|
Спорт
![]() bizbi.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑҫал юлашки Спорт кунне раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, паян, ирттермеллеччӗ. Анчах кӑшӑлвирус пандемине пула мероприятие йӗркелемен. Кун пирки ЧР Спорт министерстви пӗлтерет. ЧР Элтеперӗн 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, республикӑра тренировкӑсене тата спорт мероприятийӗсене куракансемсӗр ирттерме юрать. Ҫав вӑхӑтра пӳлӗмре 25 ҫынран ытларах пулмалла мар, уҫӑ лапамра – 50 ҫынран ытларах мар. Аса илтерер: пандемине пула Роспотребнадзор кафесенче корпоративсем ирттерме чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() Паян, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Австрири Хохфильценра биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн спринт ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Старта хӗрарӑмсем тухӗҫ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине нумаях пулмасть кӗнӗ пирӗн ентешӗмӗр Татьяна Акимова та тупӑшӗ. Тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене юлашки хут 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче хутшӑннӑччӗ. Вӑл ун чухне Китайри Олимпиадӑра ӑмӑртнӑччӗ. Кайран чирленӗ, Тӗнче кубокӗн 2017/2018 ҫулсенчи тапхӑрӗнчи юлашки ӑмӑртусене хутшӑнайманччӗ. Унтан ача ҫуратрӗ, пӗчӗк Аделинӑн амӑшӗ кӗҫех каллех йӗлтӗр ҫине тӑчӗ. Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи сезонта Раҫҫей кубокӗн ҫичӗ ӑмӑртӑвӗнче Татьяна Акимова ултӑ медаль ҫӗнсе илнӗ. Паянхи спринтра ентешӗмӗр старта 90-мӗш тухӗ. Маларах асӑннӑ журналист шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакӑ лайӑхах мар. Чӑн та, Хохфильценра 6 градус ӑшӑ, спортсменсем ӑмӑртнӑҫемӗн йӗлтӗр йӗрӗ япӑхса каять. Ӗнер ҫавӑ арҫынсен спринтӗнче аван сисӗннӗ. Старта юлашки ушкӑнпа тӑнӑ хӑвӑрт чупакан спортсменсемех, Понсилуома тата Самуэльсон шведсем, чупас хӑвӑртлӑхпа ҫӗнтерӳҫӗсене 1 минут ытла выляса янӑ. Пирӗн ҫӗршыври ытти спортсменкӑна илсен Ирина Казакевич 7-мӗш номерпе старта тухӗ, Светлана Миронова — 8-мӗш, Евгения Павлова — 40-мӗш, Ульяна Кайшева — 45, Анастасия Гореева — 60. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() Чӑваш хӗрне, Раҫҫей кубокӗнче кӑҫалтан Тӗмен облаҫӗшӗн ӑмӑртакан 30 ҫулти Татьяна Акимовӑна ҫӗршывӑн биатлон енӗпе пӗрлештернӗ командине йыхравланӑ. Халӗ Татьяна — Австрире. Унта Тӗнче кубокӗн черетлӗ тапхӑрӗ иртет. Иртнӗ эрне пуҫламӑшӗнче Раҫҫейӗн биатлон енӗпе хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ Михаил Шашилов ентешӗмӗре Ҫӗнӗ ҫулччен чӗнсе илмессине пӗлтернӗ. Анчах кайран шухӑша улӑштарнӑ, Акимова шӑматкун Австрие вӗҫсе кайнӑ. Хальлӗхе Татьяна туристсен йӗлтӗр ҫулӗ ҫинче ярӑнать. Урӑх климатлӑ вырӑна хӑнӑхма вӑхӑт кирлӗ. Паян унӑн 13 сехетре анализсем памалла, вӗсен результачӗ ыран паллӑ пулӗ. 2016 ҫулта Чехири тӗнче чемпионачӗ вӑхӑтӗнче спринтра Татьяна Акимова ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗччӗ, 2017 ҫулта тӗнче чемпионатӗнче бронзӑна тивӗҫнӗччӗ, 2018 ҫулта Пхёнчханти Олимпиадӑна хутшӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() Аслан Тимофеев. stroyfak.chuvsu.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри тепӗр ҫичӗ ҫынна спорт мастерӗн ятне панӑ. Кун пирки ЧР Спорт министерстви пӗлтерет. Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче РФ спорт министрӗ Олег Матыцин пирӗн республикӑри ҫичӗ спортмена спорт мастерӗн ятне парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Камсем тивӗҫнӗ-ха ҫак ята? Спорт мастерӗн ятне Никита Григорьев биатлонист, Аслан Тимофеев каратист тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех хӑлха илтменнисен спортӗнче ку списока Ксения Анишева, Александр Садовников кӗнӗ. Спорт аэробикинче ҫитӗнӳсем тӑвакан Эллина Аркадьева, спорт гимнастки Екатерина Ермолаева, ухӑран перекен Роман Кравченко спорт мастерӗ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() Биатлона юратакансене ҫак кунсем чӑннипех те савӑнтараҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, биатлон енӗпе Раҫҫей Кубокӗн иккӗмӗш тапхӑрӗ пырать; иккӗмӗшӗнчен, Тӗнче кубокӗн черетлӗ тапхӑрӗ. Пирӗн биатлон ҫӑлтӑрӗ, Татьяна Акимова, ҫӗршывӑн кубокӗнче ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳпе палӑрать. Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Тӗменшӗн ӑмӑртакан Татьяна Акимова спринт ӑмӑртӑвӗнче пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Тупӑшӑва пӑхнӑ Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ентешӗмӗр кашнинчех тӗл пенӗ, финиша 40 ҫеккунт маларах ҫитнӗ. Тӗлӗнмелле те, анчах ӑна Тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрне чӗнмен. Сӑмах май каласан, Акимовсем хӑйсен пӗчӗк хӗрӗ валли йӗлтӗр туяннӑ. Вӑл ун ҫине тӑрса пӑхнӑ та ӗнтӗ. «Кӗҫех амӑшӗнчен иртсе кайӗ», — ӑшшӑн шӳтлесе пӗлтернӗ Михаил Вансяцкий. Сӑмах май аса илтерер: Татьянӑн мӑшӑрӗ Вячеслав Акимов та биатлонист, вӑл тренер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() tass.ru сайтри сӑн Раҫҫейри биатлонистсен танлаштарӑмӗнче халӗ Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ спортсменка малта пырать. Вӑл – Татьяна Акимова. Аса илтерер: нумаях пулмасть вӑл Чӑваш Ен чысне хӳтӗлеме пӑрахнӑ, Тӗмен облаҫне кайнӑ. Халӗ вӑл ҫав регионшӑн тӑрӑшать. Чӑваш Енрен кайнине Татьяна пирӗн регион ӑна тренировкӑсем ирттерме укҫан пулӑшманнипе ҫыхӑнтарнӑ. Татьяна Акимовӑн – 159 очко. Унӑн – пӗрремӗш вырӑн. Иккӗмӗш вырӑнта – Екатерина Носкова, виҫҫӗмӗшӗнче – Наталья Гербулова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() Комсомольски районӗнче Валерий Ярды ячӗллӗ 7-мӗш олимп резервӗн шкулӗн велоспорчӗн уйрӑмӗ уҫӑлнӑ. Ҫав ятпа савӑнӑҫлӑ мероприятие «Кӗтне» ача-пӑча спорт шкулӗнче паян ирттернӗ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара, спортсменсем хутшӑннӑ. Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ, В. Ярды ячӗллӗ республикӑри спорт шкулӗн аслӑ тренерӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн спорт дисциплинисен кафедрин профессорӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Краснов хӑйӗн ӗмӗчӗ тулнине, тӑван кӗтесӗнче велоспортӑн уйрӑмӗ уҫӑлнине кӑмӑлтан палӑртнӑ. Уншӑн вӑл республикӑн Спорт министерствине тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри спортсмен Тимур Карамов Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу 14-19 ҫулсенчи юниорсен хушшинче иртнӗ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Тимур Карамов Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура Чӑваш Ен тата Санкт-Петербург чысне хӳтӗленӗ. Олимп чемпионне Борис Шилкова халалланӑ тупӑшу шӑпах Питӗр хулинче чӳк уйӑхӗн 23-25-мӗшӗсенче иртнӗ. Тимур Карамов 500 метра 35,78 ҫеккунтра чупса финиша пӗрремӗш ҫитнӗ, пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Спорт
![]() Михаил Вансяцкий страницинчи видеоран касса илнӗ сӑнӳкерчӗк Тӗмен облаҫӗн чысне хӳтӗлекен Татьяна Акимова паян каллех черетлӗ медале тивӗҫнӗ. Аса илтерер: ҫак кунсенче Тӗменте биатлон енӗпе Раҫҫей кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ иртет. Хӗрарӑмсем паян масс-стартра тупӑшнӑ. Ентешӗмӗр, ӗнер пасьютра ҫӗнтерӳпе савӑнтарнӑ Татьяна Акимова, паян каллех мала тухнӑ. Биатлонисткӑсем 12,5 километра ӑмӑртнӑ. Татьяна Акимова ӑмӑртусене ку сезонта Тӗмен облаҫӗшӗн хутшӑнать. Унӑн мӑшӑрӗ Вячеслав каланӑ тӑрӑх, спортсменкӑна кӑҫал Чӑваш Ен пулӑшман. |
|
Спорт
![]() sportsdaily.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн спортсменки Татьяна Акимова биатлон ӑмӑртӑвӗсенче Тӗмен облаҫӗшӗн тупӑшассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. «Сезона хатӗрленнӗ чухне пире регион пулӑшасса шаннӑччӗ. Анчах хамӑр шутран хатӗрленме тиврӗ. Чӑваш Енре пирӗн пӗр услови те пулман. Республика ку сезонра пӗр тенкӗ те уйӑрман. Сборсем, экпировка, патронсем, оборудовани – йӑлтах хамӑр шутран пулчӗ», – тенӗччӗ биатлонисткӑн мӑшӑрӗ Вячеслав Акимов. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче паян республикӑн Спорт министерстви Татьяна Акимова пирки ӑнлантарса ҫырнине пичетленӗ. Унта споросменкӑна 2016-2019 ҫулсенче мӗншӗн тата мӗн чухлӗ укҫа панине пӗлтернӗ. Пурӗ 880 пин тенкӗ тенкӗ ытларах тӳленӗ-мӗн. Ҫав шутра Олимп ӑмӑртӑвне хутшӑннӑшӑн панине те кӗртнӗ. Татьяна Акимова 2018 ҫултанпа ӑмӑртусене хутшӑнманран тата Раҫҫейрен пӗрлештернӗ командине кӗменрен ӑна кӑҫал стипенди пама май ҫук иккен. Аса илтерер: биатлонистка ача амӑшӗ пулса тӑчӗ, ҫав вӑхӑтра вӑл ӑмӑртусене хутшӑнаймарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
