Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Мӑн Сӗнтӗрте юпасен комплексне уҫрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.09.2017 19:28 | 3133 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Уявра. Марина Карягина тунӑ сӑн
Уявра. Марина Карягина тунӑ сӑн

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче паян пӗр уйрӑм хуҫалӑхра чӑваш юписен комплексне уҫрӗҫ. Чаплӑ уява Евгений Ерагин-Ешентей мӑчавӑр ертсе пычӗ. Кил хуҫин йӑхне пиллерӗҫ, ытлӑ-ҫитлӗ, сывлӑхлӑ пулма сунчӗҫ.

Кил хуҫи, Туринке Юрий Данилович (хӑй каланӑ тӑрӑх Маргарита Туринке унӑн аппӑшӗ пулать) ҫак юпасен комплексне уҫма мӗн сӑлтавлани пирки каласа пачӗ. Пӗрремӗшӗ — мӑнукӗсемпе ачисене тӑван халӑх культурипе ҫыхӑнтарас тени. «Шел те, хӑй вӑхӑтӗнче ҫакӑн ҫинчен ытлашшиех пуҫ ватман ҫав. Ҫамрӑк чухне, ҫулланса ҫитсен те ытларах ҫемьене тӑрантарасси пирки шухӑшланӑ, ачасене чӑвашлӑх ҫулӗ ҫине тӑратмалли пирки сахал шутланӑ тата вӑхӑт тупайман. Ачана та чӑвашла калаҫма вӗрентеймерӗм. Халь тин, 50 урлӑ каҫсан ҫеҫ, тӑван чӗлхе тата тӑван халӑх культурин пӗлтерӗшне туйса илтӗм. Ҫак юпасен комплексӗ вӗсен чунӗсенче чӑвашлӑха вӑратасса шанса тӑратӑп. Мӑнуксене те тӑван чӗлхене вӗрентесех тетӗп», — пӗлтерчӗ кил хуҫи. Иккӗмӗш сӑлтавӗ — Ҫӗрпӳри этнокомплексри юпана пупсем хистенипе кӑларса пӑрахтарни (хальхи вӑхӑтра Ҫӗрпӳри юпана тепӗр чӑваш укҫалла туянса хӑйӗн картишне лартнӑ). Ку пулӑм унӑн чунне вӑйлӑ ыраттарнӑ иккен. Ҫавна пулах юпасене вӑл унти пек тутарнӑ.

Сӑмах май, юпасен авторӗ — Вячеслав Еткер кӳлепеҫӗ. Комплекс пилӗк юпаран тӑрать. Варринче — тӗп юпа, ун тӑрринче Танкӑр Турӑ сӑнарӗ. Комплексӑн тӑватӑ кӗтесӗнче — ку вӑл чӑвашсен тӗнче модельне кӑтартать — тӑватӑ юпа: ылтӑн юпа, кӗмӗл юпа, пӑхӑр юпа тата чул юпа. Кашни юпи ҫинче кӑвакалсем, кӑвакалӗсен урисенче виҫӗ ҫӑмарта. Комплекс йӗри-тавра чечексемпе лутра тӗмӗсем вырнаҫтарнӑ. Кӗме вара кӗпер урлӑ каҫмалла.

Туринке Юрий Данилович Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшра 1964 ҫулта ҫуралнӑ. Хӑй вӑл тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерекен пӗчӗк предприяти тытса тӑрать.

Хушса ҫырни: шел те, фотоаппарат гуманитари институтӗнче юлчӗ, ҫавна пула сӑнсемпе паллаштарма май ҫук. Унта тунтикун ҫеҫ лекейрӗп, ҫавӑнпа та сӑнсене ун чухне кӑна лартайӑп.

Ку уявра ӳкернӗ сюжета наци телекуравӗпе тата «Чӑваш Ен» телекомпанийӗн эфирӗнче курма май пулӗ. Ҫавӑн пекех Марина Карягина Вячеслав Еткере ытларикун тухакан тӳре эфира чӗннӗ.

#Мӑн Явӑш, #Мӑн Сӗнтӗр, #чӑвашлӑх, #тӗн, #Муркаш районӗ, #Вӑрмар районӗ, #Ҫӗрпӳ

 

Сӑнсем (67)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 1073.09.8311
2017.09.16 22:30
Асӑм юписем... Пӗрлӗх юписм... Ҫакӑ вӑл чӑваш чунӗн вилӗмсӗрлӗхӗ! Туринкесен ратти ӗмӗр ытла тӑван халӑха ҫутта туртать, паттӑрлӑх кӑтартать.
Маттур ҫумне маттур туртӑнать, пӗрле пулса паттӑр ӗҫ тӑвать.Чаппул Эткере те мухтав та чыс!
Пил те пхил сире, тӑванӑмсем. Вит.Станьял
Тимер Акташ // 2263.70.1465
2017.09.16 23:40
Маттур, Юрий Туринке тата Слава Эткер шӑллӑмсем! Сирӗн ӗҫне питӗ ырлатӑп! Тата Мӑн Сӗнтӗр тӑрӑхӗнче, эпӗ илтнӗ, влаҫҫемпе пупсем чӑвашлӑха, чӑваш авалхи тӗнне - нумай хистенӗ. Вӑрнар тӑрахӗн ачи вырӑнти чӑвашсене Ешентей мӑчавӑрпа чӑвашлӑха кӑтартчӑр! Лешсем ассимиляцийӗн пусмӑрлӑхран вӑранччӑр! Ҫапла пултӑр!
Тимер // 1726.84.3785
2017.09.18 08:53
Вӑт Туринке тытнӑ та тӗлӗнмелле пысӑк ӗҫ тунӑ.Путинран йӗрсе ыйтса ларман.Чиновниксенчен кӗтмен тата чӗнмен те.Халь ӑна пиарит хӑйне тесе тапӑнасса кӗтсен тӑр тӗрлӗ ваҫҫасенчен. Тата Туринке ачине хӑй чӑвашла попляма вӗрентейменнишӗн хӑйне кӑна ӳпкелет.Вӑл каламасть ача пахчин тивӗҫӗ ку тесе.Вӗрентен паллаах лайӑх.Кам тупӑшӗ?.Вӗретмесен вара, вҫо ,пӗтрӗмӗр?.
Микула // 9259.3.8429
2017.09.18 16:37
Эпӗ каламасан камран тата пӗлӗр ? Юпасене пӗртте хирӗҫ мар,анчах та юпа лартасси вӑл чӑваш тӗнне нихҫан та ҫӗклеймӗ,чӗлхене сыхласа хӑварасс ӗҫре те пулӑшаймӗ. Туристсене ерешлӗрех кӑна пулӗ. Тӑван чӗлхе пуласлӑхӗ ачасенче,юпасенче мар. Юпа вӑл "пятое-десятое", тепрехинче ылттӑнран лартма та пултаратӑр,тӑван чӗлхепе ӳҫтермелли ача пахчисем паян кун чи пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем пулсан чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗ те пулӗ.
Анатоли ЫРЬЯТ // 2242.16.6838
2017.10.03 19:04
Юпа лартса чӑвашлӑха, унан историне, йали-йӗркисене, ҫырулӑхне, чӑваш чӗлхипе литературине ҫӗклеме май пулсан - Турра шӗкӗрччӗ. Эпӗ Микулапа 1000 процент килӗшетӗп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем