Ҫӑмӑл атлетсен кӑҫал иртекен Тӗнче чемпионатне Чӑваш Ен интересне хӳтӗлекен Анжелика Сидорова хутшӑнма пултарать. Шӑчӑпа ҫӳллӗшне сикекен ҫак хӗрсӗр пуҫне Раҫҫей спортсменкисенчен Дарья Клишинӑна ирӗк панӑ.
Спортсмен 1991 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ. Раҫҫейри ӑмӑртусенче вӑл темиҫе хутчен те чемпион ятне тивӗҫнӗ. Википеди пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑсталӑха Сидорова «Юность Москвы» обществӑра Светлана Абрамова тренер ушкӑнӗнче туптать. 2010 ҫулта Тӗнче чемпионатӗнче юниорсем хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. 2013 ҫулта ҫамрӑксем хушшинче Европӑри чемпионатра кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Тепӗр ҫулхине, 2014-мӗшӗнче, А. Сидорова ҫуллахи Европа чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ.
Кӑҫалхи Тӗнче чемпионачӗ ҫурла уйӑхӗнче Лондонра иртмелле.