Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта пурӑнакансем вӗри шывсӑр тӑрса юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. «Ҫук, ҫынсем шыв укҫи тӳлемен мар. Микрорайонӑн котельнӑйне пӑхса тӑракан «СУОР» «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприяти умӗнче парӑма кӗнӗ», — пӗлтернӗччӗ ун чухне Софья Савнеш. Ҫавӑншӑн газовиксем газ парассине чакарнӑ та ҫынсем вӗри шывпа усӑ курайми пулса тӑнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш прокуратури парӑмлӑ «СУОР» предприяти тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприяти микрорайона газ панӑччӗ, унта пурӑнакансем тата ҫавӑнти ача пахчи вӗри шывпа усӑ курма тытӑннӑччӗ.
Ҫынсене вӗри шывсӑр пӗр айӑпсӑр лартнӑ газовиксене 300 пин тенкӗрен пуҫласа миллион тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ. Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн комиссийӗ пӑхса тухнӑ, анчах хальлӗхе унӑн резолютативлӑ пайӗ ҫеҫ пур. Епле явап тыттарасси ҫывӑх вӑхӑтра уҫӑмланӗ. Ҫакна асӑннӑ службӑн Чӑваш Енри ертӳҫи Вячеслав Борисов ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи пресс-конференцире пӗлтернӗ.