Спорт
![]() "Контактри" сӑн Боснипе Герцеговина ҫӗршывӗн тӗп хулинче кикбоксинг енӗпе тӗнче чемпионачӗ вӗҫленнӗ. ЧПУ студентки Полина Петухова унта маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. 20 ҫулти Полина виҫӗ кӗрешӗве хутшӑннӑ, вӗсенчен иккӗшӗнче вӑл ҫӗнтернӗ. «Ку кикбоксерсен спорт пурнӑҫӗнчи тӗп старт шутланать, вӑл икӗ ҫулта пӗрре иртет. Абсолютлӑ ҫӗнтерӳ тумашкӑн шанчӑк пулнӑ тесе шутлатӑп, анчах иртнӗ тупӑшусенче вӑй нумай юлнӑ ахӑртнех», - ҫапла пӗлтернӗ Полина. Палӑртмалла: пирӗн студентка Бразили, Турци, Словаки, Австрали, АПШ, Греци, Австри, Серби, Итали, Польша, Рымыни, Израиль, Инди спортсменкисемпе вӑй виҫнӗ. Полина икӗ кӗрешӳре ҫӗнтерсе пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен спортсменкин Татьяна Гурееван Паралимпиадӑна хутшӑнас шанчӑк пысӑк. Ҫакӑн пирки Бадминтон енӗпе ЧӑвашмЕн командин тӗп тренерӗ Григорий Сергеев каланӑ. Юпа уйӑхӗн 13-20-мӗшӗсенче Дани ҫӗршывӗнче парабадминтон енӗпе тӗнче шайӗнчи ӑмӑрту иртнӗ. Унта тупӑшнине кура 2020 ҫулхи Паралимпиадӑна суйласа илеҫҫӗ. Чӑваш Енри Татьяна Гуреева пӗччен разрядра турккӑ хӗрне Эмине Сечкина ҫӗнтерсе бронза медале тивӗҫнӗ. Ставрополь тӑрӑхӗнчи Ирина Кузьменкӑпа мӑшӑрлӑн тупӑшнӑ чух та бронза медаль ҫӗнсе илнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин ҫӳлти рейтингӗнче ҫавӑн пекех — Юрий Степанов тата Илья Паргеев. Вӗсем те Чӑваш Ен спортсменӗсем. Рейтинга палӑртмалли тепӗр ӑмӑрту чӳк уйӑхӗн 11-16-мӗшӗсенче Японире иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() «Хальхинче эпир унчченхинчен ытларах хатӗрленнӗччӗ. 2018 ҫулта пире вуннӑмӗш мар, пинмӗш пай ҫитмерӗ. Ҫавӑ пире ҫирӗплетрӗ, Штутгарта эпир ылтӑн илме кайрӑмӑр», – тенӗ Владислав Поляшов ӗнер Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнчи тӗлпулура. Аса илтерер: арҫынсен Раҫҫейри командин йышӗнче пулнӑ Владислав Поляшов тата ҫав ушкӑн Германире нумаях пулмасть иртнӗ 2019 ҫулхи тӗнче чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ. Ылтӑн медале тивӗҫнӗ ятпа маларах спортсменсене ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин саламланӑччӗ. «Раҫҫейӗн спорт гимнастикинче многоборье енӗпе эсир пуҫласа пъедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарма пултартӑр», — мухтанӑччӗ Раҫҫей Президенчӗ спортсменсен ячӗпе янӑ саламлӑ телеграммӑра. Ӗнер ЧР Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен спортсменне Михаил Игнатьев Элтепер саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура ҫуртӗнче Чир спорчӗ енӗпе Чӑваш Республикин кубокӗшӗн ӑмӑртӗҫ. Ӑмӑртӑва хамӑр республикӑри тата Тутарстанпа Мари Элти хуласемпе районсенчен 150-а яхӑн спортсмен хутшӑнмалла. Ӑмӑртусен программинче командӑсемпе дуэтсем «чир–фристайл», «чир-джаз» тата «чирлидинг» дисциплинӑсенче тупӑшӗҫ. Спортӑн ҫак енӗпе тинтерех туслашнисем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ. ЧР Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чир спорчӗ Чӑваш Енре 2015 ҫултанпа аталанать. Юлашки 2 ҫулта пирӗн тӑрӑхри 38 спортсмен «Раҫҫейӗн спорт мастерӗн кандидачӗ» ята тивӗҫнӗ. Чир спорчӗ енӗпе ӑмӑртусем Чӑваш Республикинчӗ тӑтӑшах иртеҫҫӗ. Ыранхи тупӑшу 12 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Владислав Поляшов Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Владислав Поляшова гимнаста тата арҫынсен ҫӗршыври командине 2019 ҫулхи тӗнче чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ ятпа саламланӑ. Владислав Поляшов — олимп резервӗллӗ 6-мӗш спорт шкулӗн воспитанникӗ, Раҫҫей спорт мастерӗ. Вӑл спорт гимнастики енӗпе Раҫҫейӗн командин йышӗнче пулнӑ. Ӑмӑрту Германири Штутгарт хулинче иртнӗ. «Хисеплӗ Никита Владимирович, Артур Грачьевич, Давид Сагитович, Иван Алексеевич, Денис Михайлович и Владислав Сергеевич! Штутгартри тӗнче чемпионатӗнче эсир чӑн-чӑн триумфаторсем, Раҫҫейӗн спорт гимнастикинче многоборье енӗпе эсир пуҫласа пъедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарма пултартӑр. Сире, сирӗн тренерсене тата наставниксене паллӑ пулӑмпа чунтан саламлатӑп», — тесе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сайтри сӑн
Германире спорт гимнастики енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Пирӗн ентеш, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӑ Дарья Спиридонова, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди йышӗнче пулнӑ. Команда нумай енлӗ кӗрешӳре кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Ӑмӑрту Штутграт хулинче иртнӗ. Раҫҫей команди тӑватӑ дисциплинӑра 166,529 балл пухнӑ. Ҫапла майпа пирӗн спортсменкӑсем иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Пӗрремӗш вырӑна американсем тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта – Итали спортсменкисем. Дарья Спиридонова журналистсене акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ: «Эпӗ пӑлханнине ирттертӗм, манран мӗн килнине йӑлтах турӑм. Эпир ку кӗмӗл медальшӗн питӗ савӑнтӑмӑр, хамӑрӑн тренера Евгений Гребенкина тав сӑмахӗ калатпӑр». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ташӑ спорчӗн ӑмӑртӑвне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма хутшӑннӑ. Ташлакансем республика пуҫлӑхӗн кубокӗшӗн тупӑшаҫҫӗ. Михаил Игнатьев шухӑшланӑ тӑрӑх, ташӑ спорчӗ республикӑра анлӑ сарӑлнӑ. «Чылай енчен ҫакӑнта пирӗн тренерсен, педагогсен, ашшӗ-амӑшӗн тата, паллах, ташлакансен хӑйсен тӳпи. Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ют регионсенчи ташӑҫӑсене тата тӳресене курма хавас. Ӑнӑҫу сунатӑп сире, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем. Эсир — маттурсем. Малашне те ҫапла пултӑр!» — тенӗ Михаил Игнатьев. Пӗтӗм Раҫҫейри ташӑ спорчӗн тата акробатика рок-н-ролӗн тӳресен комитечӗн пайташӗ, ӑмӑртӑвӑн тӗп тӳри Ирина Лисенкова йӗркелӳҫӗсене тата Михаил Игнатьев Элтепере тав тунӑ. Ӑмӑртӑвӑ 7 ҫултан пуҫласа 20 ҫулччсенхисем тата аслӑраххисем пухӑннӑ. Вӗсем икӗ кун ташлӗҫ. Ташӑҫӑсене ҫуьне кура тӑватӑ ушкӑна пайласа хаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Полина Петухова архивӗнчи сӑн Чӑваш Енри ҫамрӑк спортменка Полина Петухова кикбоксинг енӗпе иртнӗ ӑмӑртура тӗнче гран-прине ҫӗнсе илнӗ. «World Grand Prix WAKO-2019» ӑмӑрту Чехири Прага хулинче иртнӗ. Турнира 17 ҫӗршыври 220 спортмен хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене чемпион пиҫиххине панӑ. Полина Петухова 52 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Икӗ кунра вӑл Польша, Австри, Чехи спортсменкисемпе тупӑшнӑ. Пирӗн ентеш виҫӗ тытӑҫура ҫӗнтернӗ, пиҫиххи ҫӗнсе илнӗ. Халӗ Полина Баснипе Герцеговинӑра иртекен ӑмӑртӑва хатӗрленет. Каласа хӑварар: Полина Петухова И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн химипе фармацевтика факультетӗнче ӑс пухать, «Энергия» спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Казахстанра ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен Тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Унта 79 ҫӗршывран 520 спортсмен хутшӑннӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче Дагестанран 7-ӗн пулнӑ. Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗл ернӗ тӑрӑх, ҫиччӗшӗ те медальпе таврӑннӑ. Ылтӑн ҫӗнсе илнӗ А.Садулаев, Г.Рашидов, З.Угуевпа пӗрле И.Тражукова пъедесталӑн чи ҫӳллӗ картлашки ҫине хӑпарма пултарнӑ. «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш хӗрӗ Инна Тражукова юлашки икӗ ҫул Дагестан командишӗн кӗрешет. Ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ спортсменсене Дагестан пуҫлӑхӗ Владимир Васильев саламланӑ. Вӑл кӗрешӳҫӗсене ҫӳллӗ шайри ӑмӑртура тӗнчери чи лайӑх результатсем кӑтартнӑшӑн мухтанӑ. Физкультурӑпа спорта аталантарнӑшӑн тата спортри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Дагестан Пуҫлӑхӗ спортсменсемпе тренерсене патшалӑх наградисем панӑ. Инна Тражукова «Дагестан Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри кӗрешӳҫӗсем Португалинчи Одивелаш хулинче иринӗ тухӑҫ кӗрешӗвӗн тӗнче чемпионатӗнчен тата ӑмӑртӑвӗнчен 4 медальпе таврӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Спорт министерстви пӗлтернӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Чӑваш Енрен тӑватӑ спортсмен: Александр Аввакумов, Александр Максимов, Богдан Авдеев тата Виктор Фомиряков — кӗнӗ. Сетоканӑн чи сумлӑ енӗпе, кумитэ мелӗпе, кӗрешсе Шупашкарти «Будокан» клуб воспитанникӗ Александр Аввакумов ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Уйрӑм зачетра Александр кумитэ енӗпе кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. 16-17 ҫулсенчи каччӑсен йышӗнче Виктор Фомиряков пулнӑ. Асӑннӑ ушкӑн та ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. Чи ҫамрӑк ушкӑнра, 14-15 ҫулсенчисем хушшинче, ката енӗпе Александр Максимов мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |