Республикӑра
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Республикӑра чи лайӑх старостӑна суйланӑ. Ҫак ята Красноармейски округӗнчи Андрей Кондратьев тивӗҫнӗ. Виҫӗ ҫул каялла ӑна халӑх тӳрех 3 ял старости пулма суйланӑ: Шупуҫ, Вӑрманкас тата Туканаш. Ҫак ялсем пысӑках мар, хӗл каҫакан сахал. Ҫулла вара дачниксем самай килеҫҫӗ. Ҫынни нумай мар пулсан та татса памалли ыйтусем тупӑнсах тӑраҫҫӗ: ҫул тасатасси, ҫӳп-ҫап илсе тухасси, урамсенче ҫутӑ тӑвасси... Андрей Кондратьев пур ҫӗре те ӗлкӗрме, хастар пулма тӑрӑшать. Палӑртмалла: конкурса республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 30 ытла староста хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳри Станислав Богословский техникумра техник-строителе вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн специальноҫпа ӗҫ тупайман. Пулӑшу ыйтса вӑл «Работа России» (чӑв. Раҫҫейри ӗҫ) Ҫӗрпӳри кадр центрне ҫул тытнӑ. Надежда Алексеева карьера консультанчӗ Станиславӑн кӑмӑлне кура трактриста вӗренме сӗннӗ. Ку специальноҫа «Нива» вӗренӳ центрӗнче алла илме май килнӗ. Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче Станислав ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтерсе экзамен тытнӑ. «Тракторист таҫта та кирлӗ, вӑл ӗҫ йывӑр. Манӑн тантӑшсем вӑл спецаильноҫа алла илесшӗн мар. Эпӗ вара ку спецальноҫпа нихӑҫан та ӗҫсӗр юлмӑп. Ӗҫ укҫи те мана тивӗҫтерет», — тенӗ ҫамрӑк арҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "На связи" форумри сӑн Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнченпе «Улатӑр - Канаш» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑс Йӗпреҫре чарӑнма пуҫлӗ. Ҫакна пассажирсене меллӗ пултӑр тесе тунӑ. Йӗпреҫре мӗн чухлӗ тӑрасси пуйӑсран килет. 6390-мӗш тата 6393-мӗш номерли 3 минут тӑрать, 6392-мӗш номерли вара - 1 минут. Палӑртмалла: унччен Йӗпреҫре пуйӑссем чарӑннӑ-ха, анчах поселокран 5-6 ҫухрӑмра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутайра пурӑнакан 57 ҫулти Ольга Валерьевна Воротынцева (Шадрина) ҫухалнӑ. Вӑл ӑҫта пулнине пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ. Килтен кайнӑ кун вӑл сӑрӑ куртка, хура шӑлавар, сӑрӑ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑй 150 сантиметр ҫӳллӗш, ырханкка кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр. Ҫак хӗрарӑма куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-800-700-54-52 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑпа иртекен «М-12» аслӑ ҫул хӗрринче карас ҫыхӑнӑвӗн тата интернета тухмалли тата тепӗр оборудовани вырнаҫтарнӑ. Вӑл Комсомольски тӑрӑхӗнчи Асанкасси ялӗ патӗнчен иртекен автобан патӗнче. Унта интернет ҫыхӑнӑвӗн хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 180 Мбитспа танлашӗ. LTE стандарчӗллӗ телеком-оборудованине «МегаФон» компани вырнаҫтарнӑ. Ҫул хӗррипе пирӗн республикӑра асӑннӑ оператор 20-е яхӑн никӗс станци хута яма палӑртать. LTE сетьне автобанӑн пӗр пайӗ ҫеҫ мар, Асанкасси ялӗ те лекнӗ. Унта пин ытла ҫын пурӑнать. Ялта шкул, культура ҫурчӗ, библиотека, фельдшерпа акушер пункчӗ тата ытти социаллӑ объект пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yar.mk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри вӑрмансене пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Пирӗн республика кӑҫал ҫав тӗллевпе 11 беспилотник туянма палӑртса хунӑ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ Дмитрий Краснов Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнчи стратегилле аталану тата проект енӗпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Дмитрий Краснов «Пилотсӑр вӗҫекен авиаци тытӑмӗ» ҫӗнӗ проектшӑн яваплӑ иккен. Федераци проектне пурнӑҫласа республикӑра «Тӑван ҫӗршывра туса кӑларнӑ авиаци тытӑмне туянассине аталантарасси» регионти проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑнӗҫ. Унӑн ертӳҫи Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов яваплӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курмалли ҫулталӑк пулнӑ май чи лайӑх эколога суйлӗҫ. Вӑл Атӑлҫи федераци округӗнче чи лайӑххи пулӗ. Унта экологи сферинче ӗҫлекенсене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Ӗҫ опычӗ 3 ҫултан кая мар пулмалла. Пӗрремӗш турта заявка памалла, хӑйсен ӗҫӗпе паллаштармалла. Иккӗмӗш тапхӑрта дистанци мелӗпе 40 ыйтӑва хуравламалла. Ҫу уйӑхӗнче конкурса пӗтӗмлетӗҫ. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен «НИИ экологии» АУра йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vk.com сайтри сӑн Чӑваш Енри тӑватӑ арҫын - Александр Дудкин, Виктор Александров, Александр Падиаров тата Владислав Пыркин - Килиманджарӑна парӑнтарнӑ. Вӗсем Африкӑри чи ҫӳллӗ ту ҫине хӑпарас тесе ҫула тухнӑ. Малтан 2 уйӑх хатӗрленнӗ, ту ҫине хӑпарма вара 6 кун кирлӗ пулнӑ. Чӑваш Ен ҫулҫӳревҫсисем пӗчӗк пӳртре пурӑннӑ, вырӑнти апата ҫинӗ, микробсенчен тасатнӑ шыва ӗҫнӗ. Ту ҫине хӑпарма ҫӑмӑл мар: вӑй кирлӗ, «ту чирӗ» те аптӑратма пултарать. Ҫапах тӑваттӑшӗ те парӑнман. Владислав Пыркин 5685 метр ҫӳллӗшне хӑпарнӑ. Ку – унӑн хӑйӗн рекорчӗ. Ҫулҫӳревҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, каялла анасси те ҫӑмӑл пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mazsz.ru сайтри сӑн Канашра пурӑнакан 38 ҫулти арҫын пӗлтӗр пуш уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче АПШра «Киа Соренто» машинӑна сутас тӗлӗшпе аукцион иртесси пирки вуласа пӗлнӗ. Унпа палламан ҫын ҫыхӑннӑ. Вӑл Тольяттири организаци ӗҫченӗ имӗш. Канаш арҫынни машинӑна кӳрсе килме тесе «посреднике» 1 миллион та 200 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах палӑртнӑ вӑхӑтра машина килмен. Ҫавӑн хыҫҫӑн арҫын полицие кайнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() sparklogic.ru сайтри сӑн Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 7 тонна ытла аш-какая утилизаци тунӑ. Ку йӑлтах – сывлӑхшӑн сиенлисем. Ҫапла пӗлтерет ЧР Патшалӑх ветеринари служби. Аш-какай сентре ҫине лекиччен тӗрӗслев витӗр тухать. Ведомство ӗсченӗсем аш пахалахӗпе хӑрушсӑрлӑхне кашни кун тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Кӑҫалхи икӗ уйӑхра специалистсем 14 пин ытла тонна какая тӗрӗсленӗ, утилизацие ямаллисене те тупнӑ. Сӑлтавӗ тӗрлӗрен пулнӑ: срокӗ тухнӑ, упаковки сиенленнӗ, тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗ лайӑхах пулман… Ҫапла 562 килограмм какай, 517 килограмм аш-какай продукцийӗ, 6240 килограмм выльӑх-чӗрлӗх ӑш-чикне утилизацие янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |