал 150 ҫул ҫитет.

#Красноармейски, #Пушкӑрт, #Етӗрне районӗ, #ҫавра сӗтелсем, #юбилейсем, #вӗренӳ, #чӑваш чӗлхи

 

Сӑнсем (38)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Микула // 9259.3.8429
2020.02.23 10:40
"Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ " пур, Конгресс та пур, академикӗсем те купи купипех анчах та халӑхшӑн мар пулас вӗсем,наукӑра ҫеҫ тарӑн "йӗр" хварас теҫҫӗ? Пӗтӗмпех тӳнтерле ? Шупашкарта пӗр ача пахчинче те чӑвашла ӳстермелли ушкӑнсем ҫук. ҪУК. Кама валли конгрессӗ,кама валли академикӗсем ? Хӑйсемшӗн кӑна пухӗвӗ ? "Чӑвашла" тени усӑ курмалли меслет кӑна ?
Agabazar // 1989.96.7944
2020.02.24 18:35
Agabazar
Ан мĕкĕр, Микула! Пурне те пурпĕрех тĕп тăваймастăн!
Agabazar // 2886.82.9470
2020.02.25 06:28
Agabazar
Ашмарин ĕçĕсене тахçанах хакланă.
Халь тин вĕсене хаклам пекки туса лармалла мар. Вĕренес пулать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем