Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Кислов вырӑнне Аршинова йышӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти ертӳҫи Дмитрий Медведев регионсенчи уйрӑмсен секретарӗсем пулма тивӗҫ кандидатсемпе, пурӗ 13 ҫынпа, тӗл пулнӑччӗ. Кун пирки партин сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫав йышра РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова та пулнӑччӗ.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарӗн тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ку хыпара депутат Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ҫапла вара 35 ҫулти Алена Аршинова 65 ҫулти Юрий Кислова ылмаштарнӑ.
Вулакан // 3574.58.7274
2020.03.28 12:40 | |

Унӑн "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партишӗн сасӑламаспӑр!
"Панулми" ("Яблоко") оппозици партишӗн сасӑлама пултаратпӑр.