Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
rodino-info.ru сайтри сӑн
rodino-info.ru сайтри сӑн

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви журналистсемпе тӗл пулнӑ, тухтӑрсем патне онлайн-мелпе мӗнле ҫырӑнма май пуррине сӳтсе явнӑ. Унччен пульница сайтне кӗрсе кирлӗ тухтӑр патне ҫырӑнма май пурччӗ. Малашне ун пек пулмӗ.

Малашне, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, тухтӑр патне Патшалӑх услугисен порталӗ урлӑ ҫеҫ ҫырӑнма пулӗ, электронлӑ ҫырава пӗтерӗҫ. Унчченхи пек регистратурӑна пырса е шӑнкӑравласа та тухтӑр патне лекме пулӗ, ку йӑлана сыхласа хӑварӗҫ.

Ҫакна та палӑртмалла: хальлӗхе тӳлевлӗ тухтӑрсем патне электронлӑ ҫырав урлӑ лекме пулать-ха, электронлӑ регистратурӑна кӗмелле ҫеҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62488
 

Политика

Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ пулма тивӗҫ ҫынна ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе вӑл Владимир Осипова шаннӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.

Хӑй вӑхӑтӗнче Владимир Осипов Чӑвашупрдор ертӳҫинче ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл «Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Карели элчелӗхӗ» патшалӑхӑн хысна учрежденийӗн директорӗ пулнӑ. Владимир Осипов 1962 ҫулта ҫурални паллӑ.

Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ пулнӑ Александр Николаева Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Министрта Александр Николаев 2019 ҫулхи ака уйӑхӗнченпе ӗҫленӗччӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
kabar.kg сайтри сӑн
kabar.kg сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, сывлӑх енчен хавшак каччӑ нарӑсӑн 4-мӗшӗнче килтен тухса кайни пирки, амӑшӗ, нимеҫӗсем тата полици ӑна шырани ҫинчен нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ¬¬. Амӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, 23-ри ывӑлӗ Шупашкара кайма пултарнӑ. Ҫамрӑка вара унта мар, пачах урӑх ҫӗрте тупнӑ.

Каччӑна 30 нимеҫӗ, 20 полицейски шыранӑ. Вӗсем вӑрмансенче, ҫырма-ҫатрара тӗплӗн шыранӑ. Ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, каччӑ чӗрӗ мар. Унӑн виллине нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, ӗнер, 18 сехет ҫурӑра уйра тупнӑ.

Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта криминал палли ҫук. Каччӑ уйра шӑнса вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62500
 

Культура
kramola.info сайтри сӑн
kramola.info сайтри сӑн

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, университетӑн пӗрлештернӗ команди КВНра палӑрнӑ, Премьер-лигӑна лекнӗ. Тепӗр вӑйӑ пуш уйӑхӗнче иртӗ, ентешӗмерсене те Пӗрремӗш каналпа кӑтартӗҫ.

«ЧПУн пӗрлештернӗ команди» кӑрлач уйӑхӗнче Пӗтӗм тӗнчери «КиВиН-2020» КВН фестивальне хутшӑннӑ. Вӑл Сочире иртнӗ. Фестивальте ентешӗмӗрсене ҫӑмӑлах пулман. Ара, унта 457 команда хутшӑннӑ, вӗсен 10 проценчӗ кӑна «Премьер-лигӑна тата «вышкӑна» тухнӑ.

Палӑртмалла: Чӑваш Енрен ЧПУ команди ҫеҫ кунашкал шая тухнӑ, унччен кун пекки пулман. Сочире иртнӗ фестивальте пирӗн студентсем залри ҫынсене кӑна мар, Александр Масляков телеертӳҫе те култарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62503
 

Культура

Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 16 сехетре Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче «Вся жизнь в науке» (чӑв. Пӗтӗм пурнӑҫ ӑслӑлӑхра) курав уҫӑлӗ. Ӑна искусствоведени докторӗ Алексей Трофимов ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Карьерӑн малтанхи тапхӑрӗнче ученӑй чӑваш халӑх тӗррине тӗпченӗ. Унӑн пичетленнӗ малтанхи ӗҫӗсенчен пӗри — «К вопросу о возникновении чувашской вышивк». Ӑна Вырӑс музейӗн хыпарлавӗсенче пичетленӗ.

1977 ҫулта Алексей Александрович диссертаци хӳтӗлӗсе искусствоведени кандидачӗ пулса тӑнӑ. Паян А.А. Трофимов – 18 кӗнеке тата 200 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ.

Чӑваш тӗррине ученӑй Раҫҫейри тӗрлӗ музейра тӗпченӗ. Вӑл чӑвашсен тӗн скульптури пӑлхар скульптурипе ҫыхӑннине тишкернӗ.

А.А. Трофимов тӗрлӗ ордена тивӗҫнӗ.

 

Сывлӑх
Александр Андреев депутат тунӑ сӑн
Александр Андреев депутат тунӑ сӑн

Тӗнчипех коронавирус пирки калаҫаҫҫӗ. Китайра ку чирпе чирлекенсен йышӗ кашни кун ӳссе пырать. Шел те, вилекенсен йышӗ те нумайланать. Коронавируспа чирлисем хӑш-пӗр ҫӗршывра та пур. Раҫҫейре 2 ҫынна тупса палӑртнӑ. Чир сарӑлнӑ май мерӑсем пирки те самай калаҫаҫҫӗ.

Чӑваш Енре коронавируспа кӗрешме (профилактика тӗлӗшпе тата вӑл кунта ҫитсен) укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Республикӑн резерв фондӗнчен ку тӗлӗшпе 50 миллион тенке яхӑн тӑкаклама пултарӗҫ.

Аса илтерер: ҫак кунсенче Чӑваш Ене Китайран 9 ҫын килнӗ, вӗсене Кӳкеҫри пульницӑна карантина вырнаҫтарнӑ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Хальлӗхе вӗсен чир паллисене тупса палӑртман.

Карантин вӑхӑтӗнчи тӑкаксене «Сычуань-Чӑваш Ен» компани саплаштарма хатӗр. Ютран килнӗскерсем ӑшӑра пурӑнаҫҫӗ, вӗсене ҫитереҫҫӗ, тухтӑр кунне икӗ хутчен тӗрӗслет.

 

Хулара
http://yandex.ru/clck/jsredir?from=yandex.ru%3Bimages%2Fpad%2Fsearch%3Bimages%3B%3B&text=&etext=8811.b1tJZN-PFd7bwImHO4M3dZjytLURaFsckkqtvzfhiVAdx0-hpQVcnnwu19BNYU_rh7zOkua2ciYSusTj3Z2CBJZS8PHsfEiwhaYb4qYsN6U.31cab96d0ec0e47d075085f8b9ce28394b78cb3f&uuid=
http://yandex.ru/clck/jsredir?from=yandex.ru%3Bimages%2Fpad%2Fsearch%3Bimages%3B%3B&text=&etext=8811.b1tJZN-PFd7bwImHO4M3dZjytLURaFsckkqtvzfhiVAdx0-hpQVcnnwu19BNYU_rh7zOkua2ciYSusTj3Z2CBJZS8PHsfEiwhaYb4qYsN6U.31cab96d0ec0e47d075085f8b9ce28394b78cb3f&uuid=

«Маска режимне йӗркелени пирки пӗлтернине хальлӗхе ниҫта та курман. Анчах урамсенче тата аптекӑсенче ҫавӑн пек тейӗн», — тесе ҫырнӑ Маргарита Красотина журналист Фейсбукра ҫӗркаҫ.

Журналист асӑрханӑ тӑрӑх, маскӑпа ҫамрӑксем кӑмӑлтан ҫӳреҫҫӗ. «Паян хулара шкул ачисене, уйрӑмах студентсене, маскӑллисене тата маска пек япалапа хупланнисене пӗрре урлӑ куртӑм. Пенсионерсем те пӑшӑрханаҫҫӗ. Автобусра манпа юнашар аслӑ ҫулсенчи, аллине сумкӑсем тытнӑ интеллигент лекрӗ. Пӑшӑрханса такам патне шӑнкӑравласа маска туяннине пӗлтерчӗ», — ҫырса кӑтартнӑ Маргарита Красотина.

Вӑл кӗнӗ икӗ аптекӑра та хӗрарӑмсем виҫшер пачка маска туяннӑ иккен. «Калӑн, ҫӑлӑнӑҫ», — пӗтӗмлетнӗ пурне те куракан-сӑнакан журналист.

 

Раҫҫейре
delokaprint.ru сайтри сӑн
delokaprint.ru сайтри сӑн

Кӗҫех Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне паллӑ тӑвӑпӑр. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫак уявра ытларах канатпӑр. Кӑҫал та ҫаплах.

Кӑҫал нарӑсӑн 23-мӗшӗ вырсарникуна лекет. Анчах ку сахал канассине пӗлтермест. Эрнере пилӗк кун тӑрӑшакансем уявра виҫӗ кун канӗҫ: нарӑсӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 24-мӗшӗччен (шӑматкун, вырсарникун, тунтикун).

Кӗҫех пире каллех канмалли кунсем кӗтӗҫ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче те ӗҫлекенсене виҫӗ кун кантарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62479
 

Хулара
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян, нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта харӑсах темиҫе машина аварие лекнӗ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта тӑватӑ ҫын шар курнӑ.

Авари Максим Горький проспектӗнче ҫур ҫӗр иртни 20 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хендай» водителӗ сылтӑмалла ҫаврӑннӑ чухне руле итлеттереймен те «Киа Риопа» тата «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ.

«Киа Риори» виҫӗ пассажир аманнӑ, вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ. «Хендайри» 22 ҫулти пассажиркӑна та тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ: авари вӑхӑтӗнче виҫӗ водитель те ӳсӗр пулман. «Хендай» водителӗ тӗлӗшпе административлӑ материал ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/62486
 

Республикӑра

Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫат редакцийӗ йӗркелекен «Ҫулталӑк ҫынни» конкурс ҫӗнтерӳҫи паллӑ. Тупӑшӑва хутшӑннӑ 11 кандидатран чи нумай сасӑ пухса «Ҫулталӑк ҫынни — 2019» хисеплӗ ята Кзыл Чишмари ветеринари участокӗн заведующийӗ Халимулла Хамматов тивӗҫнӗ. Хыпара район администрацийӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ.

Хаҫат редакцийӗ ҫӗнтерӳҫӗне чун-чӗререн саламланине, пурнӑҫра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу суннине пӗлтернӗ. Ӑна нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче районти культурӑпа кану центрӗнче Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул, Аслӑ Ҫӗнтерӗве 75 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятире чыслӗҫ.

Хаҫат редакцийӗ конкурса хутшӑннӑ ытти кандитата, ҫавӑн пекех вӗсемшӗн сасӑланӑ ҫынсене те тав тунине пӗлтернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1708, 1709, 1710, 1711, 1712, 1713, 1714, 1715, 1716, 1717, [1718], 1719, 1720, 1721, 1722, 1723, 1724, 1725, 1726, 1727, 1728, ... 4029
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.11.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере карьера пирк шутлама тивӗ. Эсир професси ыйтӑвӗсем уҫӑмаланнине туятӑр, ку сире тӗллевсене пӑхса тухма май парӗ. Анчах шухашламасӑр йышӑну ан тӑвӑр. Ку эрне — проектсем хатӗрлемелли тата ресурссене пайламалли вӑхӑт.

Чӳк, 14

1994
31
Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...