Республикӑра
![]() дольщикироссии.рф сайтри сӑн Канаш хулинче пурӑнакан арҫынна суд кӗтет. Ӑна ачапа киревсӗр хӑтланнӑшан айӑпласшӑн. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче ҫак 29 ҫулти арҫын халӑх тетелӗнче паллакан 13 ҫулти хӗрачапа ҫырӑннӑ. Пӗррехинче вӑл ӑна интимлӑ сӑнӳкерчӗк ярса панӑ. Ку кӑна мар, халӑх тетелӗнче ҫырӑннӑ чухне те вӑл ку темӑпа калаҫу пуҫарнӑ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Кӗҫех ӑна Канаш районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнисене чӑваш тӗрриллӗ кипке парнелесси пирки унччен хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: «Тӗрӗпе ҫуралнисем» акцие чӑваш тӗррин кунне халалланӑ. Ӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев пуҫарнӑ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче ҫут тӗнчене килнӗ «ҫӗнӗ кайӑксене» чӑваш тӗрриллӗ кипке парнеленӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене теттесем тата асӑнмалӑх кӗнекесем парнеленӗ. Вӗсене пепкелӗх центрӗн тӗп врачӗ Ольга Рябухина ырӑ сунса тыттарнӑ. «Тӗрӗ – чӑваш халӑхӗн наци мӑнаҫлӑхӗ», – тенӗ центрӑн тӗп врачӗ Ольга Рябухина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() geomix.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑран хӑш-пӗр шкула карантина янӑ, теприсене дистанци мелӗпе вӗрентме тытӑннӑ. Паян, чӳкӗн 27-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи, Хӗрлӗ Чутайри шкулсене тете Ҫӗмӗрлери шкул-интерната карантина хупма йышӑннӑ. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет. Аса илтерер: чук уйӑхӗн 24-мӗшӗнченпе Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-11-мӗш классенче ӑс пухакан ачасем дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Раштав уйӑхӗнче ку 6-8-мӗш классене те пырса тивме пултарӗ. Аслӑ шкулсенчи тата техникумсенчи студентсене те дистанционкӑна янӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсенче лару-тӑру йӗркеллех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() allmomneeds.com сайтри сӑн Роспотребнадзор кӑшӑлвируспа ытларах кам чирлени пирки каласа кӑтартнӑ. Ачасем ытлах чирлемеҫҫӗ. Инфекциленнӗ 11821 ҫынран 872-шӗ – 17 ҫул тултарман ачасем. Аслисен хушшинче ытларах 50-64 ҫулсенчисем, 30-49 ҫулсенчисем, 65 ҫултан аслӑраххисем аптӑраҫҫӗ. Тивӗҫлӗ канури 3389 ҫын чирленине палӑртнӑ. 1377 медӗҫчен чирленӗ. Юлашки вӑхӑтра ытларах Шупашкарта инфекциленеҫҫӗ. Иртнӗ эрнере, тӗслӗхрен, 407 ҫын кӑшӑлвируспа аптӑранӑ. Ҫурла уйӑхӗнченпе ют ҫӗршывран таврӑннӑ 71 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвирус саманинче ҫак чир ернисен те, вӑл лекессинчен хӑракансен те питӗ нумай ыйту ҫуралать. Ҫавна май пирӗн республикӑра тата тепӗр хӗрӳ лини уҫнӑ. Унӑн номерӗ — 122. Тӳлевсӗр ҫак номер ҫине талӑкӗпех шӑнкӑравлама май пур. Специалистсем пулӑшнипе тӗрлӗ ыйтӑва уҫӑмлатма май туса панӑ. Сӑмахран, кӑшӑлвируса сиплекен эмелсене епле илмелле? Нимеҫӗсене киле мӗнле чӗнсе илмелле? Усламҫӑсене патшалӑх пулӑшать-и? Чир ересрен хӑракансен мӗн тумалла? Чӑваш Енӗн информаци политикин министрӗ Михаил Анисимов каланӑ тӑрӑх, халӗ республикӑра унччен уҫнӑ хӗрӳ линисене пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Дубки» коттедж поселокӗнче пушар тухнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет, тӗрлӗ экспертиза тӑваҫҫӗ. Куприянов инженер урамӗнче вырнаҫнӑ икӗ хутлӑ ҫурт 21 сехетре ҫунма тытӑннӑ. Пӳрт вӑйлах сиенленнӗ. Пуша сӳнтернӗ хыҫҫӑн икӗ виле тупнӑ. Вӗсем – 80 ҫулти кил хуҫи тата унӑн 71 ҫулти мӑшӑрӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушарюсавсӑр пралука пула тухнӑ. Упӑшкипе арӑмне пусмӑрласа вӗлернӗ йӗрсем ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкартан ҫитес ҫул ҫӗнӗ авиарейссем уҫӑлас шанчӑк питех те пысӑк. А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, Росавиаци патшалӑх субсидилекен авиамаршрутсен списокне пичетленӗ. 266 маршрут шутӗнче Шупашкартан ытти хулана каякан 4 авиарейс та пур. Вӑл хуласем ҫаксем: Краснодар, Екатеринбург, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой. Ҫӗнӗ маршрутсене уҫас тӗллевпе аэопорт самай ӗҫ калаҫу ирттернине ӗнентерет. Ҫав шутпа авиакомпанисемпе, республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствипе, республикӑн Элтеперӗпе темиҫе те калаҫнӑ. «ИрАэро» авиакомпани Краснодар, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой хулисене Шупашкар ҫыннисене ҫулталӑкӗпех турттарма хатӗр. «Руслайн» авиакомпани Екатеринбурга ҫулла вӗҫме килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() zdorovie.akipress.org сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем кашни кунах тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Республика ертӳҫисем ҫынсемшӗн тӑрӑшни пирки пӗлтерсех тӑраҫҫӗ. Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче ҫӗнӗ йышши оборудовани кӳрсе килесси пирки сӑмах хускатнӑ. Хӑрушӑ вируса тупса палӑртма тата сиплеме республика хыснинчен тепӗр 26 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев ларура каланӑ тӑрӑх, Канашри медицина центрӗ валли ҫитес вӑхӑтра 11 лаборатори оборудованийӗ туянӗҫ. Ковдипа чирлисене сиплеме кислород концентраторӗсем 50 штук туянма палӑртнӑ. Сӑмах май каласан, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне чирлисен йышӗ тата тепӗр 126 ҫын хутшӑннӑ. Вилекенсен йышӗ 6 ҫын нумайланса 265-е ҫитнӗ. |
Сывлӑх
![]() pulmohealth.com сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштаб паян черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Унта Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская пневмонипе (ӳпке шыҫҫипе) чирлекенсен статистикине пӗлтернӗ. Унтан та ытларах: ҫак чир кӑшӑлвируса пула пуҫланнине пур чухне те пӗлтерменнине палӑртнӑ вӑл. «Юлашки эрнере пневмонин сӑлтавне палӑртасси лайӑхланчӗ. Асӑннӑ чире шута илнинчен 48,2 процентӗнче чире пуҫаракан сӑлтава палӑртма май килнӗ. Иртнӗ эрнере ку цифра 38,8 процентчӗ. Асӑннӑ тӗслӗхсенчен кӑшӑлвирус 25 процент йышӑнать, иртнӗ эрнере 16 процент пулнӑччӗ. Ӳпке шыҫҫине пуҫарнӑ сӑлтавсен шутӗнче — микоплазма, тӗрлӗ бактерипе вируссем», — тенӗ Надежда Луговская. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр. М.В. Игнатьев саманинче, К.Г. Яковлев культура министрӗ пулнӑ чухне, Вячеслав Николаевич Оринов культура министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшса ӗҫлерӗ. Хальхинче, Р.М. Лизакова вырӑнне, В.Н. Оринов, нимӗн те мар, культура министрӗ пулса тӑма пултарӗччӗ! В.Н. Оринов Чӑваш академи театрӗн тӗп режиссерӗ тата илемлӗх ертӳҫи пулса ӗҫлес илӗртӳллӗ ӗмӗтпе пурӑнать! Пирӗн ҫамрӑксен театрӗ чӑваш чӗлхинчен ютшӑнас ҫул ҫине тӑчӗ-ҫке! Мӗн тумалла-ха?! Пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫул: Валерий Николаевич Яковлева Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрне куҫарасси! Хӑй лартнӑ «Нарспи», «Кушар», «Кай, кай, Ивана» тата нумай-нумай чаплӑ спектакльсене выляттарас Ҫ. Мишши ячӗллӗ театрӗн артисчӗсене! Пархатарлӑ шухӑш! Валерий Николаевич халӑхӑмӑрӑн шӑпипе пурӑннӑ ӗмӗр-ӗмӗр! К.В. Иванов ячӗллӗ театртан тухса кайма питӗ йывӑр! Анчах каймалла! В.Н. Яковлевӑн (100) ҫӗр ҫулхи паллӑ кунне Ҫ. Мишши ячӗллӗ театрта ирттермелле пултӑр! |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |