Политика
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн конференцийӗнче вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе республикӑн Патшалӑх Канашӗн пуҫлӑхне йышӑнма тивӗҫ ҫынна палӑртнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» иртернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх Канашӗн ҫитес ларӑвӗнче Патшалӑх Канашӗн Председательне ҫирӗплетмешкӗн асӑннӑ фракци депутачӗсем вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе Альбина Егоровӑн кандидатурине сӗннӗ. Политика партийӗн регионти уйрӑмӗн секретарӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама те Юрий Кисловах шаннӑ, ӑна та вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе ҫирӗплетнӗ. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, парти конференцийӗнче кӑҫал тумалли ӗҫсене тишкернӗ. Унсӑр пуҫне парти предстедателӗн йышӑну пӳлӗмӗн ӗҫ-хӗлне пӑхса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Енӗн юстиципе харпӑрлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Алексей Вязова ӗҫрен янӑ. Ун пирки кӑларнӑ йышӑнӑва паян, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Кун ҫинчен «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, йышӑнӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ҫак документрах Алексей Валерьевича дожноҫран мӗншӗн хӑтарнине те асӑннӑ — вӑл урӑх ӗҫе куҫать-мӗн. Алексей Вязов юстици министрӗн ҫумӗнче — ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗнче 2014 ҫулхи раштавранпа ӗҫленӗ. Палӑртса хӑвармалла, Алексей Валерьевич И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренсе юрист дипломне илнӗ, патшалӑх тытӑмӗнче 1998 ҫултанпа вӑй хурать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн пресс-секретарьне Светлана Каликовӑна отставкӑна янӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ЧР Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министӗр ҫумӗн пуканне йышӑннӑ. Паян Чӑваш кӗнеке издательствин генеральнӑй директорӗн должноҫне палӑрмашкӑн кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче ӗҫлӗ ушкӑн ларӑвӗ иртнине пӗлтернӗ. Конкурса виҫӗ ҫын заявка панӑ. Ӗҫлӗ ушкӑн документсене пӑхса тухсан ку пукана Светлана Каликовӑна пама сӗннӗ. Палӑртмалла: 47 ҫулти Светлана Каликова ЧР Элтеперӗн пресс-секретарӗнче виҫӗ ҫул ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Александр Андриянова тытса чарнӑ. Ҫакна Федераци хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗ те ҫирӗплетет. «Ҫыхӑнура» портал журналисчӗсем тӳре-шарана мӗншӗн тытса чарнине уҫӑмлатасшӑн пулнӑ. Хӑрушсӑрлӑх служби комментари паман. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине шӑнкӑравласан ку ыйтупа ӗҫсен управляющийӗпе ҫыхӑнма ыйтнӑ. Лешӗ вара ку ыйтӑва хуравлайманнине пӗлтернӗ, ҫапах Александр Андриянов чӑнах та ӗҫ вырӑнӗнче ҫуккине каланӑ. Палӑртмалла: Александр Андриянов администрацире хула строительствин, ЖКХ тата инфратытӑм енӗпе ӗҫлет, ку должноҫа вӑл 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Шупашкар мэрӗ Евгений Кадышев Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн Президиумӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта Словаки Республикипе килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Халӗ Тренчин хулипе ҫыхӑнусем йӗркелес ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Палӑртмалла: Тренчин – туристсен центрӗ, ӑна канакансем килӗштереҫҫӗ. Вӑл Словакин хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ, Чехипе чикӗленет. Ҫак хулапа ҫыхӑну тытни мӗн парӗ? Депутатсем ҫак ыйтӑва тӗплӗн пӑхса тухнӑ йыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ. Каламалла: паянхи кун тӗлне Чӑваш Енпе Словаки Республикинчи Тренчин хулипе килӗштесре ӗҫлени пирки килӗшӳ ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, малашне министрсем отпуск ҫумне тепӗр 12 канмалли кун (тӳлевлӗ) илеймӗҫ. 2012 ҫулта Элтепер тӳре-шаран нормӑламан ӗҫ кунӗ пулнине палӑртнӑ. Ку министрсене, патшалӑх службин ертӳҫисене, администрацири хӑш-пӗр управлени пулӑшуҫисемпе пуҫлӑхӗсене пырса тивнӗ. Нормӑламан куншӑн вӗсем тӳлевлӗ 12 канмалли кун илме пултарнӑ. Халӗ вара 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йышӑннӑ хушӑва пӑрахӑҫланӑ. Ҫапла майпа министрсемпе хӑш-пӗр тӳре-шара канмалли хушма 12 кунсӑр тӑрса юлнӑ. Эппин, вӗсем халӗ киле 17 сехетре киле кайма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ҫӗнӗ Шупашкарти10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 26-мӗш ҫуртра пурӑнакан арҫын ача ӗнер кӑнтӑрла, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, киле таврӑннӑ – хваттерте вара пушар алхаснӑ. 17 ҫулти арҫын ача шӑп ҫав вӑхӑтра шкултан ҫитнӗ. Хваттере кӗнӗ те тӗпелте ҫулӑм ялкӑшнине курнӑ. Вӑл тӳрех пушарнӑйсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Юрать, пушарта никам та шар курман. Ҫулӑм тӗпелти сӗтел-пукана, техникӑна тӗп тунӑ. Пушарнӑйсем «хӗрлӗ автана» нумай алхасма паман – 5 минутранах ҫулӑма сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сайтран илнӗ сӑн «Медиалоги» федераци информаципе аналитика компанийӗ Атӑлҫи федераци округӗнчи субъектсенчи тӗп хуласен пуҫлӑхӗсен медиатанлаштарӑмне хатӗрленӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков унта виҫҫӗмӗш йӗркене йышӑннӑ. 2018 ҫулта Алексей Ладыковӑн медиаиндексӗ, 2017 ҫулхипе танлаштарсан, хӑпарнӑ: 4500 ытларах. Ҫапла майпа ку кӑтарту 39124-па танлашнӑ. Медиаиндекса шутланӑ чухне федераци тата регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсене тишкернӗ, вӗсенчи кӑтарту тӑрӑх медиатанлаштарӑм хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Александр Кондратьев Чӑваш Ен прокурорӗн ҫӗнӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку пукана унччен Мари Элта ҫак должноҫрах ӗҫленӗ Александр Кондратьев йышӑннӑ. Александр Александрович 1989 ҫулта Звенигово районӗнчи прокуратурӑра следовательте стажерта ӗҫлеме пуҫланӑ. 1994-2000 ҫулсенче унтах прокурор ҫумӗнче вӑй хунӑ. 2007 ҫулта ӑна Мари Эл прокурорӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ӑна ку ӗҫрен кӑларнӑ. Александр Кондратьев ҫӗнӗ должноҫра ӗҫлеме пуҫланӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
KazanFirst кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрах, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн тӗллевӗсемпе усӑ курма иномарка туянма шутланӑ. Вӑл «тимӗр ута» кредитпа илесшӗн-мӗн. Автосалона Элтепер мӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе пынӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ кӑларӑм палӑртнӑ тӑрӑх, Михаил Васильевича кредит заявкине пӗр банка яма пулӑшнӑ. Банк ӑна ырланӑ-и е ҫук-и – хальлӗхе паллӑ мар. Ҫакна вара ҫирӗплетсех калама пултараҫҫӗ: Элтепер «Тайота» РАВ 4 маркӑллине суйланӑ, шӑпах ӑна туянасшӑн. Банк кредит пама килӗшсен ҫак иномаркӑпа Михаил Игнатьеван мӑшӑрӗ ҫӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |