Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ тинех хӑйӗн кулленхи хӑвӑртлӑхпа ӗҫлес йӗркелене куҫрӗ — чӳк уйӑхӗнче эпир 37 пин те 327 мӑшӑр хушма пултартӑмӑр. Ҫапла май пӗтӗмӗшле йыша 621 пин те 051 таран ҫитертӗмӗр. Тата ҫирӗп пине яхӑн хушсан кӑҫалхи план пирӗн тулӗ те. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче 239 пин те 155 мӑшӑр пулнине шута илсен, ҫак чикӗ урлӑ каҫӑттӑмӑр пулсан кӑҫал 400 пин тунӑ пулӑттӑмӑр. Килес ҫул та ҫавнашкалах хастар ӗҫлесен ҫулталӑк вӗҫне йыша 1 миллиона ҫитерме пулӗччӗ. Анчах ку хальлӗхе малашнехи плансем кӑна-ха. Малалла текстсемпе йывӑртарах пулӗ тесе шутлатпӑр — тем тесен те куҫарусем вӗҫленсе пыраҫҫӗ, алӑпа куҫарса вара ҫав хӑвӑртлӑхах тытса пыма ҫӑмӑлах мар. Курӑпӑр! Иртнӗ уйӑхра эпир Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑрне» мӑшӑрласа пӗтертӗмӗр, ҫавӑн пекех тахҫантанпах тӑсӑлса пыракан Геннадий Фишӑн «Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни» повеҫпе ӗҫе вӗҫлерӗмӗр, ытти интереслӗ хайлавсене мӑшӑрларӑмӑр: «Гангут патӗнчи ҫапӑҫу» повесть (Пӗрремӗш Петӗр патша пирки вӑл), «Хӑвна мӗнле тытмалла» кӗнеке, «Ҫӑлтӑр карапӗсем» фантастикӑллӑ повесть, Евгений Герасимовӑн «Щорсӗ» тата ыттисем те. Малалла ӗҫлемелли хайлавсем: Леонид Жариковӑн «Хастар тусӑм ҫинчен», Василий Смирновӑн «Саша Чекалин» повеҫӗ, Валентина Осеева хайланӑ «Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем» повеҫӗн иккӗмӗш кӗнеки, Жюль Вернан «Вунпиллӗк ҫулхи капитанӗ» тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Эпир — Чӑваш республикин тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем, яланах Шупашкар хулине, ӑна хисеплесе, «Шупашкар» — тетпӗр. Пирӗн патри чӑвашсем пӗр-пӗринпе калаҫнӑ чухне ҫак шӗкӗр хула ҫинчен «Чебоксары» — тесе каланине илтмен. Ытти халӑхсен ҫыннисемпе калаҫнӑ чухне ҫеҫ «Чебоксары» — тетпӗр. Ма «Шупашкар» — тетпӗр-ха? Мӗншӗн тесен вӑл пирӗншӗн — Чӑваш республикин шӗкӗр хули. Пирӗн уйпа, ҫак хулара чӑваш чӗлхи янраса тӑмалла пек, унти тӳре-шарасем те, пуҫлӑхсем те, ахаль ҫынсем те пурте пӗр-пӗринпе чӑвашла калаҫмалла пек. Сӑмахран, пирӗн Пушкӑрт республикинче пушкӑртла калаҫнӑ пек. Е Тутар республикинче тутарла калаҫнӑ пек. Шупашкар урамӗсемпе утса пынӑ чухне эпӗ яланах хама Ӗпхӳ е Пушкӑртри ытти хуласен урамӗсемпе утса пынӑ пек туятӑп. Мӗншӗн тесен, Шупашкар урамӗсенче те Ӗпхӳри, Ҫтерлӗри е Мелевӗсри кӗре сӑн-питлӗ тутар-пушкӑртсем пекех кӗре сӑн-питлӗ ҫынсем васкавлӑн хӑйсен ӗҫӗсемпе утаҫҫӗ, ҫӳреҫҫӗ, тӗрлӗ магазинсемпе организацисенче ӗҫлеҫҫӗ. Ку ҫынсем- пирӗн чӑвашсем иккенне ӑнланатӑн! Мӗншӗн тесен, вӗсен ҫамкисем ҫине, пирӗн авалтан килекен генсем, ҫуралнӑ-ҫуралманах, чӑвашсем иккенне палӑртса ҫырса хунӑ-ҫке. |
Пӑтӑрмахсем
![]() orenburzhie.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле хулинче урамра ҫутӑ хунарӗ вырнаҫтарассишӗн прокуратурӑн икӗ хутчен тӗрӗслев ирттерме тивнӗ. Малтан пӗрре тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн хулари тӳре-шара ячӗпе хут ҫырнӑ-ха. Унтисем надзор органне вӑрах кӗттермен. Хуравланӑ. Унта ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхне явап тыттарнине, урамра ҫутӑ хунарӗ вырнаҫтарнине ӗнентернӗ. Сӑмах, хулари Володарский урамӗнчи 27-мӗш ҫуртпа Урицкий урамӗнчи 27-мӗш ҫуртсем хушшинчи тӑкӑрлӑк пирки пынӑ. Тӳре-шара хуравланӑ хыҫҫӑн прокуратура тепӗр хутчен тӗрӗсленӗ, анчах хунар ҫуккине асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн суда тавӑҫпа тухнӑ. Вырӑнтисем тинех хускалнӑ. Суд йышӑну кӑларасса кӗтсе тӑман — урамри ҫутӑ хунарӗсем ӗҫлесе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() jkh.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳри нумай хваттерлӗ ҫурта республика хысни шучӗпе юсӗҫ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн Правительствин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унта республика бюджетӗнчен Ҫӗрпӳ район администрацине трансферт уйӑрас пирки каланӑ. Укҫана республика Правительствин резерв фондӗнчен уйӑрма палӑртнӑ. Укҫа Ҫӗрпӳри Никитин урамӗнчи 10-мӗш ҫуртӑн стенисене ҫирӗплетме кайӗ. Нумай хваттерлӗ ҫурта 1990 ҫулта тунӑ. Вӑл пилӗк хутлӑ. Унӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ – 4487.50 тӑваткал метр. Нумай хваттерлӗ ҫурта «Мой дом» управляющи компани 2004 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе тытса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Республикӑна шартлама сивӗ ҫанталӑк килет. Ыран ҫӗрле 12 градус таран сивӗтӗ. Сивӗтет кӑна мар, ҫил те вӑйланать. Юнкун ҫил кӑштах лӑпланӗ. Анчах ҫӗрлесерен сывлӑш самаях сивӗнӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле 20 градус таранах сивӗтме пултарӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта – тата сивӗрех. Канмалли кунсенче уяр та сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Кунашкал ҫанталӑк раштавӑн 10-мӗшӗчченех тӑма пултарӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра нормӑран 4 градус сивӗрех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Вӑрӑмпуҫ ялӗнчи ФАП. kanashen.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнчи прокуратура асӑннӑ тӑрӑхри Вӑрман Енӗш ялӗнчи фельдшерпа акушер пунктне тунӑ строительство организацийӗ ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫламаннине пӗлтерет. Строительство енӗпе «СКАТ 21» организаци тӑрмашнӑ. Ӗҫе хӑҫан пурнӑҫласси пирки вӑл республикӑн Стройминӗн Пӗрлехи саккасҫӑ службипе килӗшӳ тунӑ. Вӑхӑт иртнӗ, анчах ӗҫсем палӑртнӑ пек хӑвӑртлӑхпа пыман. Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне илсен строительство ӗҫӗсене вӗҫлеменни, шыв, газ, ҫутӑ кӗртесси, пушарпа хурал сигнализацийӗ вырнаҫтарасси кирлӗ пек хӑвӑртлӑхпа пыманнине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑншӑн порядчика административлӑ майпа явап тытарма йышӑннӑ. Прокуратура тӗрӗслевӗ тӑрӑх суд 75 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Сӑмах май каласан, строительство ӗҫӗсем халӗ вӗҫленнӗ ӗнтӗ, фельдшерпа акушер пунктне уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. 2021 ҫул – Вӑкӑр ҫулталӑкӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарти Ленин урамӗнчи Тӗп почта умӗнче ҫулталӑк паллине вырнаҫтараҫҫӗ. Пӗлтӗр Йӗкехӳрене лартнӑччӗ. Кӑҫал Вӑкӑр пулӗ. Плчта умӗнче мӗнле Вӑкӑр пулассине сасӑлав ирттерсе палӑртнӑ. Вӑл «Уҫӑ хула» порталта иртнӗ. Сасӑлава 1675 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем пилӗк макетран пӗрине суйланӑ. Чи нумай сасӑ пухаканни – 3-мӗш эскиз. Уншӑн 525 ҫын сасӑланӑ (31,34 процент). Эппин, кӗҫех, Ҫӗнӗ ҫулччен, ҫак эскизра ӳкернӗ Вӑкӑра вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӑлав служби тунӑ сӑн Иртнӗ шӑматкун икӗ арҫын пулӑран таврӑннӑ чухне пӑр ҫинче бур, алса выртнине асӑрханӑ. Инҫех мар пӑр катӑлнӑ, вӗсем унта ҫын кӗрсе ӳкнӗ тесе шутланӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Ку Улатӑр хули ҫывӑхӗнче Алатырка юханшывӗнче пулнӑ. Тепӗр кунхине ҫӑлавҫӑсем вырӑна кайма тухнӑ, анчах «отбой» панӑ. ШӖМ ӗҫченӗсем ҫынсенчен ҫав бур камӑн пулнине ыйтса пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн хуҫи патне кайнӑ. Лешӗ килте чип-чиперех, чӗрех ларать. Хайхи пулӑҫ пӑр айне анса кайсан хӑй тӗллӗнех тухнӑ-мӗн, япалисене ҫавӑнтах хӑварса килелле ҫул тытнӑ. Ку пулӑма паян ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче тӳре-шарапа ирттернӗ тунтикунхи планеркӑра хаҫат-журнал ҫырӑнтарас ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Планеркӑра ку темӑпа республикӑн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Михаил Анисимов сӑмах илнӗ. Хаҫат-журнала ҫынсем вулаччӑр тесен контент кӑсӑклӑ пулмалли паллӑ. Ҫакӑн пирки те сӑмах хускатнӑ унта. Республика Элтеперӗ Олег Николаев журналистсене ҫӗнӗ хыпарсемпе паллаштарнипех ҫырлахтарасшӑн мар, журналист тӗпчевӗсем те пумалла тесе шухӑшлать вӑл. Ун шучӗпе, кун пек материалсем вулакансемшӗн ҫеҫ мар, тӳре-шарашӑн та кӑсӑклӑ. Тӗпчев материалӗсем пуҫлӑхсемшӗн те ӗҫре усӑ курма, пӗлме кирлӗ. Вулавӑшсен, культура учрежденийӗсен хаҫат-журнала ҫырӑнсах илмеллех тесе каланӑ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ултӑ метр тӑршшӗ чӑваш сурпанӗ районпа хула тӑрӑх ӑсанӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев паян Правительство ҫуртӗнче ирттернӗ канашлура каланӑ. Аса илтерер: иртнӗ эрнере, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра ҫӗнӗ уява, Чӑваш тӗррин кунне, палӑртрӗҫ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ирттерӗ мероприятире ултӑ метрлӑ сурпан кӑтартрӗҫ. Унӑн пайӗсене районсемпе хуласенчи ӑстасем хатӗрлерӗҫ те «Паха тӗрӗ» хапрӑкра пӗрлештерчӗҫ. Варрине «Сурпан Пӗрле» тесе тӗрлерӗҫ. Пӗрлехи ӗҫе районсемпе хуласенче кӑтартӗҫ. Ҫакӑн пек сӗннӗ республика Элтеперӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |