Политика
Чӑваш Енӗн Правительствин ҫӗнӗ ҫурчӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем республика правительствине шансах каймаҫҫӗ. Анчах пурте мар. Оппозици текен хӑш-пӗр партин хӑш-пӗр депутачӗ. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, паян чӑваш парламенчӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин парламентри фракцийӗн пайташӗ Игорь Моляков республика Элтеперне Михаил Игнатьева правительствӑна шаннипе шанманни пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче тухса калаҫма сӗннӗ. Парламентари республика ертӳҫине ыранхи сессире калаҫтарасшӑн пулнӑ. Игорь Моляков ыйтӑвӗ Чӑваш Енӗн вице-премьерне Владимир Аврелькина йӗрке хуралҫисем тытса чарнине кура ҫуралнӑ. Парламентӑн президиумӗн паянхи ларӑвне хутшӑннӑ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗсем Игорь Моляков сӗнӗвне ырламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян ЧР экономика министрне Владимир Аврелькина Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тытса чарни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Министр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Владимир Аврелькина следстви вӑхӑтӗнче икӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Министра нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗччен арестленӗ. Владимир Аврелькин ЧР Экономика министерствине 2013 ҫултанпа ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Нина Шпилеваяпа асӑннӑ муниципалитетри Первомайски ял тӑрӑхӗн администрацийӗн Елена Шумилова хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Тавлаштараканни — машина имӗш. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, РФ Президенчӗн суйлавӗ вӑхӑтӗнче асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче суйлава хутшӑннисенчен 100 проценчӗпех Владимир Путиншӑн сасӑланӑ. Ҫавӑншӑн ял тӑрӑхне машинӑпа хавхалантарма йышӑннӑ. Транспорта райадминистрацине куҫарма ыйтнӑ. Транспорт налукне, машинӑна тытса тӑма кирлӗ тӑкака ял тӑрӑхӗн хӑйӗн саплаштармалла-мӗн. Ял тӑрӑхӗн депутачӗсем, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне майлӑ пулнӑ. Ӑна хӳтӗлеме ыйтса вӗсем «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков патне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сайтран илнӗ сӑн Паян Шупашкар хула администрацийӗнче планерка иртнӗ, унта Федерацин налук службин инспекцийӗн Шупашкарти пуҫлӑхӗ Станислав Федоров ҫитнӗ. Хӑш-пӗр депутат халӗ те пурлӑх налукне тӳлемен-мӗн. Аса илтерер: пурлӑх тата транспорт налукӗсене раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗччен тӳлемелле. Планеркӑра ыйтусене пӑхса тухӑ хыҫҫӑн Станислав Федорова сӑмах панӑ. Вӑл трибуна умне тӑрса налук парса татман депутатсене ятран каласа тухнӑ. «Депутатсен списокӗ пысӑк. Пӗтӗмӗшле парӑм – 400 пин тенке яхӑн. Шӑпах налуксенчен хула хысни йӗркеленет», - палӑртнӑ Станислав Федоров. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков депутатсене часрах налук тӳлеме чӗнсе каланӑ. Хула пуҫлӑхӗ Егений Кадышев та «намӑс» списока лекнисемпе калаҫса илме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Дмитрий Лоскутов Малашне «Главкосмос» АУна пирӗн ентеш Дмитрий Лоскутов ертсе пырӗ. Ку пукана ӑна раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче шанса панӑ. Дмитрий Владимирович Шупашкарта 1978 ҫулта ҫуралнӑ, 4-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ. 2000 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУран «Юриспруденци» специальноҫпе вӗренсе тухнӑ, 2004 ҫулччен РФ Юстици министерствинче ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. 2012-2018 ҫулсенче РФ Правительствин председателӗн ҫумӗн Дмитрий Рогозинӑн пулӑшуҫи пулнӑ. Палӑртмалла: «Главкосмос» - «Роскосмос» Раҫҫей корпорацин предприятийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Шупашкарти депутатсен пухӑвӗн депутатне Антон Ковалев водитель прависӗр хӑварма йышӑннӑ. Вӑл машина рулӗ умне 1,5 ҫул лараймӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн 30 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Антон Ковалева Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнче чарнӑ. Унӑн ҫӑварӗнчен эрех шӑрши кӗнӗ, куҫӗ, ӳчӗ хӗрелнӗ, хӑй утнӑ чухне тайкаланнӑ. Депутат медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Хӑй вара судра ҫакна ҫапла ӑнлантарнӑ: документсене ылмаштарасран хӑранӑ имӗш. Ара, вӑл политкӑра, общество ӗҫӗнче ӗҫлет-ҫке-ха та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Элтепер администрацийӗн автобазине ҫӗнӗ машинӑсемпе пуянлатма палӑртнӑ. Хальхинче 5 ҫӑмал автомашина туянасшӑн. Сӑмах май, унччен виҫӗ машина илнӗ. Хальхи транспортпа танлаштарсан, унчченхи «тимӗр утсен» хакӗ пӗчӗкрех пулнӑ: виҫҫӗшне 4,5 миллион тенкӗпе туяннӑ. Хальхинче администраци пилӗк машинӑна 8 миллион та 300 пин тенкӗпе туянасшӑн. Укҫа-тенке республика хыснинчен уйӑрӗҫ. Аукцион раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ. Палӑртмалла: 2012 ҫулта Чӑваш Ен влаҫӗ 8,3 миллион тенкӗпе икӗ иномарка туяннӑ. Ун чухне ку халӑха самай калаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Алексей Ладыковӑн Инстаграмри страницинчен илнӗ сӑн Паян Шупашкарти тӳре-шара ӗҫе общество транспорчӗпе килессине сайтра хыпарланӑччӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗҫ вырӑнне ҫӗнӗ автобуспа ҫитнӗ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Паян Шупашкарти чылай ҫын ӗҫе кая юлса ҫитнӗ-мӗн. Нумайӑшӗ палӑртнӑ тӑрӑх, общество транспортне халӑх пичкери хӑяр пек чышӑнса тулнӑ. Ҫакӑ тӗнче тетелӗнчи сайтсене, форумсене тишкерсен паллӑ. Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен транспорт реформи вӑя кӗнӗ, унпа килӗшӳллӗн хӑш-пӗр маршрутсене чакарнӑ, теприсен ҫулне улӑштарнӑ, ҫӗнӗ автобуссем янӑ. Паян вара унтанпа – пӗрремӗш ӗҫ кунӗ, реформӑна ҫынсем хӑйсем ҫинче туйса курнӑ. Алексей Ладыков та Инстаграмра реформӑн ҫитменлӗхӗсем пуррине пытарман. Вӑл паян ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчен кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районне ҫитнӗ, кайран 22-мӗш тата 26-мӗш автобуссемпе центра килнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн страницинче ҫапла ҫырнӑ: «Пассажирсемпе килӗшетӗп: «пик» сехетсенче транспорт ҫӳремелли вӑхӑта систематизацилемелле, ҫул укҫишӗн тӳлемелли тытӑма улшӑнусем кӗртмелле. Ӗҫе йӗркелӗпӗр, сирӗнпе пӗрле лайӑхлатас тӗллевпе ӗҫлӗпӗр». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян Чӑваш Енри министрсенчен пӗрне пысӑк наградӑпа чыслама йышӑннӑ. Ҫак тивӗҫе республикӑн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Юрьевна Тимофеева тивӗҫнӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑна «За заслуги перед Чувашской Республикой» (чӑв. Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн) орден медалӗпе хавхалантарас тенӗ. Республикӑн ертӳҫин хушӑвӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Наталья Тимофеевӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата тухӑҫлӑ ӗҫшӗн» чысланӑ. Наталья Юрьевӑна орден медалӗпе наградӑласси ҫинчен калакан хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Нагрсдӑласси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 25-мӗш сессийӗ хӑйӗн ӗҫне малалла тӑснине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Унта РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов та хутшӑннӑ. Парламентарипе «Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн» пуҫлӑхӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Елена Бадаева хӑйне пӑшӑрхантаракан ыйту пирки сӑмах хускатнӑ. Елена Бадаева РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев патне усламҫӑсене пулӑшмалли саккунпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва ӑсатнӑ иккен. Анчах Мускавран хурава ҫур ҫултан та кӗтсе илеймен. Елена Бадаева суту-илӳ павильонӗсем вырнаҫнӑ ҫӗре аукционсӑр илме ӗмӗтленет-мӗн. Валентин Шурчановпа Елена Бадаева мӗн ҫинчен сӑмахлани пирки сессие хутшӑннӑ Александр Белов журналист «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |