Спорт
Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче акватлон енӗпе ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑрту иртӗ. Ӑна Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ. Кун пек ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн тӗп хулинче кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗр унта 200 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫӗршывӑн 12 регионӗнчен виҫӗ теҫетке ытла спортсмен килсе ҫитмелле. Медальсемшӗн ҫула кура тӑватӑ ушкӑнта тупӑшӗҫ: 13-14 тата 15-16 ҫулсенчи яшсемпе хӗрсем, 19 ҫулчченхисем тата 23-чченхисем. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗнче, шывра ишессипе, чупассипе тупӑшма тивӗ. Инҫӗшӗ спортсменсен ҫулне кура тӗрлӗрен: 0,75 километртан пуҫласа 2,5 километр таран, шывра ишессипе — 0,3 километртан пуҫласа 1 километрччен. Ӑмӑртма 8 сехетрех пуҫӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Чӑваш Ен Спорт министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Шӑчӑпа сикес енӗпе Европа чемпионки, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура икӗ хутчен вице-чемпионка ята тивӗҫнӗ ентешӗмӗр Анжелика Сидорова Европӑн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Чӑваш Ен Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 9-10-мӗшӗсенче Минскра Европӑпа Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем хушшинчи командӑсен ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Ун пекки халиччен пулман. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Светлана Абрамова патӗнче пултарулӑха туптакан ентешӗмӗрсӗр пуҫне Европӑн пӗрлештернӗ комнадине Раҫҫейрен ҫавӑн пекех Мария Ласицкене тата Илья Иванюк (ҫӳллӗшне сикекенсем), Сергей Шубенков (йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе чупать), Денис Лукьянов (молот ывӑтать) спорстменсене суйласа илнӗ. Спортӑн кашни тӗсӗнче 4-шар спортсмен тупӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Куславкка хулинче кире пуканӗн спорчӗн ветеранне Бронислав Чернова халалласа палӑк уҫнӑ. Мероприяти ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Куславкка хулин ҫуралнӑ кунӗнче, иртнӗ. Палӑка Бронислав Черновӑн мӑнукӗ пуҫарнипе уҫнӑ. Паттӑр ҫак спортсмен Кавал ялӗнче ҫуралнӑ, Куславккари интернат шкулта вӗреннӗ. Бронислав Чернов 1998, 2000, 2010 ҫулсенче ветерансен хушшинче кире пуканӗ йӑтас енӗпе иртнӗ ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. 1999 ҫулта вара вӑл иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
news.sportbox.ru сайтран илнӗ сӑн Паян, ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, «Матч!» сайтра ырӑ хыпар тупӑннӑ: Татьяна Акимова биатлонистка амӑшӗ пулса тӑнӑ. ЧР Элтеперӗн Михаи Игнатьевӑн пресс-секретарӗнче ӗҫленӗ Михаил Вансяцкий те Чӑваш Ен спортменкине саламланӑ. «Славӑпа Таня Акимовсене хӗр ҫуралнӑ ятпа саламлатӑп! Вӗсене ҫирӗп сывлӑх, юрату, ҫемье телейӗ сунатӑп!» - ҫапла ҫырнӑ вӑл Фейсбукри хӑйӗн страницинче. Татьяна Акимова пӗлтӗрхи сезона шӑпах та ача кӗтнӗрен хутшӑнман. Палӑртмалла: вӑл Тӗнче кубокӗн тапхӑрӗсен ҫӗнтерӳҫи тата призерӗ, 2017 ҫулта иртнӗ тӗнче чемпионачӗ призерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Сӑнӳкерчӗк хуҫи https://ru.sport.korupciya.com/imenno-etot-vid-dopinga-myi-ispolzuem-kazhdyiy-den-dazhe-ne-podozrevaya-ob-etom/ Пирӗн республикӑра споросменсем допинг правилисене пӑсма пултарнипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле тӗпчекен комисси туса хунӑ. Ҫакӑн пирки эпир Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи йышӑнуран пӗлтӗмӗр. Чӑваш Республикин спортсменӗсем тата вӗсен персоналӗ 2017 ҫулта допинг правилисене пӑсма май пама пултарнӑ условисене тӗпчекен никама пӑхӑнман (Иван Моторин премьер-министр хушӑвӗнче ҫапла каланӑ) ӗҫлӗ ушкӑн йӗркелесси ҫинчен калакан документа ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Чӑваш Енре допинг правилисене пӑснине тупса палӑртнӑ хыпар Раҫҫей МИХӗсенче ҫӗртме уйӑхӗнче _/news/22473.html|сарӑлнӑччӗ__. Ҫавӑн хыҫҫӑнах пирӗн республикӑна ҫӗршыври экспертсен сумлӑ ушкӑнӗ тӗрӗслевпе килсе ҫитнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗччен Италири Турине хулинче Ветерансен Европӑри IV вӑййисем иртнӗ. Унта «Мастерс» категорири 6 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш Енри ҫын та пулнӑ. Спортсменсене ӑмӑртма 20-е яхӑн спорт объектне хатӗрленӗ. Ветерансем вӗсенче спортӑн 29 енӗпе наградӑсемшӗн ӑмӑртнӑ. Европӑри тата ытти континентри вӑйлӑ ҫӑмӑл атлетсен йышӗнче пирӗн тӑрӑхри Николай Иванов пулнӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерствин пресс-службинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти арҫын 47 ҫӗршыври 1084 спортсмен хушшинче ӑмӑртнӑ. 60 ҫултан аслӑрах спортсменсем хушшинче вӑл 10 тата 21 километра чупса кӗмӗл медальсене, 5 километра тупӑшса «бронзӑна» тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Ҫӑмӑл атлетика енӗпе 101-мӗш чемпионат та Шупашкарта иртес шанчӑк пур. Ҫакӑн пирки ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Юрий Борзаковский Шупашкарта пӗлтернӗ. Аса илтерер, утӑ уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртрӗ. Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусен шутӗнче черетлӗ сезонти календарь те пулнӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулхи ӑмӑртӑва йышӑнас шанчӑк икӗ хулан пур: Хусанӑн тата Шупашкарӑн. «Чемпионата ӑҫта ирттерессине президиумӗн кӗрхи ларӑвӗнче татса парӑпӑр, – тенӗ Юрий Борзаковский. – Турнир е Шупашкарта иртӗ, е Хусанта. Хальлӗхе Шупашкар пирки шухӑшлатпӑр». Шупашкарта турнир кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут пуҫтарӑннӑ. Унччен Раҫҫей чемпионатне ҫӑмӑл атлетсем Чӑваш Ен тӗп хулине 2002, 2009, 2011, 2012, 2015 тата 2016 ҫулсенче пуҫтарӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Вера Васильева Утӑ уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Ӗнер ӑмӑртӑвӑн иккӗмӗш кунӗ пулчӗ. Чӑваш Енри спортсменсемшӗн вӑл ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Раҫҫейӗн спорт мастерӗ Вера Васильева, тӗрӗссипе, ӑмӑртӑвӑн малтанхи кунӗнчех палӑрнӑ-ха. 800 метрлӑ дистанцире вӑл финала кӗме пултарнӑ. Ӗнер Чӑваш Ен хӗрӗ ҫав дистанцире кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Вера Васильева — олимп резервӗн 3-мӗш спорт шкулӗн тата Ардалион Игнатьев ячӗллӗ Спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн воспитанници. Пултарулӑха вӑл Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Валентина Давалова патӗнче туптать. Паян Вера Васильева 1500 метра чупӗ. Шупашкарти чемпионата, сӑмах май, ҫӗршывӑн 72 регионӗнчи спорстменсем килсе ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Анжелика Сидорова Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионачӗн иккӗмӗш кунӗ ӗнер хыҫа юлчӗ. Раҫҫейӗн 72 регионӗнчен килсе ҫитнӗ спорстменсем тӑватӑ кунта медальсен 40 комплекчӗшӗн ӑмӑртӗҫ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Анжелика Сидорова хӑйӗн унчченхи рекордне ҫӗнетме пултарнӑ. Шӑчӑпа ҫӳллӗшне сикекенскер 4 метр та 86 сантиметра ҫӗннӗ. Ку кӑтартупа вӑл ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ. Анжелика Сидорова — Европа чемпионки, тӗнчен икӗ хут вице-чемпионки. Раҫҫейри стартсенче Мускавпа Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унчченхи рекорда та спорстменка Шупашкарта тунӑ. 2016 ҫулта иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗ вӑхӑтӗнче вӑл 4 метр та 85 сантиметр ҫӳллӗшне сикнӗ. Раҫҫей чемпионатӗнчи «ылтӑна» Анжелика Сидорова ӗнерхине шута илсен пурӗ тӑватӑ хут ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Андрей Карзанов Шупашкарти регби-клуб пайташне Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине йышӑннӑ. Сӑмах Андрей Карзанов пирки пырать. Чӑваш Енӗн Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Карзанов — Шупашкарти «Молот» регби-клуб пайташӗ. Халӗ вӑл «Локомотив – Пенза» профессилле регбол дружининче вылять. Ӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине илнӗ. Иртнӗ канмалли кунсенче нацин пӗрлештернӗ команди Европа чемпионачӗн иккӗмӗш тапхӑрӗнче ӑмӑртнӑ. Ӑмӑрту Польшӑри Лодзь хулинче иртнӗ. Пирӗн ҫӗршыв команди унта тӑххӑрмӗш вырӑн йышӑннӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Андрей Карзанов 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Регбол енӗпе вӑл Чӑваш Енри ӑста спорстменсенчен пӗри пулнӑ. Халӗ вӑл — «Регби-7» йышӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |