Культура
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем флешмоб ирттерӗҫ. Ӑна вӗсем Раҫҫейри театр ҫулталӑкне тата юбилейлӑ 60-мӗш сезона уҫнине халаллӗҫ. Артистсем флешмоба Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче ирттерӗҫ. Акци 17 сехетре пуҫлаӗӑ. Опера, хор, симфони оркестрӗн солисчӗсем М.И.Глинкӑн «Руслан тата Людмила» оперин пайӗсене кӑтартӗҫ. Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Чӑваш Енре пӗрремӗш ут янӑрӗҫ. Артистсен пултарулӑхӗпе кашниех киленме пултарӗ. Пурне те хапӑлласа кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() mosregtoday.ru сайтран илнӗ сӑн Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Мари Элта пурӑнакан 67 ҫулти арҫын ирхи 10 сехет ҫурӑра Пӑрачкав районӗнчи Ковырлово пӗвине кӑвакал пеме килнӗ. Анчах вӑл пӑшала предохранитель ҫине лартма манса кайнӑ. Унпа пӗрле тӑванӗ, Чӑваш Енре пурӑнаканскер, пулнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 67 ҫулти арҫын ӑнсӑртран Пӑрачкав районӗнче кун кунлакан 64-ри иккӗмӗш сыпӑкри шӑллӗне пӑшалтан лектернӗ. Юрать, лешӗ вилмеллех суранланман, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Арҫыннӑн сылтӑм алли тата ури суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Кӑҫал Чӑваш Республикинче «Сывлӑх сыхлавне аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн 26 фельдшерпа акушер пункчӗ хута ямалла. Хӑш-пӗр тӑрӑхра ФАПсем уҫӑлнӑ ӗнтӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче Улатӑр районӗнчи Ичиксы ялӗнче ФАП хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Нумаях пулмасть Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнчи халӑхшӑн та савӑнӑҫ пулнӑ: сывлӑха тӗрӗслеттермелли пункт уҫӑлнӑ. Кӗҫех Комсомольски районӗнчи Хирти Ӗнел ялӗнче те ФАП ӗҫлеме тытӑнмалла: унта йышӑну комиссине кӗтеҫҫӗ. Тепӗр 23 ФАП уҫӑлмалла. Ҫак объектсенчи строительство ӗҫӗҫем кӗҫех вӗҫленмелле. Ҫӗнӗ 23 ФАП авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ӗҫлеме тытӑнмаллине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Комсомольски районӗнчи Урмаелти ҫӗнӗ ача пахчине 110 шӑпӑрлан ҫӳрӗ. Ҫапла, нумаях пулмасть ҫак ялта ача пахчи алӑкӗсене уҫнӑ. Ӑна тума пуҫланӑранпа ҫулталӑк кӑна ҫитнӗ – строительство ӗҫӗсем вӗҫленнӗ те. Савӑнӑҫлӑ мероприятие тӳре-шара хутшӑннӑ, ҫав шутра – ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та. Ача пахчинче ултӑ ушкӑн йӗркелӗҫ. Хальлӗхе тӑваттӑшне йӗркелесе янӑ. Ача пахчинче вӑй-хал культурин тата спорт залӗсем, медицина пӳлӗмӗ, апат ҫимелли блок, канмалли, логопед, психолог пӳлӗмӗсем пур. Палӑртма кӑмӑллӑ: ачасене унта хӑйсен тӑван чӗлхипе – тутарла – вӗрентӗҫ. Ҫак ача пахчине ҫывӑхри тӑватӑ ялтан та ачасене илсе ҫӳрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Нина Сретенская халӗ. forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑн Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекен Нина Сретенская пӗр ҫул ӗнтӗ лейкозпа кӗрешет. Вӑл пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпе Мускаври Блохин ячӗллӗ Онкологи центрӗнче сипленнӗ, анчах унта тек пулӑшу параймаҫҫӗ. Нинӑна халӗ Турцири клиника кӗтет. Унта хӗре сиплӗҫ, шӑмӑ сӑссине куҫарса лартӗҫ. Анчах Турцире сипленме сахал мар укҫа кирлӗ: 7 миллион тенкӗ. Ҫак шута сиплев, донор шырани, шӑмӑ сӑссине куҫарса лартни, реабилитаци кӗреҫҫӗ. Анчах хӗрне пӗччен воспитани паракан амӑшӗн кун чухлӗ укҫа ҫук, ҫавӑнпа Сретенскисем ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Халӗ амӑшӗпе хӗрӗ Турцире. Анталири пульница вӗсене аванспа йышӑннӑ. Ҫап-ҫапмрӑк Нинӑна пулӑшас килсен ҫак реквизитсемпе укҫа куҫарса пама пулать: Сретенская Лидия Александровна Счет 4081 7810 9750 0556 4382 БИК 049 706 609 КОР/СЧЕТ 301 018 103 00000000 609 ИНН 770 7083893 КПП 212 902 001 Перекет банкӗн картти: 4279750019409933. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() www.ntv.ru сайтран илнӗ сӑн Пӗррехинче телевизор пӑхнӗ чухне Ҫӗмӗрле районӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗнче пурӑнакан 69 ҫулти хӗрарӑм экстрасенс пулӑшу пани пирки пӗлтерӳ курнӑ. Хайхискер савни тупма шантарать-мӗн. Хӗрарӑм унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Хайхи экстрасенс телефонпа калаҫнӑ чухнех сеанссем ирттернӗ. Анчах ку укҫаллӑ пулнӑ иккен. Хӗрарӑм ӑна укҫа куҫарса панӑ. Сахал мар: 60 пин тенкӗ. Анчах 69 ҫулти кинемейӗн савни тупӑнман. Кун хыҫҫӑн тин вӑл ултав серепине ӑнланнӑ, полицие пулӑшу ыйтма кайнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакансем ултавҫӑсен аллине лекнӗ тӗслӗх нумайланнӑ. Ҫавӑнпа йӗрке хуралҫисем асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Анна Спиридонова иномарка рулӗ умӗнче ларнӑ чухне тепӗр машинӑна пырса лекнӗ, хӑй вара авари вырӑнӗнчен кайнӑ. Кун пирки пирки ЧР прокуратури пӗлтерет. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, кӗҫех 32 ҫулти депутата тупнӑ, протокол ҫырнӑ. Анчах ҪҪХПИ ӗҫченӗ административлӑ ӗҫ производствине чарса лартнӑ. Прокуратура вара Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗ ҫапла майпа йӗркене пӑснине палӑртнӑ. Ӗҫе тепӗр хутчен пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн протокол ҫырнӑ, миравай суд вара Анна Спиридоновӑн водитель правине туртса илме йышӑннӑ. Депутат ӗҫе суда тепӗр хутчен пӑхса тухма панӑ, анчах усси пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Ене ҫӳп-ҫап пухмалли ҫӗнӗ контейнерсем илсе килме тытӑннӑ. Хальлӗхе республикӑна 2964 контейнер илсе ҫитернӗ. Ку пӗтӗмпе 37 процент кӑна-ха. Кун пирки ЧР Строительство министерстви пӗлтерет. Кунашкал евроконтейнерсем икӗ тӗслӗ. Малашне вӗсене ҫӳп-ҫапа уйӑрас тӗллевпе усӑ курма тытӑнасшӑн. Вӗсене хальлӗхе республикӑри 14 района илсе ҫитернӗ. Палӑртмалла: пӗтӗмпе 7 пин ытла контейнер туяннӑ. Унпа «РГ-ЭКОТЕК» тулли мар яваплӑ общество тивӗҫтерет. Тепӗр 4258 контейнера авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен илсе килмелле. Сӑмах май, ҫӳп-ҫапа уйӑрса пуҫтармалли контейнерсем Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула», «Университет» микрорайонсенче, Николаев паркӗнче пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫин паттӑрӗ, Граждан вӑрҫин ҫар пуҫлӑхӗ Василий Чапаев пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Вӑл 1919 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче пуҫ хунӑ. Паттӑр ентешӗмӗре асра тытса ҫак кун, кӗҫнерникун, Шупашкарта кӑнтӑрла Чапаев скверӗнчи палӑк патне чечексем хурӗҫ. Унтан Чӑваш наци музейӗнче «Чапаев вилнин версийӗсем» виртуаллӑ экскурси ирттерӗҫ. Каярахпа «Астӑвӑм кӗнекине» хӑтлӗҫ. Курма пыракансене куҫса ҫӳрекен «В.И.Чапаев музейӗ» куравпа паллаштарӗҫ. Мероприяти «Легендарлӑ Калашников» курав хӑтлавӗпе вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан Мария Тимофеевна Галямина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Уява тӑванӗсем йышлӑ пухӑннӑ, администраци ӗҫченӗсем те саламлама ҫитнӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин юбиляр патне саламлӑ открытка янӑ. Мария Тимофеевнӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Ашшӗ вилсен килти чылай ӗҫ ун ҫине тиеннӗ, мӗншӗн тесен вӑл йышлӑ ачаран чи аслӑ хӗр пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан хӗр тракториста вӗреннӗ, кайран уй-хирте арҫынсемпе тан ҫак техникӑпа ӗҫленӗ. Вӑл колхозра чылай ҫул вӑй хунӑ. Мария Галямина ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗ. Юбиляр – ӗҫ ветеранӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |