Чӑваш Енри икӗ спортсмен Токио хулинче иртекен Олимп вӑййисене кайӗҫ. Вӗсем - Владислав Поляшовпа Елена Герасимова гимнастсем.
Командӑра – ултӑ ҫын: 3 хӗрарӑм тата 3 арҫын. Валентина Родионенко тренер пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр-пӗр спортсменӑн сывлӑх тӗлӗшӗнчен кӑлтӑк сиксе тухсан ҫеҫ улшӑнусем пулма пултарӗҫ.
Палӑртмалла: Новосибирск хулинче ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫей Кубокӗ вӗҫленнӗ. Владислав Поляшовпа Елена Герасимова унта лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ, ҫавӑнпа вӗсене ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командине кӗртнӗ.
Токиора Олимп вӑййисем пӗлтӗр иртмеллеччӗ. Анчах пандемие пула ӑна кӑҫала куҫарнӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пуҫланса ҫурлан 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ.