Хулара
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарта кунӗпе тенӗ пек ҫумӑр ҫуса тӑчӗ. Ыран вара пирӗн республикӑра ҫанталӑк сивӗтмелле. Апла пулсан ҫул-йӗр пӑрлакланасси каламасӑрах паллӑ. Гидрометцентр хыпарланӑ тӑрӑх, ыран, раштавӑн 25-мӗшӗнче, сывлӑшри температура -3...-8 градус сивӗ пулӗ. Юр, йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Сӑмах май каласан, паян та Шупашкарти троллейбуссене ҫӳреме кансӗр пулнӑ. Вӗсем чарӑнса ларасран хулари авари тытӑмӗсем ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Аварипе кӗрешес енӗпе тӑрӑшакансем ҫутӑ пӑралукӗсем пӑрланнине тасатассипе те яваплӑ. Шупашкарти ҫул-йӗр пӑрлакланса ларасран урамсене ятарлӑ хатӗрсем сапас енӗпе 53 машина ӗҫленӗ. Ыран та, ҫитес кунсенче те ҫул ҫинче асӑрхануллӑ ҫӳремелле. Транспортӑн та, ҫуран ҫӳрекенсен те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() domsovet.tv сайтри сӑн Шупашкарта виҫӗ ача валли ҫемье шыраҫҫӗ. Вӗсем 3-7 ҫулсенче. Кун пирки Калинин район администрацийӗ пӗлтерет. 7 ҫулти ача асламӑшӗпе (е кукамӑшӗ) пӗрле пурӑннӑ. Пепке амӑшӗсӗр юлсан вӑл ӑна воспитани панӑ. Анчах кайран ватӑ хӗрарӑмпа арҫын ача пӗр чӗлхе тупайман, ҫавна май ватӑскере ку тивӗҫрен хӑтарнӑ. Ку эрнере икӗ мӑшӑра ашшӗ-амӑшӗн прависемсӗр хӑварнӑ. Ҫапла майпа 6-ри тата 2 ҫулти ачасем ҫемьесӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ вӗсем валли опекунсем шыраҫҫӗ. Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, кӑҫал ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 40 ачаран 3-шне ача ҫуртне ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Эсир хӗл варринче асамат кӗперӗ тухнине курнӑ-и? Ӗненмелле мар пек-и? Кӑлӑхах иккӗленетӗр. Ҫӗнӗ ҫулччен пӗр эрне юлчӗ. Паян вара, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, республикӑри хӑш-пӗр районта пурӑнакансем асамат кӗперӗ тухнине курнӑ. Паян ирхине Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче асамат кӗперӗ тухнӑ. ZaRulem.ws тата «Погода в Чувашии» (чӑв. «Чӑваш Енри ҫанталӑк») сайтсенче пӑхса тӑракансем хӑйсем тунӑ сӑнӳкерчӗксене кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() kubnews.ru сайтри сӑн Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти арҫын хӑйӗн 52 ҫулти амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Ывӑлӗ ун чухне ӳсӗр пулнӑ. Ҫак арҫын амӑшне пуҫӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен 45 хутран кая мар ҫапнӑ. Кун хыҫҫӑн ывӑлӗ хӑйех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах тухтӑрсем вырӑна ҫитсен хӗрарӑма нимпе те пулӑшайман – лешӗ вилсе кайнӑ. Ҫапла пӗлтерет следстви. Ҫак арҫынна тытса чарнӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл халӗ суд пуласса кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 03medhelp.ru сайтри сӑн Паян урама тухма та ҫук – шуҫса ӳкме пулать. Ку вара хӑрушӑ – алӑ-ура хуҫасси те инҫех мар. Ҫулсем шуҫлакланнӑ май травмпунктсене пырса пулӑшу ыйтакан нумайланнӑ. Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енри тухтӑрсенчен 330 ытла ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Пӑрлӑ ҫулсене пула шар курнӑ 134 ҫын Хулари 1-мӗш пульницӑна пулӑшу ыйтма ҫитнӗ. 117 ҫын Васкавлӑ медпулӑшу пульницине пынӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине 84 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ку, ахаль чухнехипе танлаштарсан, 3 хут ытларах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Константин Ишутов блогера суд туни пирки, ӑна хӳтӗлекенсем Мускавра тата Шупашкарта пикет туни пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Паян ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Блогера тӗнче тетелӗнче ача-пӑча порнографине сарнӑшӑн, нацизма реабилтациленӗшӗн айӑпланӑ. Кашни статьяпа – икӗ эпизод. Суд Константин Ишутова пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 150 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Блогера суд залӗнчех арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Хастар ҫынсен пӗр ушкӑнӗ чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвне ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл пулӑшнипе текстсене чӑвашларан вырӑсла, вырӑсларан чӑвашла куҫарма пулать. Сайт http://translate.chv.su адреспа вырнаҫнӑ. Машина куҫарӑвне юлашки вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ нейрон алгоритмӗ ҫине таянса йӗркеленӗ. Чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвне хатӗрлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, проект хальлӗхе альфа-тест мелпе ӗҫлет. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна хальлӗхе 100 проценчӗпех ӗҫлеттерсе ярайман-ха. Кӑлтӑк тупӑнсан ытлашши хурласа пӗтерме васкар мар. Ӳлӗмрен текстсен пахалӑхӗ те лайӑхланӗ, куҫару хӑвӑртлӑхӗ те. Сайта практика тӗслӗхӗсене пухас тӗллевпе ӗҫлеттерсе янӑ. Машина куҫарӑвӗн авторӗсем куҫарусене хаклама тата тӳрлетнӗ текстне пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвӗн пахалӑхне 24 BLEU шайпа танлаштараҫҫӗ. BLEU — куҫару шайне хакламалли виҫе. Вӑл 0-рен пуҫласа 100 таран пулать. 100 пӗтӗмпех пӗр килекен куҫару тенине пӗлтерет, 70 — профессилле куҫаруҫӑсемпе танлашни. Google тата Яндекс сайтсенче вырӑсларан акӑлчанла куҫарнине 35 BLEU шайӗнче хаклаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвӗ, ав, халех — 24 BLEU. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Gheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Евгений Тертышный ӗҫ ветеранне, «Чӑвашрессовпроф» организацин пайташне «Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ» хисеплӗ ят парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва алӑ пуснӑ. Евгений Алексеевич ӗмӗрӗпех строительство отраслӗнче тӑрӑшнӑ. 1935 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Курган облаҫӗнчи Шадринск хулинче ҫуралнӑ. Сартури автомобиль ҫулӗн институтӗнче вӗреннӗ. 1960 ҫулта «Чӑвашспецстрой» трест тытӑмӗнче маҫтӑрта ӗҫлеме пуҫланӑ. «СУОР» предприятире пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса та тимленӗ. 2006 ҫулта ӑна « Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ят панӑ. Евгений Тертышный тӗрлӗ медальпе ордена чылай тивӗҫнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ строителӗ. Сакӑр урлӑ теҫетке урлӑ тахҫанах каҫнӑ ватта халӗ тата тепӗр хисеплӗ ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен хӑйӗн пӗр ӗмӗрхине сумлӑн уявлама хатӗрленет. Ҫавна май юбилей медальне те хатӗрленӗ ӗнтӗ. Медале тивӗҫҫисене палӑртас тесе халӑх сасӑлавне ирттереҫҫӗ. Медаль парас текенсен списокне «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) порталта пичетленӗ. Пултаруллӑ та медале тивӗҫ тесе шухӑшлакансене министерствӑсемпе ведомствӑсен шайӗнче тишкерсе ырланӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерствинче пӗлтернӗ. Списокра, ҫак йӗркесен авторӗ тишкернӗ тӑрӑх, тӗрлӗ отрасльти ҫынсем пур. Ҫавсен хушшинче — комбайнерсемпе журналистсем таранах. Пурӗ 70 номинаци унта. Сасӑлав паян, раштавӑн 23-мӗшӗнче, пуҫланнӑ. Вӑл 2020-мӗш ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ӗнер, раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 20 сехет те 45 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ маршрутка ҫапӑннӑ. Ку пӑтӑрмах 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗпе Тӗкӗрҫ проезчӗ хӗресленнӗ вырӑнта пулнӑ. Унта 331-мӗш тата 21-мӗш маршруткӑсем ҫапӑннӑ. Авари вырӑнне икӗ васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Виҫӗ ҫын аманнӑ. Иккӗшне пульницӑра пулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ. 53 ҫулти хӗрарӑма вара унтах хӑварнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 331-мӗш маршрутка светофор ҫутнӑ чухне сулахай еннелле пӑрӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, чӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |