Политика
ШӖМ сайтӗнчи сӑн Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министрне палӑртнӑ. Ку пукана Волгоград облаҫӗнчи ШӖМ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, шалти ӗҫсен службин генерал-майорӗ Виктор Шметков йышӑннӑ. Виктор Анатольевич Астраханьте 1963 ҫулта ҫуралнӑ. Хальлӗхе вӑл Чӑваш Ене килмен-ха, пирӗн пата ҫитсен унпа ШӖМ ӗҫченӗсене, республика ертӳлӗхне паллаштарӗҫ. Аса илтерер: унччен ку тивӗҫе полицин генерал-майорӗ Сергей Неяскин пурнӑҫланӑ. Вӑл ку ӗҫре виҫӗ ҫул тӑрӑшнӑ. Нумаях пулмасть, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, РФ Президенчӗ ӑна отставкӑна янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Анна Спиридонова иномарка рулӗ умӗнче ларнӑ чухне тепӗр машинӑна пырса лекнӗ, хӑй вара авари вырӑнӗнчен кайнӑ. Кун пирки пирки ЧР прокуратури пӗлтерет. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, кӗҫех 32 ҫулти депутата тупнӑ, протокол ҫырнӑ. Анчах ҪҪХПИ ӗҫченӗ административлӑ ӗҫ производствине чарса лартнӑ. Прокуратура вара Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗ ҫапла майпа йӗркене пӑснине палӑртнӑ. Ӗҫе тепӗр хутчен пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн протокол ҫырнӑ, миравай суд вара Анна Спиридоновӑн водитель правине туртса илме йышӑннӑ. Депутат ӗҫе суда тепӗр хутчен пӑхса тухма панӑ, анчах усси пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Этеперӗн Инстаграмри страницинчи сӑн Паян «Шалта-Балтай» телеграм-каналта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӳршӗ Чулхула облаҫӗнчи кардиологи центрӗнче сипленни пирки пост тухнӑ. Михаил Васильевич чӑнах та каллех пульницӑра выртать-им? Телеграмм-каналта кунашкал хыпар тухсан Элтеперӗн пресс-секретарӗ Олег Сидоров акӑ мӗнле пӗлтернӗ: «Элтепер 31-мӗшӗччен отпускра. Вӑл хӑйне чиперех туять, ӗнер унпа калаҫрӑм. Вӑл отпускра кӑна, вӑл канать кӑна». Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче федераци МИХӗсенче Элтепер Питӗрти мероприятирен пульницӑна кардиологи уйрӑмне лекни пирки ҫырчӗҫ. Ун чухне унӑн пресс-секретарӗ Михаил Игнатьев плана кӗртнӗ отпускра пулни пирки, сывлӑхне тӗрӗслеттерни ҫинчен ӗнентернӗччӗ. Элтепер ӗҫе ҫурлан 5-мӗшӗнче тухнӑ, тепӗртакран, ҫурлан 12-мӗшӗнче, каллех отпуска кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
gorodskoyportal.ru сайтран илнӗ сӑн Нумаях пулмасть Наци телекуравӗпе пыракан «По существу» кӑларӑмра ЧР Элтеперӗн хӑрушсӑрлӑх тата коррупципе кӗрешекен управленин пуҫлӑхӗ Сергей Галошев калаҫнӑ. Вӑл декларацире тупӑшсене пытарнӑ депутатсем пирки каласа кӑтартнӑ, Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Алексей Никитин ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Ҫак депутат декларацире хӑйӗн тата арӑмӗн тупӑшӗсене пӗтӗмпех кӑтартман-мӗн. Вӗсен тата нумай счетсем пур иккен, вӗсенче – вун-вун миллион тенкӗ. Материалсене Шупашкар хулин дупутатсен пухӑвне янӑ, депутатсем ун тӗлӗшпе айӑплав йышӑнма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Nsss-russia.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫӗнӗ ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ 38 ҫулти Дениса Паспекова ӗҫрен кӑларнӑ. Кун ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин паян, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Аса илтерер: Чӗмпӗр облаҫӗнчи Тимирязев поселокӗнче ҫуралнӑ специалиста ЧР Ял хуҫалӑх министерствинчи пукана кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче шанса панӑччӗ. Денис Иванович ку должноҫе йышӑниччен «Госсорткомисси» ертӳҫинче ӗҫленӗ. Маларах вӑл Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствинче тӗрлӗ должноҫре 10 ҫул тимленӗ. Ӳсен-тӑран, механизаци, химизаци тата ӳсен-тӑрана хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен департамент директорӗн ҫумӗ пулнӑ. Денис Паспеков — ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сайтри сӑн Иртнӗ уйӑхра прокуратура Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене тӗрӗсленӗ. Ведомство вӗсен тата арӑмӗсен, 18 ҫул тултарман ачисен 2018, 2017 ҫулсенчи тупӑшӗсене, пурлӑхӗсене тишкернӗ. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ: депутатсем деклараци тӑратнӑ чухне йӑнӑшсем янӑ. Халӑх тарҫисем пурӑнман икӗ помещение, машина туяннине, арӑмӗн хваттерне сутсан илнӗ тупӑша, хваттер туяннине декларацире кӑтартман. Моторлӑ кимӗ, икӗ гидроцикл, хваттер, ҫӗр пайӗ, куҫман пурлӑх харпӑрлӑхра пулнине те пытарнӑ тӗслӗх пулнӑ. Пӗтӗмпе 25 депутатӑн декларацийӗнче йӑнӑш тупнӑ. Прокуратура Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Иван Моторин. Sovch.chuvashia.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев черетлӗ канӑва кайнӑ. ЧР Конституцийӗн 76-мӗш статйинче пӑхса хӑварнине шута илсе республика пуҫлӑхӗн тивӗҫне Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин (сӑнӳкерчӗкре) пурнӑҫлӗ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен канӗ. Апла пулсан вӑл республикӑн тӗп хули 550 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисене хутшӑнасси иккӗленӳллӗ. Михаил Игнатьев Элтепер унччен нихӑҫан та ҫулла канман. Кӑҫал вӑл хӗллеччен тӑхтас темен. Аса илтерер: Питӗрти пульницӑра сипленнӗ хыҫҫӑн Михаил Васильевич ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫе кӳлӗннӗччӗ. Ӗҫе тухиччен вӑл Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳренине, иртен-ҫӳренпе калаҫнине Инстаграмра пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cheb.media сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти социаллӑ экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ. Ку мероприятие Элтепер яланах хутшӑннӑ. Анчах хальхинче вӑл унта курӑнман. Кун пирки «Правда ПФО» сайт ҫырать. «Мероприятире пӗртен-пӗр кӗтменлӗх Михаил Игнатьев ҫукки пулчӗ», - ҫапла ҫырнӑ сайт. «Правда ПФО» пӗлтернӗ тӑрӑх, Элтепер ҫитес эрнерен каллех отпуска каять. Вӑл каннӑ чухне сывлӑхне малалла ҫирӗплетет-мӗн. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Михаил Игнатьев Питӗрти пульницӑра кардиологи уйрӑмӗнче сипленнӗ. Унтан вӑл утӑн 27-мӗшӗнче таврӑннӑ, Михаил Васильевич кун пирки Инстаграмри хӑйӗн страницинче те пӗлтернӗ. Пульницӑран таврӑнсан Элтепер ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫе кӳлӗннӗ. Ҫав кунах вӑл Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳренӗ, иртен-ҫӳренпе калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
«Правда ПФО» сайтри сӑн ӳкерчӗк Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулмалли кандидата суйламалли конкурс иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: конкурс комиссийӗн ларӑвне ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынӑ. Паян республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетесси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Министр ҫумӗн пуканне ӗнерхи конкурс ҫӗнтерӳҫине Павел Порфирьева шанса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Конкурс комиссийӗн ларӑвӗ Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулмалли кандидата суйламалли конкурс иртнӗ. Конкурс комиссийӗн ларӑвне ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынӑ. Министр ҫумӗ пулма кандидатсене суйламалли конкурс иртессине маларах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче тата РФ граждан службин кадрӗсен управленийӗн тӗнче тетелӗнчи пӗрлехи тытӑмӗнче утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Министр ҫумӗн пуканне йышӑнас кӑмӑллисем иккӗн тупӑннӑ: Денис Валерианович Афанасьев тата Павел Николаевич Порфирьев. Конкурс комиссийӗн пайташӗсем Павел Порфирьев кандидатурине ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |