Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен юсанмалли колонире «Аврора» ятлӑ реабилитаци центрӗ уҫӑлнӑ. Вӑл тӗрмерен тухиччен ҫур ҫул юлнӑ хӗрарӑмсене ирӗкри пурнӑҫа таврӑнма пулӑшать. Реабилитаци центрӗпе «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗсем паллашнӑ. Унта пӳлӗмсем хӑтлӑ, таса, вырӑн таврашӗ шап-шурӑ. Тренажер залӗ, тӗпел пур. Вӗсене кура юсанмалли колоние лекнӗн те туйӑнмасть. Алкогольпе, наркотикпе туслӑ пулнӑ 10 хӗрарӑм ирӗке тухиччен центрта пурӑнӗҫ. Центр тӗллевӗ – хӗрарӑмсене пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшасси, вӗсем йӗплӗ пралук леш енне тек ан таврӑнччӑр. Акӑ Элеонора 15 ҫултах наркотик тутаннӑ. Халӗ вӑл 35-ре, ҫамрӑкскер тӗрмене иккӗмӗш хут лекнӗ. Реабилитаци центрне вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе пынӑ. Вӑл 15-ри хӗрӗшӗн тӳрӗ ҫул ҫине тӑма тӗллевленет, лешӗ ӑна ирӗкре питӗ кӗтет. Центра ахаль лекеймӗн суйлав витӗр тухмалла. Унта хӑйсене лайӑх тытакансем ҫеҫ лекееҫҫӗ. Палӑртмалла: Раҫҫейре кунашкал центр 2007 ҫулта уҫӑлнӑ. Халӗ унашкалли пӗтӗмпе – 18. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри маттур шкул ачисем уйӑхсерен Чӑваш Ен Элтеперӗн стипендине илсе тӑрӗҫ. Ҫак стипендие илес тесе конкурса республикӑри 4 хулари, 19 районти 161 ача хутшӑннӑ. Анчах вӗсенчен 25-шне ҫеҫ суйласа илнӗ. Телейлисен йышне кӗнӗ ҫав 25 ача уйӑхсерен 400 тенкӗ илсе тӑрӗ. Ку нумаях мар паллах, ҫапах шкул ачишӗн самаях пулӑшу. Ҫулталӑкне ача 4800 тенкӗ пухайӗ. Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ распоряжение пӗтемӗшле пӗлӳ паракан организацире ӑс пухакан 20 ача тата культура, ӳнер тытӑмӗсенче хушма пӗлӳ илекен 5 шӑпӑрлан ячӗ кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Куславкка районӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ (вӑл коммерци организацийӗн ертӳҫи) 11 миллион ытла тенкӗ налук тӳлемен. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна куншӑн айӑпласшӑн. Арҫын право статусӗн сӑпачӗ пулнӑ май ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас йышӑнӑва управлени ертӳҫи тунӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, депутат 2015 ҫулӑн 1-4-мӗш кварталӗсенче, 2016 ҫулӑн 4-мӗш кварталӗнче налук декларацийӗнче суя кӑтарту ҫырнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе налук экспертизи ирттерӗҫ. Депутатӑн пурлӑхне – машинине, пурӑнмалли мар тӑватӑ ҫурта, икӗ ҫӗр лаптӑкне, пурӑнмалли пӳрте – арестленӗ. Пурлӑх хакӗ пӗтӗмпе 7 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. Палӑртмалла: айӑпланакан арҫын налукӑн пӗр пайне, пенисене, штрафсене тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑмӑн питӗ кача тухас килнӗ ахӑртнех. Кӑҫал ҫуркунне вӑл тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашнӑ, лешӗ ӑна тӳрех тыткӑнланӑ. Хайхи арҫын хӑй Лондонра пурӑннине, унта тухтӑрта ӗҫленине, арӑмӗнчен тӑлӑха юлнине, ачине пӗчченех воспитани панине каласа кӑтартнӑ. Унӑн Раҫҫее килес килнӗ-мӗн, кунта клиника уҫма палӑртнӑ. Раҫҫее килмешкӗн вара укҫи пулман имӗш, нухрачӗ банкра выртни, унпа хальлӗхе усӑ курайманни ҫинчен юмах ҫаптарнӑ. Хӗрарӑм ӑна ӗненнӗ. Юратса пӑрахнӑ арҫынна пулӑшас тесе хайхискер кредит илнӗ, ют ҫӗршыври тӗрлӗ банк счечӗ ҫине укҫа ҫине-ҫинех куҫарнӑ. Пӗтӗмпе – 1,6 миллион ытла тенкӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав арҫынна тупса палӑртас тӗллевпе ятарлӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхне кӗрекен Эхветкасси ялӗ ҫывӑхӗнче Китай ҫыннисем сӗт савучӗ хута ярасшӑннине, юпасем лартма пуҫласан кӑна ҫавӑн пирки вырӑнти халӑх пӗлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Китайри пуянсем хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче хуҫаланнине хирӗҫ тӑракан вырӑнти халӑх ҫӑхав ҫырнӑ, прокуратурӑран тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатӗнчен Игорь Моляковран пулӑшу ыйтнӑ. Китай ҫыннисене ҫӗр арендӑна парас ыйтупа халӑхпа пуху та ирттермен, ҫӗре те виҫтермен, РФ Градостроительство кодексӗн ытти нормине те пӑхӑнман иккен. Ҫакӑ Чӑваш Енӗн Стройминӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне Игорь Молякова хуравлани тӑрӑх ҫиеле тухнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев коммунистсемпе нумаях пулмасть курнӑҫнӑ чух та ҫӗр ыйтӑвне хускатнӑ. Республика ертӳҫи вӑл ҫӗре никам та никама та сутманнине пӗлтернӗ, тара кам парас тенине уҫӑмлатма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Севастополь хулинче Чӑваш Енри пураран чиркӳ хӑпартаҫҫӗ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Крым Республикинчи тата Севастопольти пайташӗ Андрей Яковлев паян пӗлтерчӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Севастопольти чӑвашсен наципе культура обществин хастарӗсем Гурий ҫветтуй храмӗнче пулнӑ. Чиркӗве Севастополе хӳтӗлесе пуҫ хунисене асӑнса тума пуҫланӑ. Чиркӳ хӑпартакансемпе Севастопольти чӑвашсен «Туслӑх» фольклор ушкӑнӗ те (ӑна Мариной Громенко ертсе пырать) хутшӑннӑ. Унти чӑвашсен наципе культура обществин ертӳҫи Любовь Тавлуй чӑваш чӗлхине, наци йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗлӗшпе асӑннӑ тӑрӑхра туса ирттерекен ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чиркӗве Чӑваш Енри Роман Чернов, Николай Маркелов, Григорий Тигинов, Григорий Афанасьев, Владимир Апраксин строительсем хӑпартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Meditationportal.ru сӑн ӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗсенчи регионсенче 236 пин те 912 ҫын вилнӗ. Халӑх шучӗ вӗсенчен пӗринче те естествӑлла майпа (ҫуралакансем вилекенсенчен ытларах пулнине кура) ӳсмен имӗш. Шел те, анчах вилекенсен шучӗ йышланнӑ. Чулхула облаҫӗнче кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 10 738 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, Самар тата Сарту облаҫӗсенче — 7,2-7,7 пин ҫын, Пенза облаҫӗнче — 5 110 ҫын, Киров облаҫӗнче тата Пермь крайӗнче — 4-4,1 пин, Ӗрӗнпур тата Чӗмпӗр облаҫӗсенче — 3,3-3,6 пин, Мордва тата Пушкӑртстан республикисенче — 2,5-2,6 пин, Удмурт тата Чӑваш республиксенче — 1,2-1,7 пин, Мари Элта — 928 ҫын, Тутарстанра — 101 ҫын. Асӑннӑ цифрӑсене статистика органӗсенче ӗҫлекенсем пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывра аналоглӑ телекурава пӑрахӑҫлама тытӑнӗҫ. Ҫакӑ ҫӗнӗ ҫулти малтанхи вунӑ кунта пулса иртессине эпир хыпарланӑччӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки, аса илтерер, Раҫҫейӗн цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Алексей Волин пӗлтернӗччӗ. Раҫҫей цифра телекуравӗ ҫине йӑлтах куҫасшӑн. Малтанласа ҫак тапхӑра ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнах палӑртнӑччӗ. Халӗ ҫак вӑхӑта икӗ эрне каяраха куҫарасси паллӑ. Кун пирки Алексей Волин «Известия» хаҫата пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ҫакӑ цифра телекуравӗ курма кирлӗ оборудовани туянма ҫынсене ытларах вӑхӑт парас тенипе ҫыхӑннӑ. Аса илтерер, кивӗ йышши телевизорсем валли приставка тата антенна туянмалла, dvd плеерлӑ ҫӗнӗ йышшисем валли — антенна ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Республика прокуратури сӗнӗвӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарта кибердружина йӗркеленӗ. Хӑйӗн ӗҫ-хӗлӗнчен вӑл халӑх тетелӗсенчи аккаунтсене тишкерӗ, хӑй ҫине алӑ хума хистекен тата террорла ӗҫсене пропагандӑлакан ҫынсен шырӗ. Ҫавӑн пекех саккуна пӑссакан ытти информацие вырнаҫтаракансене те тупма пулӑшӗ. Йӗркене пӑсакан сайтҫӑсен аккаунтсене дрижина ҫыннисем хуптарӗҫ. Ку ӗҫре вӗсем прокуратурӑна пулӑшма ыйтӗҫ. Кунашкал дружина пирӗн республикӑра пӗрремеш мар. Унччен маларах кибердружинӑна республикӑн тӗп хулинче йӗркеленӗччӗ. Вӗсен тӗллевӗ вара кӑшт урӑхларах — Шупашкар пирки ҫырнӑ япӑх хыпарсене тупасси тата тӗп хулан ӗҫне ырлаканскерсене сарасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ залӗнче «Филипп Лукин – мастер песенной лирики» (чӑв. Филипп Лукин — юрӑ лирикин ӑсти) астӑвӑм каҫӗ иртмелле. Ӑна Филипп Лукин ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ. Филипп Миронович Лукина чӑвашсен профессилле музыкине пуҫараканӗсенчен тата аталантараканӗсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ. Пултаруллӑ музыкант, композитор, дирижер, общество ӗҫченӗ тата педагогӑн вӗренекенӗсем Раҫҫейпе Чӑваш Енӗн музыка культурине илем кӳнӗ тесе пӗлтерет ЧР Культура министерстви. Астӑвӑм каҫӗ паян Наци вулавӑшӗнчи 4-мӗш хутра 14 сехетре пуҫланать. Ҫитсе курас текенсене унта пурне те йыхравлаҫҫӗ. Юбилея халалласа ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукассинчи кану центрӗнче «Песней порадуем друзей» (чӑв. Юлташсене юрӑпа савӑнтарар) хӑй тӗллӗн вӗреннӗ хор ушкӑнӗсен фестивалӗ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |