Пӑтӑрмахсем
Республикӑри ача-пӑча пульницин тӗп тухтӑрне нумаях пулмасть 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Явап тытма унӑн суд приставӗсен тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ ҫынна ӗҫе илнӗшӗн тивнӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, ӗҫе илнӗшӗн мар, ӗҫе илни пирки суд приставӗсен службине пӗлтерменшӗн. Ку вара коррупципе кӗрешесси ҫинчен калакан саккуна пӑснине пӗлтерт. Кун пирки «Коррупципе кӗрешесси ҫинчен» федераци саккунӗн 12-мӗш статйин 4-мӗш пайӗнче тата РФ Ӗҫ кодексӗн 64,1 статйин 2-мӗш пайӗнче пӑхса хӑварнӑ. «Патшалӑх служащийӗсем тепӗр ӗҫе вырнаҫсан ӑна илнӗ организацин тивӗҫлӗ органсене пӗлтермелле», — терӗ республика прокуратурин коррупципе кӗрешекен пайӗн пуҫлӑхӗ Сергей Павлов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Пӑрачкав районӗнче пысӑк пушар сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Унта пӳрт ҫунса кайнӑ. Ҫулӑма пула ҫурт шал енчен сиенленнӗ. Ҫулӑмра 76-ри кинеми тата унӑн 18-ти мӑнукӗ вилнӗ. 18 ҫулти хӗр хӑйӗн амӑшӗпе пӳртрен чупса тухма ӗлкӗрнӗ. Унта вӗсем кӳршӗсем патне кайса пушарнӑйсене йыхравланӑ. Хытӑ куляннипе амӑшне япӑх пулса кайнӑ, кайран ӑна пульницӑна вырттарнӑ. Пӳртре кукамӑшӗ тӑрса юлнине кура ун патне 18-ти мӑнукӗ чупса кӗнӗ, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те тухмайман. Тӗпчевҫӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсем сӗрӗм тивнипе вилнӗ. Ҫулӑм тухнин сӑлтавӗ электропӑралукри кӗске замыкани пуль теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Юрий Моисеев Ӗнер Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Юрий Моисеев тӗлӗшпе приговор янӑранӑ. Ку ӗҫ ҫулталӑк ытла тӑсӑлнӑ ӗнтӗ. Чиновнике виҫӗ статьяпа айӑпланӑ. Приговора вуламашкӑн икӗ кун кирлӗ пулнӑ. Аса илтерер: Юрий Моисеева 2013 ҫулхи ҫулла тытса чарнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хӑйне пӑхӑнакан ҫынна ҫӗр лаптӑкне аукционра выляса илме пулӑшнӑ. Ку кӑна мар. Вӑл вырӑнти усламҫӑран Романовсен ҫурчӗ 400 ҫул тултарнине уявламашкӑн 1 пин доллар илнӗ. Анчах ҫак укҫана Юрий Моисеев урӑх тӗллевпе тӑкакланӑ-мӗн. Утӑ уйӑхӗнче вӑл ҫав усламҫа ҫӗр лаптӑкӗн аукционӗнче выляса илме, кайран ӑна дача категорине куҫарма шантарнӑ. Куншӑн усламҫӑ 4 миллион тенкӗ тӳленӗ-мӗн. Суд виҫӗ статьяна пӑхса тухса приговор вуланӑ. Юрий Моисеева йӗплӗ пралук леш енне 11 ҫул ҫурӑлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне экс-пуҫлӑхӑн сӗтев илнӗ укҫаран 7 хут нумайрах штраф тӳлеме тивӗ: 280 миллион тенкӗ. Юрий Моисеевӑн адвокачӗ Владимир Романов пӗлтернӗ тӑрӑх, экс-пуҫлӑхшӑн ку приговор кӗтменлӗх пулман. Ҫавӑн пек пуласса вӑл пӗлнӗ. Паллах, вӑл ҫӑхав ҫырӗ. — Юлашки 4 ҫулта 11 пуҫлӑха судпа айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Управленийӗ иртнӗ ҫула пӗтӗмлетнӗ май. Сӗтев илни пирки 2013 ҫулта пуҫиле 89 ӗҫ пуҫарнӑ пулсан, пӗлтӗр — 107. Сӗтев паракансене те явап тыттараҫҫӗ. 2013-мӗш ҫулта 16 тӗслӗхпе ӗҫ пуҫарнӑ, пӗлтӗр — 38-па. Тӗпчевҫӗсем ҫакна правӑна сыхлакансем принициплӑ пулнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Коррупципе ҫыхӑннӑ преступленишӗн айӑплисен тенкелӗ ҫине вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗнче ӗҫлекен 14 ҫын лекнӗ, ҫав шутран ҫиччӗшӗ — муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем. Ҫапах та коррупципе ҫыхӑннӑ преступлени тунӑ тесе муниципалитет тӳре-шарине айӑпласси пӗлтӗр сахалланнӑ. Ун йышшисене пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен икӗ хута яхӑн сахалтарах явап тыттарнӑ. Кунта тӗпчевҫӗсен хӑйсен ӑнлантарӑвӗ: правӑна сыхлакан органсем пӗр шухӑшлӑн ӗҫлени, влаҫ тытӑмӗнчисем ун пек преступленисене тӑвасран профилактика ирттерни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян ирпе Шупашкарта инкек пулнӑ. Кӑнтӑр поселокри пӗр хутлӑ уйрӑм ҫын ҫуртӗнче вут-ҫулӑм алхаснӑ. Следстви комитечӗн республикӑри Следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «хӗрлӗ автан» ирхи 7 сехет те 45 минутра сиксе тухнӑ. Ҫулӑма пула пӳрт хытах сиенленнӗ. Анчах чи хӑрушши ку та мар темелле-тӗр: ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн пӳртре тӑватӑ хӗрарӑм виллине тупнӑ: 59 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмне тата унӑн виҫӗ хӗрне. Вӗсенчен асли 31 ҫулта пулнӑ, йӗкӗрешсем — 29-та. Инкек сӑлтавне палӑртас тесе тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ-ха. Материалсем тӑрӑх, 31 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн пӗчӗк, пепке ҫут тӗнчене пӗлтӗр килнӗ, хӗрне илсе тухса ӑна кӳршӗсем патне илсе каҫма ӗлкӗрнӗ. Кайран вӑл пӳрте тепӗр хут кӗнӗ. Ҫав вӐхӑтра газ баллонӗ сирпӗннӗ. Кӗҫех пӳрт ҫивиттийӗ те ишӗлсе аннӑ. Тӗпчевҫӗсем хӗрарӑмсем сӗрӗм тивнине пула вилнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Инкеке тӗпчекенсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм кӑмака патӗнчен тухнӑ. Пушар е кӑмакапа тӗрӗс мар усӑ курнине, е газ баллонӗ сирпӗннипе тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ӗнер, кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Пӑр керменӗн ҫивтиттийӗ ишӗлсе аннӑ. Хӑш-пӗр пичет кӑларӑмӗ шучӗпе вӑл хӑрушсӑр марри тахҫанах паллӑ пулнӑ имӗш. Кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Пӑр керменне тӑвасси епле пынипе паллашма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев унта ҫитнӗччӗ. Пӑр керменне хӑпартакан «Голицын» холдинг компанийӗнче ӗҫлекен Анатолий Ельмов ҫурт ҫивитти ишӗлнине юр юхса аннипе ҫыхӑнтарнӑ. Ун йывӑрӑшне ҫивиттине тытса тӑракан юпасем чӑтайман-мӗн. Республикӑн Строительство министрӗн ҫумӗ Сергей Безруков генподрядчик ҫивитти ҫинче юра тытса чаракан хатӗрсене туса пӗтерменнипе сӑлтавланӑ. Халӗ строительсем кӑлтӑка пӗтерессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫӗнчи тӗп шкулта... ветеринари пункчӗ уҫнӑ. Ҫакна унӑн дирекцийӗ республикӑн Патшалӑх ветеринари службин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станцийӗпе килӗшӳ туса уҫнӑ. Ветеринари пӳлӗмне шкулӑн иккӗмӗш хутӗнче уҫнӑ. Ял ҫыннисемшӗн тата вӑл тӑрӑхри ҫынсемшӗн ялта выльӑх-чӗрлӗх эмелӗ туянма май пурри аван-ха ӗнтӗ. Шкула та ветеринарсене тара панине пула кӑштах укҫа кӗрет. Анчах ҫав утӑм вӗренӳ ҫинчен калакан саккунпа тата санитарпипе эпидемиологи йӗркипе килӗшсе тӑмасть. Вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗрентме кӑна юрать. Кӑлтӑка асӑрханӑ прокуратура ӗҫченӗсем шкулти ветпункта хупма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ та суд хирӗҫ пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне хирӗҫле пуҫиле тата тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫулла ун тӗлӗшпе суд ларӑвӗ пулса иртнӗччӗ. Ун чух ӑна ҫынсене ишӗлекен ҫуртран куҫарнӑ чух хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпланӑччӗ. Лару-тӑрӑвӗ ҫапларах пулса тухнӑччӗ ун чух. Ҫынсене ишӗлекен ҫуртран куҫарнӑ чух, 2008 ҫулта, вӗсене пуҫлӑх хваттер хакне хӑйсене тӳлеттермелле тунӑ. Тӗрӗссипе, уншӑн ял тӑрӑхӗн тӑкакланмалла пулнӑ. ҫапла «правурланнӑшӑн» суд 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Муниципалитет харпӑрӑлӑхӗнчи кивӗ хваттерсене юсанӑшӑн ҫынсене хӑйсене тӳлеттерес йӑла Елчӗк ялӗнче унчченех пуҫланнӑ-мӗн. Юсама укҫа кӑларса хумасан хваттерсене приватизацилеме ирӗк памассипе хӑратнӑ имӗш. Унчченхи пуҫлӑх тӗлӗшпе ӗҫ пӗлтӗр суда ҫитнӗччӗ, анчах пуҫлӑх пулнӑ ҫын вилнӗ май пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Ял тӑрӑхне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑнсан та унчченхи йӑлана пӑрахӑҫламан. Халӗ ҫавна май паянхи пуҫлӑх тӗлӗшпе суда ӗҫ ҫитернӗ. Хальхи пуҫлӑхӑн айӑпне ҫирӗплетсен ӑна 7 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма саккун ирӗк парать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Канашри чукун ҫул станцийӗнче терактран пӑрӑнма май килнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, тунтикун, кӑнтӑрла иртни икӗ сехет тӗлӗнче 400 грамлӑ тротил шашки, электродетонатор тата сехет механизмӗ тупса палӑртнӑ. Чукун ҫул вакунӗсене пӑхса ҫӳрекен ҫын Удмурт Республикине каякан пуйӑсӑн цистернисенчен пӗрин ҫумӗнче сисчӗвлентерекен хатӗр асӑрханӑ. Цистерна ҫумне ӑна магнитпа ҫирӗплетнӗ. Ҫав хатӗр хӑй тӗллӗн сирпӗнме ӑсталанӑ хатӗр пулнӑ. Сирпӗнмелли хатӗр ҫирӗплетнӗ цистерна Раҫҫее Украинӑри Одесса хулинчен килсе ҫитнӗ имӗш. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ информаци агентствисем. Вакун Удмурт Республикинчи Каучук станцийӗнче чарӑнмалласкер пулнӑ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах «Раҫҫейӗн чукун ҫул вокзалӗ» акционерсен обществин Горьки чукун ҫулӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Айсылу Закирова цистерна Куйбышеври чукун ҫул полигонӗнчен ҫитнӗ тесе хыпарлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш пичечӗн кунне «Хыпар» хаҫатӑн пӗр ушкӑнӗ уява каймасси пирки пӗлтерет имӗш. Ҫакӑн пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫырать. Уяв, аса илтеретпӗр, ҫак шӑматкун Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче иртмелле. Маларах асӑннӑ МИХа редакцинчи ҫӑлкуҫ «редакцинче ыйтусем малтанах пулнине», «ҫӗнӗ пуҫлӑх Валерий Туркай килсен лару-тӑру ылмашасса» шаннине пӗлтернӗ-мӗн. Халӗ унта ахаль те пӗчӗк ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемеҫҫӗ, гонорара ҫынсем курмаҫҫӗ имӗш. Хайхи ҫын «опытлӑ кадрсем» ӗҫрен кайни пирки те систернӗ пулать. Гендиректорӑн ҫумӗсем пиллӗк ҫынна ҫитсе кайнӑ иккен. «Тиражӑн самай пайӗ макулатурӑна каять», ҫавӑнпа та «хыпарҫӑсен уяв шухӑшӗ мар» имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |