Политика
ЧР Элтеперӗ Михал Игнатьев икӗ эрнелӗхе отпуска кайни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Михаил Васильевич ӑҫта канни пирки пӗлес килет-и? Кун пирки вӑл «Инстаграмра» пӗлтерсех тӑрать, сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарать. Аса илтерер: Элтепер отпуска чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче кайнӑ. Хальлӗхе ун вырӑнне Иван Моторин юлнӑ. Михаил Васильевич Железноводск хулинче канать. Вӑл хулари истори вырӑнӗсемпе паллашать, вӗсем патӗнче сӑн ӳкерӗнсе хӑйӗн страницине вырнаҫтарать, комментарисем ҫырать. Вырӑнти пейзаж та Элтепере илӗртет. Михаил Игнатьевӑн страницине пӑхса тӑракансем комментарисем ҫырса хӑвараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Сар.ru сӑнӗ Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ конференци ирттернӗ, унта уйрӑм ертӳҫи пулма Юрий Кислова шаннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Депутатсен ытларахӑшӗ шӑпах Юрий Кисловшӑн сасӑланӑ, ҫавна май вӑл уйрӑм ертӳҫи пулса тӑнӑ. Аса илтерер: Юрий Кислов Улатӑр районӗнчи Кувакино салинче 1954 ҫулта ҫуралнӑ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫулта вӗренӳ мастерӗ, техникум директорӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 30 ҫула яхӑн Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн директорӗ пулнӑ. Халӗ те вӑл унтах аталану директорӗнче вӑй хурать. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, ача-пӑча фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн председателӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев канма шухӑшланӑ. Ҫулталӑкри черетлӗ канура вӑл чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗ таран пулӗ. Михаил Игнатьев каннӑ вӑхӑтра республика Ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха Иван Моторин пурнӑҫлӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ. Иван Моторин — Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи. Михаил Игнатьев республикӑри «Хыпар» тата «Советская Чувашия» хаҫат тӗп редакторӗсене Татьяна Вашуркинӑпа Владимир Васильева панӑ пӗр интервьюра ҫулсеренех кӗркунне, ҫуллахи хӗрӳ ӗҫрен кӑшт пушансан, каннине пӗлтернӗччӗ. Тата вӑл хамӑр ҫӗршывра тата ҫемйипе вӑхӑта ирттерме юратнине хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе асӑннӑ ведомствӑра пӗрремӗш ҫум пулса тӑрӑшнӑ Сергей Кудряшова шаннӑ. Сергей Кудряшов 1982 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, унта вӑл Физика учителӗн профессине алла илнӗ. Каярах РФ вӗренӳ ӗҫченӗсен квалификацине ӳстермелли академийӗнче, Шупашкарти коопераци институтӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӗве туптанӑ. Канаш районӗнчи, Шупашкарти шкулсенче вӗрентекен тата директор ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ, Шупашкарти 55-мӗш вӑтам шкулта директорта ӗҫленӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин пай пуҫлӑхӗ, Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ, ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ, пӗрремӗш ҫумӗ пулса тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Вадим Николаев Следстви комитечӗ Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. «Регнум» информагентство пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Чӑваш Ен сенаторӗн Вадим Николаевӑн ывӑлӗ пирки пырать. Ку кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗрле Водопровод урамӗнче пулнӑ. Иван Николаев лайӑхах палламан тантӑшӗпе хирӗҫсе кайса ӑна чӑмӑрӗпе питӗнчен ҫапнӑ. Лешӗн янах шӑмми хуҫӑлнӑ. Ҫакна кӳнтеленсем те курнӑ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Сӑмах май, Иван Николаевпа ҫакнашкал пӑтӑрмах унччен те пулнӑ-мӗн. Ҫу уйӑхӗнче вӑл тата Элтепер ывӑлӗ Иван Игнатьев Оперӑпа балет театрӗ умӗнче тӑватӑ ҫамрӑкпа ҫапӑҫнӑ. Ку сас-хура халӑхра хӑвӑрт сарӑлнӑ, ҫавӑнпа Михаил Игнатьев ирттернӗ планеркӑра ШӖМ ҫапла ӑнлантарнӑ: «Иван Игнатьев ҫапӑҫман, ӑна та хӗнемен, вӑл та никама та тытман». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Михаил Богаратов Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР спорт министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ҫынна палӑртнӑ. Ку пукана Михаил Богаратов йышӑннӑ. Михаил Васильевич палӑртнӑ тӑрӑх, Михаил Богаратовӑн респубикӑри спорт сообществинче авторитет пур. Вӑл пурнӑҫӗнчи 39 ҫулне спорт тытӑмне халалланӑ, вӑйлӑ спортсменсене хатӗрленӗ. 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен вара Чӑваш Енри футбол федерацине ертсе пырать. Элтепер ҫӗнӗ ертӳҫе министерство умӗнче тӑракан тӗллевсем пирки аса илтернӗ. Михаил Богаратова министра кадр процедурисене вӗҫленсен лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин «Экологи тата природопользовани ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн» директорне Сергей Рязанова ӗҫрен кӑларасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Аса илтерер: Сергей Венедиктович ку должноҫра кӑҫалхи ҫӗрте уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен ӗҫленӗ. Унччен вӑл ЧР радиологи центрне ертсе пынӑ. Сергей Рязанов умӗн институт ертӳҫи Владимир Барсуков пулнӑ. Ӑна кӑҫал ака уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Институтӑн «ЭнергосбытТ Плюс» АУО умӗнче парӑм пур: 1,4 миллион тенкӗ ытла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн канашӗн ертӳҫи пулма урӑх ҫынна лартасшӑн. Ҫак тилхепене тытса пыракан Анатолий Аксаков тивӗҫтерменрен, парти пайташӗсем хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнишӗн мар. Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта партин регионти уйрӑмӗн канашӗн бюровӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Анатолий Аксаков ертсе пынӑ. Раҫҫейри паллӑ политика маларах партин Тӗп Президиумӗн пайташне суйланӑ иккен. Ҫавна май Анатолий Аксаков хӑй вырӑнне Олег Николаева сӗннӗ. Олег Николаев унччен Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑччӗ. Кайран вӑл РФ Патшалӑх Думине суйланчӗ. Банк тытӑмӗнче ӗҫленӗскер экономика ыйтӑвӗсене аван ӑнланать. Отчетпа суйлав конференцийӗ чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Педуниверситетӑн ученӑй канашӗн ларӑвӗ Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ, унччен Информаци политикин министерствине ертсе пынӑ Алексакндр Иванов И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорачӗ ҫумӗнче канашҫӑ пулса тӑрӑшать. Ҫӗнӗ ҫынпа аслӑ шкулӑн ректорӗ Владимир Иванов педуниверситетӑн ученӑй канашӗн ларӑвӗнче паллаштарнӑ. Ку вӑл иртнӗ эрнерех, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Александр Иванов «тӗллевлӗ хатӗрлессишӗн, тӗллевлӗ вӗренӗвӗн нормативпа право никӗсне йӗркелессишӗн, ӗҫ паракансемпе ҫыхӑну тытассишӗн» яваплӑ. Аса илтерер, Александр Иванова Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхне лартаҫҫӗ сӑмах тухнӑччӗ. Ун пек калаҫнине Александр Белов журналист тӗнче ттелӗнчи хаҫӑтсенчен пӗринче ҫырнӑччӗ. Апла пулсан, ку хыпар чӑнлӑхпа килӗшсе тӑмарӗ курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Александр Иванов Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗнче ӗҫленӗ, унччен республикӑн информаци политикине ертсе пынӑ Александр Иванов ҫывӑх вӑхӑтра епле пукан йышӑнасси паллӑ. Ҫакӑн пирки пурне те пӗлсе тӑракан республикӑри паллӑ журналист Александр Белов пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, Александр Иванов Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗн пуканне йышӑнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Издательство пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Валерий Комиссаров унти тилхепене вӗҫертӗ ҫеҫ мар, Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн ертӳҫинче те ӗҫлеме пӑрахӗ имӗш. Издательство пуҫлӑхӗнче вӑл 2005 ҫултанпа тӑрӑшать. Учреждени, ҫак йӗркесен авторӗ асӑрханӑ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче тӗрлӗ регионти тата чикӗ леш енчи куравсене те час-часах тухса кӗрет, унта Валерий Комиссарова та курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |