Хулара
![]() land-cruiser.ru сайтран илнӗ сӑн Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата интереслӗ хыпар пӗлтернӗ: хайхискер кӑмпана кайнӑ та машина тупнӑ. Ку ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм Шупашкарти «Лента» гипермаркет хыҫӗнчи вӑрмана кӑмпа татма кайнӑ. 15 сехет те 28 минутра хайхискер йывӑҫсен хушшинче машина ларнине асӑрханӑ. «Кӑмпа шырама кайрӑм та машина тупрӑм», - ҫапла каласа кӑтартнӑ хӗрарӑм корреспондентсене. ЧР ШӖМӗ халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Йӗрке хуралҫисем машина хуҫине палӑртаҫҫӗ. Авто.ру сайтра вара ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫак машинӑна сутни пирки пӗлтерӳ тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ҫулла вӗҫленсе пырать, анчах ҫанталӑк ӑшӑпа савӑнтармасть-ха. Чылайӑшӗ, ахӑртнех, авӑн уйӑхӗ ӑшӑ пуласса шанать. Эппин, синоптиксене итлер-ха. Чӑнах та, авӑн уйӑхӗн лайӑх ҫанталӑкран пуҫланать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, 4-8-мӗшӗсенче сывлӑш температури 22-27 градус таран ӑшӑнӗ, уяр пулӗ. Ку «карчӑк ӑшши» ӗнтӗ. Анчах ку нумайлӑха тӑсӑлмӗ. Иккӗмӗш декадӑра чӑн-чӑн кӗркунне ҫитӗ: ҫумӑр ҫӑвӗ. Уйӑх варринче сивӗ, ӑмӑр ҫанталӑк тӑрӗ, 8 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра антициклон хуҫаланӗ. Уяр пулсан та сывлӑш температури 8-13 градус ҫеҫ ӑшӑнӗ, ҫӗрлесерен тӑм ӳкӗ. Авӑнӑн 26-27-мӗшӗсенче вара юр ҫума пултарассине систереҫҫӗ синоптиксем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ журналисчӗ, СССР журналисчӗсен пайташӗ, спорт комментаторӗ Юрий Диомидович Плотников пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юрий Диомидович республикӑра тухса тӑракан хаҫатсенче ӗҫленӗ: «Ҫамрӑк коммунист», «Советская Чувашия», «Чӑваш Ен». Шупашкарти телекурав студийӗнче те вӑй хунӑ, Чӑвашрадиора 20 ытла ҫул спорт кун кӗнекине ертсе пынӑ. Вӑл «Хыпар», «Почтовый экспресс» хаҫатсемпе, «Спортивная панорама Чувашии» журналпа, Ҫӗрпӳ районӗн «Цивильский вестник» хаҫачӗпе ҫыхӑну тытнӑ. Юрий Плотников ҫичӗ кӗнеке кӑларнӑ, 1 пин ытла сӑвӑ ҫырнӑ. Хӑй вӑл Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, унтах педагогика училищине пӗтернӗ, каярахпа И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ӑс пухнӑ. Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Юрий Плотников 85 ҫул тултармаллаччӗ. Паллӑ журналистпа, спорт комментаторӗпе паян сывпуллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инна Емельянова архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Инна Емельянова упӑшкипе ывӑлне шырать. Лешсем шапаша кайнӑ та ҫухалнӑ. 44 ҫулти Андрей тата 22-ри Яков Калининграда ӗҫлеме кайнӑ. Унта вӗсем утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Малтанах ашшӗпе ывӑлӗ хваттер тара тытнӑ, анчах кайран, укҫи-тенки пӗтсе ҫитсен, палаткӑра пурӑнкаланӑ. Амӑшӗ ывӑлӗпе юлашки хутчен ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче калаҫнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫав кунранпа мӑшӑрӗн телефонӗ сӳннӗ. Инна Емельянова тӑванӗсене тупмашкӑн пулӑшу ыйтать. Тен, эсир мӗн те пулин пӗлетӗр вӗсем пирки? Апла Инна патне шӑнкӑравлӑр: 8-919-971-64-77. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gorobzor.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче арҫын хӗрарӑмӑн сӑмсине ҫыртса илнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ хыпарлать. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун 19 сехетре Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 37 ҫулти арҫын эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ хыҫҫӑн пӗрле пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑмпа хирӗҫсе кайнӑ. Хайхискер ҫиллине тытса чарайман – савнине сӑмси вӗҫне ҫыртса илнӗ. Хӗрарӑма тухтӑрсем пулӑшу панӑ. Кун тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Палӑртмалла: арҫын унччен судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Канаш районӗнче автобуссене тӗрӗслес тӗллевпе ЧР Транспорт министерствин ӗҫченӗсем ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсемпе пӗрле рейда тухнӑ. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Тӗслӗхрен, икӗ автобус «Заказной» тесе ҫыпӑҫтарнӑ наклейкӑпа пассажирсене унчченхи маршрутпах илсе ҫӳренӗ. Кунсӑр пуҫне саккуна пӑсса пассажирсенчен ҫул укҫи илнӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн пӗтӗм материалсене тӗрӗслев органӗсене тивӗҫлӗ йышӑнусем тума ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() РБК.Стиль шутланӑ тӑрӑх, «Ютубри» Viki Show канал виҫӗ ҫул хушшинче 44 миллион тенкӗрен пуҫласа 54 миллион таран ӗҫлесе илнӗ. Паянхи кун тӗлне канала 5,4 миллион ҫын пӑхса тӑрать. 2016 ҫулта канала Шупашкарта пурӑнакан 5 ҫулти Вика Соловьева уҫнӑ. Халӗ вӑл 9-та. Малтанах хӗрача видеорозыгрышсем пичетленӗ, камера умӗнче хӑйне евӗр апат тутаннӑ, макияж тунӑ тата ҫулҫӳревӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Халӗ Вика «Ютуб» валли роликсем ӳкернисӗр пуҫне юрлать, Moscow Fashion Week компанире модельте ӗҫлет. Пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче унӑн «Просто» ятлӑ юррине 34 миллион ҫын пӑхнӑ, ҫулла «Лето» юррипе 41 миллион ҫын кӑсӑкланнӑ. Пӗлтӗр ҫак канал Раҫҫейре ҫиччӗмӗш вырӑнта пулнӑ. Викӑн Инстаграмри страницине 1,7 миллион ҫын пӑхса тӑрать. Ӑна хӗрача амӑшӗпе пӗрле тытса пырать. Сӑмах май, амӑшӗ Роза «Раҫҫей 24» каналпа чӑвашла хыпарсен кӑларӑмне ертсе пырать. Роликсене вара ашшӗ ӳкерме пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() www.chuvsu.ru сайтри сӑн И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗ Николай Филиппов пӗрремӗш хут иртнӗ «Таврида-АРТ» пултарулӑх сообществисен фестивалӗнчен грантпа таврӑннӑ. Вӑл сахал мар укҫа-тенке тивӗҫнӗ – 2 миллион та 400 пин тенкӗ. Ҫурлан 20-26-мӗшӗсенче Крымра иртнӗ фестивале пин-пин ҫын пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче урбанистсем, архитекторсем, дизайнерсем, ӳнерҫӗсем, пултарулӑх ҫыннисем, актерсем, режиссерсем, поэтсем, рэперсем, сценаристсем пулнӑ. Грант конкурсӗн хысни 87 миллионпа танлашнӑ. Фестивале вара 500 ытла ҫын заявка панӑ, вӗсенчен 130-шӗ ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен списокне пирӗн ентеш Николай Филиппов та лекнӗ. ЧПУ студенчӗн проекчӗ «ТВ-Академия» ятлӑ. Николай информатикӑпа шутлав техникин факультечӗн магистранчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре ашшӗ-амӑшӗ валли ҫӗнӗ проект хута кайӗ. Ӑна ҫитес уйӑхра ӗҫлеттерсе ярӗҫ, 2020-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗччен пурнӑҫласа пырӗҫ. «Школа для родителей» (чӑв. Ашшӗ-амӑшӗ валли шкул) проекта «Чӑваш Енри ашшӗсен канашӗ» общество канашӗ пуҫарнӑ. Асӑннӑ канаш ертӳҫи — Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Алексей Мурыгин. Проекта Раҫҫейри ашшӗсен канашӗн ертӳҫи Андрей Коченов тата Чӑваш Енри ачасен правин уполномоченнӑйӗ Елена Романова ырланӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗ те пулӑшӗҫ. «Эпир шкулта чи кирлине вӗрентместпӗр. Пурӑнма, ҫемье пурнӑҫне хатӗрленме, апла пулсан арӑм тата упӑшка, ачасемшӗн анне тата атте пулма вӗрентместпӗр», — тесе каланӑ хӑй вӑхӑтӗнче Василий Сухомлинский педагог. Проекта пурнӑҫланӑ вӑхӑтра паллӑ педагогсемпе ҫемье психологӗсем 9 хулапа 14 район центрӗнче пулӗҫ. Ашшӗ-амӑшне тата аслӑ классенче вӗренекенсене пухса ҫемье хаклӑхӗ пирки лекцисем вулӗҫ. Проекта пурнӑҫлама 2 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Комсомольски районӗнче «Гранта» «Шкода Октавиа» машина ҫине пырса кӗнӗ. Иномарка сулахаялла пӑрӑнма чарӑннӑ пулнӑ. Ӑна ҫапса кайнӑ хыҫҫӑн «Гранта» фурӑпа тӑрӑннӑ. Аварире ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ: «Шкода» водителӗн чӗри тапма чарӑннӑ. «Гранта» рулӗ умӗнче 17 ҫулти водитель ларнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ, унпа пӗрле хӗр салонра пынӑ. Вӗсем иккӗшӗ те пульницӑра. Ҫамрӑк водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. «Грантӑна» 17 ҫулти каччӑн пӗлӗшӗ тара илнӗ-мӗн, ку вара улталаса унӑн рулӗ умне ларнӑ /хальлӗхе кун пирки тӗп-тӗрӗс калама ҫук/. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |