Спорт
![]() Паян Чӑваш Енри икӗ фристайлист Австрие тухса кайнӑ. Унти Крайшбергра Фристайл енӗпе тӗнче кубокӗн тапхӑрӗ иртӗ. Раҫҫей чысне тӗнчере хӳтӗлекенсен йышӗнче — Шупашкарти Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев. Вӗсем иккӗшӗ те— Раҫҫей спорт мастерӗсем. Фристайлӑн «биг-эйр» дисциплининчи ӑмӑртусем кӑрлач уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче иртӗҫ. Ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ команди старта пӗлтӗрех хатӗрленме тытӑннӑ. Спортсменсем чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗччен Екатеринбургра тренировкӑра пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |