Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Канашри 1-мӗш шкул директорӗ судра явап тытнӑ. Канаш районӗн сучӗ вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ, патшалӑх тата муниципалитет вӗренӳ учрежденийӗсенче ӗҫлеме икӗ ҫуллӑха чарнӑ. Приговор вӑя кӗмен-ха. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2013-2018 ҫулсенче хайхи директор темиҫе ӗҫченне преми парасси, укҫан пулӑшасси пирки хушусем кӑларнӑ. Кайран вара куҫарнӑ укҫан пӗр пайне хӑйне пама ыйтнӑ. Ҫапла майпа директор ҫӳлерех кӑтартнӑ ҫулсенче кӗсйине 460 пин тенкӗ ытла чикнӗ. Лешсем, вӗрентекенсем, вара директортан шикленнӗ. Ыйтнине пурнӑҫламасан тем курасси те пур-ҫке-ха. Пуҫлӑх вара ӗҫченӗсенчен илнӗ укҫапа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ҫанталӑк чӑннипех те савӑнтарать вӗт! Чӑнах та ҫуллахи пек шӑрӑх тӑрать. Термометр 25 градус таранах кӑтартать. Кун пекки утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче пулать. «Карчӑк ӑшши» ку! Анчах, шел те, лайӑх ҫанталӑк пирӗнпе сывпуллашать. Ыран уйӑх тулать, ҫавна май ҫанталӑк та улшӑнать. Ыран ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫапах сывлӑш температури 20-15 градус пулӗ. Вырсарникун 13-18 градус ҫеҫ кӑтартӗ. Циклон килнӗ май ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Ҫӗрле 2-7 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Тунтикун ҫиллӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑрӗ, сывлӑш температури 11-16 градус ҫеҫ ӑшӑнӗ. Юнкун ҫумӑр нумай ҫӑвӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ҫумӑр ҫума чарӑнӗ, вырсарникунччен сывлӑш температури 7-12 градус ҫеҫ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() balala.com.ua сайтри сӑн Кӑҫал Шупашкарти Мускав районӗнче тӑххӑрмӗш ача пульницӑра мар, килте ҫуралнӑ. Ҫут тӗнчене килнӗ пепкене ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ. Ача килте ҫуралнине ашшӗ тата унпа пӗрле килнӗ кӳнтелен ҫирӗплетнӗ. Арҫын ача, ҫемьери пӗрремӗш пепке, авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче кун ҫути пурнӑ. Ҫакна кӳнтелен те ҫирӗплетнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен пӗрремӗш пепкине Тимур ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Авӑр Ҫырми ялӗ ҫывӑхӗнчи уй-хирте тыр-пул вырнӑ чухне пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ӗҫленӗ вӑхӑтрах комбайн ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, комбайн тӗппипех ҫунса кайнӑ. Вӑл мӗншӗн мӑкӑрланма тытӑннине халӗ уҫӑмалатаҫҫӗ. Палӑртмалла: кӑҫал вырма вӑхӑтӗнче кунашкал пӑтӑрмах Пӑрачкав районӗнче те пулнӑ. Унта та комбайн ҫунма тытӑннӑ. Анах ун чухне пушара часах сӳнтернӗ, ял хуҫалӑх техникин двигатель отсекӗ тата кустӑрмисем сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти 24-мӗш шкул РФ Ҫутӗҫ министерствин грантне ҫӗнсе илнӗ. Сахал мар – 5,8 миллион тенкӗ. Ленин проспектӗнче вырнаҫнӗ шкул конкурса «Шкул класӗнчен – ӗҫ вырӑнне» проект тӑратнӑ. Гранта «Цифра экономики валли кадрсем» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн тивӗҫнӗ. 24-мӗш шкулта «Коллабораци» цифра шкулне йӗркелеме палӑртнӑ. Унта инноваци цифра пронстранствине виҫӗ енпе пуҫарма палӑртнӑ: «Математика», «Технологи», «Информатика». Лабораторисене пӗр стильпе тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра Михаил Васильевичӑн сывлӑхӗ хавшани пирки нумай калаҫрӗҫ. Ҫак сас-хурана Элтепер шӑпах ҫак тӗлпулура уҫӑмлатнӑ. Михаил Игнатьев унӑн сывлӑхӗпе кӑсӑкланакансене ирхине вӑл уҫӑлса ҫӳренӗ вырӑна килме сӗннӗ. «Кӗске хурав сирӗн валли: манӑн сывлӑх пирки пӗлес килет пулсан хоккейла выляма, йӗлтӗрпе ярӑнма, уҫӑлса ҫӳреме, чупма килӗр. Халӗ эпӗ хӑш-пӗр ӗҫре хама чикӗлетӗп, анчах ҫӗнӗ ҫул тӗлне унчченхи пурнӑҫ йӗрки патне таврӑнӑп», - тенӗ Элтепер. Аса илтерер: Михаил Игнатьев Питӗрти пульницӑра кардиологи уйрӑмӗнче сипленнӗччӗ. Отпуск пӗтсен вӑл ӗҫе тухнӑччӗ, анчах кӑштахран каллех отпуска кайнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑвашсен «Хавал» пуҫаруллӑ ушкӑнӗ Ижевскра ӗнер пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки заявлени тунӑ. Ӑна вырӑсла ҫырнӑ, текстпа пӗрлӗхӗн «Контактра» ушкӑнӗнче паллашма пулать. Хӑйсен сӑмахӗнче ушкӑн Альберт Алексеевич хӑйне ҫунтарса ярса вӗлерме тивнишӗн хурланни пирки пӗлтерет. Ҫакӑн пек хӑватлӑ ҫынна ҫухатнишӗн тӑванӗсемпе тата пӗлӗшӗсемпе, удмурт халӑхӗн хастарӗсемпе, вырӑслантарассине хирӗҫ тӑракан мӗнпур юхӑмсемпе пӗрле хуйхӑрни пирки каланӑ. «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ Удмурти пуҫлӑхӗ МИХсене шав ҫӗклеме кирлӗ марри ҫинчен каланӑ сӑмахӗсене, ҫавӑн пекех РФ Президенчӗ ҫумӗнчи ҫын прависен Канашӗн пайташӗ Алексмандр Брод «ку пулӑма тахӑшӗ провокацилесе хатӗрленӗ» тенине сивленӗ. Заявленинче «Хавал» ушкӑн Раҫҫей Федерацинче чӗлхе тата наци политикине анлӑн сӳтсе явма сӗннӗ, ку ӗҫе тумасан Альберт Разин ӗҫне малалла тӑсакансем тата та пулма пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Аса илтеретпӗр, ватӑ удмурт ӑсчахӗ тӑван чӗлхине хӳтӗлесе хӑйне ӗнер ҫунтарса янӑ. Вӑйлӑ пиҫсе кайнине пула вӑл пульницӑра ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Енри икӗ районпа хула гранта тивӗҫнӗ. 5 миллион тенке виҫҫӗшне пайласа парӗҫ. Постановлени проектне паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Шупашкар хули 2 миллион та 202 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Районсен хушшинче вара Елчӗк тата Вӑрнар районӗсем телейлисен йышне лекнӗ. Елчӗк районне – 1 миллион та 578 пин тенкӗ, Вӑрнар районне 1 миллион тенкӗ те 220 пин тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Палӑртмалла: ку гранта муниципалитетсене ахальтен памаҫҫӗ. Вӗсем пӗлтӗр вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлӗнче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 75 ҫул ҫитнӗ май кӑҫал Чӑваш Енре 20 асӑну объекчӗ уҫма палӑртнӑ. Палӑксене хӑтлӑх кӗртмешкӗн пуҫаруллӑ бюджетировани программипе килӗшӳллӗн уйӑрнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: кунашкал объект Улатӑр районӗнчи Чуварлей ялӗнче уҫӑлнӑ ӗнтӗ. Астӑвӑм стенине «Вӗсем Ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ» ят панӑ. Сӑмах май, республикӑра Тӑван ҫӗршывӑн ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине, хирӗҫтӑрусене халалланӑ 1382 палӑк, обелиск, стелла шутланать. Вӗсен йышӗнче «Нихӑҫан сӳнми ҫулӑм» 91 мемориал. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Халӑх участковӑйӗ» конкурс пуҫланнӑ. Вӑл яланхи пекех виҫӗ тапхӑрпа иртӗ. Кашнинчех онлайн-сасӑлав пулӗ. Пӗрремӗш тапхӑрта чи лайӑх участковӑйсене шалти ӗҫсен органӗсен территори сайтӗнче палӑртӗҫ. Иккӗмӗш тапхӑрта, юпан 7-26-мӗшӗсенче, регион шайӗнчи ҫӗнтерӳҫе суйлӗҫ. Виҫҫӗмӗш тапхӑр чӳк уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче иртӗ. Раҫҫей шайӗнчи тапхӑра кашни регионтан пӗрер участковӑй хутшӑнӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр республика чысне Шупашкарти 1-мӗш полици пайӗн майорӗ Леонид Сазонов хӳтӗленӗ. Тӗп хулари 4-мӗш полици уйрӑмӗн участковӑй Эдуард Мышов темиҫе балл ҫеҫ пухса ҫитереймен. Вӑл кӑҫал та конкурса хутшӑнӗ. Сӑмах май, вӑл 2017 ҫулта 15 кушака выҫӑ вилесрен ҫӑлнӑ. Лешсем темле майпа мусоропроводӑн ҫӑрапа питӗрнӗ шахтине лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |