Политика
![]() Чӑваш Енри ҫамрӑка Раҫсей экономика аталанӑвӗн министрӗн канашҫи пулма шаннӑ. Александр Индюков — «Лидеры России. Политика» (чӑв. Раҫҫей ертӳҫисем. Политика) конкурс финалисчӗ. Ӑна мускавсем эпир маларах асӑннӑ конкурсра финала лексен асӑрханӑ. Чӑваш арҫынни «Россельхозбанк» акционерсен обществинче корпораци усламне аталантарас тата пулӑшас енӗпе ӗҫлекен департаментӑн ертсе пыракан директорӗ пулнӑ. Александр Индюков 1986 ҫулта Комсомольски ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчи экономика факультетӗнче тата Мускаври гуманитарипе экономика институтӗнчи юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Экономика наукисен кандидачӗ. Кӑҫал М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Алевтина Семенова Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗн патшалӑх стипендине тивӗҫнӗ. Талпӑнуллӑ артист конкурса вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ инсценировкӑпа (пьесӑпа) хутшӑннӑ. Ӑна театрта ачасем валли лартма ӗмӗтленеҫҫӗ. Алевтина хӑй те амӑшӗ пулнӑ май ачасем питех вулама юратманнине аван пӗлет. Анчах вӗсене те кӑсӑклантарма пулать. Кӗнеке урлӑ мар тӑк, драматурги урлӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн ӗҫӗнче вӑрҫӑ ҫинчен документлӑ кадрсемпе усӑ курасшӑн. Ӑна пысӑк киноэкран ҫинче кӑтартасшӑн. Алевтина Семенова (Бранькова) 1982 ҫулта Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. 2005 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен драма ӳнерӗн тата кино артисчӗ пулма вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() fotostrana.ru сайтри сӑн Иртнӗ эрнере Тутарстанри Пӑва районӗнче кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ. Унти ветеринарсен шухӑшӗпе, чир-чӗр Патӑрьел районӗнчи усламҫӑран туяннӑ кӑвакал чӗпписемпе пӗрле килнӗ. Чӑваш Енӗн патшалӑх ветеринари служби Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Тутар Сакӑтне ҫитсе ҫав усламҫӑн кайӑк-кӗшӗкне тӗрӗсленӗ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, усламҫӑн кӑвакалӗсем сывах. Ялта та чирлӗ кайӑк-кӗшӗк тупса палӑртман. Юлашки вӑхӑтра ку тӑрӑхра кайӑк-кӗшӗк вилнӗ тӗслӗхсем пулман. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ку лару-тӑрӑва куҫран вӗҫертмелле марри пирки каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() astrakhanfm.ru сайтри сӑн Юпан 9-мӗшӗнче 10 сехет те 20 минутра ҫӑлавҫӑсем патне хыпар ҫитнӗ: кимӗре ларакан арҫынна шыв юххи юхтарса кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем «Беркут» катерпа арҫынна шырама тухнӑ. Вӗсем йӑлтах пӑхса ҫаврӑннӑ – лешӗ курӑнман. Тепӗр кунхине 15 сехет те 21 минутра дежурнӑй пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта кивӗ юханшыв порчӗ патӗнче ҫынсем кимӗ ишнине асӑрханӑ. Малтанах вӗсем кимӗ пушӑ тесе шутланӑ. Ҫӑлавҫӑсем тӗрӗсленӗ – унта ӳсер арҫын ҫывӑрнӑ иккен. Ӑна вӑратса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Тепӗр кун Атӑл хӗрринче причал патӗнче арҫын виллине тупнӑ. Вилене полицие панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри мӑнаҫлӑ пулӑмсемпе тата ҫынсемпе ятарлӑ хэштегсем кӑтартса тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче мӑнаҫланма чӗнсе каланӑ. Республика Элтеперӗн Инстаграмри странцинче #ВместеГордимся #ПерлеМухтанатпар хэштегсемпе усӑ курма сӗннӗ. Телефонти айсарӑмра чӑваш саспаллийӗсем пуррисем (ун пек шрифтпа усӑ курма паян нумайӑшӗ пӗлет пулӗ), пирӗн шухӑшпа, #ПӗрлеМухтанатпӑр тесе ҫырма пултараҫҫӗ. Олег Николаев пирӗн тӑрӑх мӑнаҫланмалли пулӑмсемпе пуяннине палӑртнӑ. Сӑмахне ҫирӗплетме вӑл темиҫе тӗслӗх илсе кӑтартнӑ. Сӑмахран, Хусанта иртнӗ марафонта ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ Алина Прокопьева. Экологи нимеҫисем канмалли кунсенче Йӑлӑмра чӑрӑш хунавне лартнине те асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑн ӳкерчӗкӗ Ку канмалли кунсенче Тутарстанра Хусан марафонӗ иртнӗ. Ку мероприяти Wanda Age Group тӗнче танлаштарӑмӗнче пӗрремӗш хутчен официаллӑ квалификациллӗ старт пулса тӑнӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ 8 пин ытла спортсмен 3-42,2 ҫухрӑма парӑнтарнӑ. Палӑртмалла: спортсменсен ҫулӗ Хусанти илемлӗ вырӑнсем урлӑ выртнӑ. Питӗ кӑмӑллӑ: 42,2 ҫухрӑмлӑ дистанцире пирӗн ентеш, тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ Алина Прокопьева финиша чи малтан ҫитнӗ. Вӑл марафона 2 сехет те 34 минут та 14 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Каласа хӑвармалла: пӗлтӗр те ҫак сумлӑ ӑмӑртура пирӗн ентеш мала тухнӑ. Алексей Александров 21,1 ҫухрӑмлӑ дистанцире пӗрремӗш вырӑн йышӑнна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() opni.3dn.ru сайтри сӑн Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри психоневрологи интернатӗнче пурӑнакансем кӑшӑлвируспа чирлеме пултарнӑ. Кун пирки сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ. Юпан 10-мӗшӗнче икӗ пациентка пуҫ ыратнине пӗлтернӗ, ӳт температури те хӑпарнӑ. Вӗсене изоляцие хупнӑ, ыттисене вара тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн тепӗр икӗ пациента изоляцие лартнӑ. Пӗрне компьютер томографийӗ тунӑ, унӑн ӳпки пӗр енчен 5 процент сиенленни палӑрнӑ. Унӑн ытти чир пуррипе шута илсе ӑна инфекци уйрӑмне вырттарнӑ. Ҫав каҫах тепӗр 8 пацентӑн сывлӑхӗ япӑхланнӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев мерӑсем йышӑнма хушнӑ. Паян интернатра ӗҫлекен ҫынсенчен тата пациентсенчен анализ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗнче пуҫлӑх улшӑннӑ. Унӑн тивӗҫӗсене Сергей Ерофеев пурнӑҫлать, хальлӗхе ӑна ҫирӗплетмен-ха. Сергей Ерофеев Шупашкартах ҫуралса ӳснӗ. 1993-2010 ҫулсенче вӑл Етӗрне районӗнче ӗҫленӗ: пушарпа ҫӑлав отрячӗн инспекторӗ, пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗ, патшалӑх пушар надзорӗн пайӗн ертӳҫи пулнӑ. Иртнӗ эрнере асӑннӑ ведомствӑна Алексей Струженков ертсе пынӑ, вӑл ку пукана кӑҫал ҫу уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Халӗ вӑл пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ шутланать. Станислав Антонов ку ведомствӑна 11 ҫул ертсе пынӑ. Вӑл кӑҫал ака уйӑхӗнче ку должноҫрен кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() youtube.com сайтри сӑн Республикӑра юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 1 ҫын ҫеҫ сывалнӑ. Чирлекенсем вара 35-ӗн пулнӑ. Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ 9 пине ҫывхарать – пӗтӗмпе 8954 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 7477-шӗ сывалнӑ. Юлашки вӑхӑтра вилекенсен йышӗ нумайланнӑ – 105 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Палӑртмалла: Раҫҫейре талӑкра 13592 ҫын инфекциленнӗ. Кунашкали ку таранччен пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче эвакуаци планӗсене вырнаҫтарма тытӑннӑ. Маларах ӑна хулари Ҫӗнӗ сала патӗнчи пляжра ҫакса хунӑ, халӗ – Амӑшӗн палӑкӗн ҫывӑхӗнче. Халӑх йышлӑ пухӑнакан вырӑнсенче терроризмран хӳтӗлӗнмелли план пур. Ҫавна май эвакуаци планӗ те кирлӗ. Ҫынсен инкек-синкек сиксе тухсан ӑҫталла тармаллине, хӑш службӑна мӗнле телефон номерӗпе шӑнкӑравламаллине пӗлмелле. «Ҫыхӑнура» форумра ҫак плансен усси пирки ыйтӑм вырнаҫтарнӑ. Унта хутшӑннисен хуравӗ тӑрӑх хакласан, ҫынсен пысӑк пайӗ ун пек план уссине ӗненменни сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |