Республикӑра
Инна Емельянова архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Инна Емельянова упӑшкипе ывӑлне шырать. Лешсем шапаша кайнӑ та ҫухалнӑ. 44 ҫулти Андрей тата 22-ри Яков Калининграда ӗҫлеме кайнӑ. Унта вӗсем утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Малтанах ашшӗпе ывӑлӗ хваттер тара тытнӑ, анчах кайран, укҫи-тенки пӗтсе ҫитсен, палаткӑра пурӑнкаланӑ. Амӑшӗ ывӑлӗпе юлашки хутчен ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче калаҫнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫав кунранпа мӑшӑрӗн телефонӗ сӳннӗ. Инна Емельянова тӑванӗсене тупмашкӑн пулӑшу ыйтать. Тен, эсир мӗн те пулин пӗлетӗр вӗсем пирки? Апла Инна патне шӑнкӑравлӑр: 8-919-971-64-77. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
gorobzor.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче арҫын хӗрарӑмӑн сӑмсине ҫыртса илнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ хыпарлать. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун 19 сехетре Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 37 ҫулти арҫын эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ хыҫҫӑн пӗрле пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑмпа хирӗҫсе кайнӑ. Хайхискер ҫиллине тытса чарайман – савнине сӑмси вӗҫне ҫыртса илнӗ. Хӗрарӑма тухтӑрсем пулӑшу панӑ. Кун тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Палӑртмалла: арҫын унччен судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкар районӗнче пӗчӗк хӗрача шӑммине хуҫнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна Шупашкара пульницӑна илсе кайма тухнӑ, анчах «пӑкка» лекнӗ. «Пӑкӑра» ларма вӑхӑт пулман, часрах пульницӑна ҫитмелле-ҫке-ха. Ашшӗ машинӑпа ССХПИ экипажӗ патне пынӑ та мӗн пулнине ӑнлантарса панӑ. Сергей Леонтьев, Александр Горшков тата Виталий Герасимов испекторсем кун пирки дежурнӑй чаҫе пӗлтернӗ. Унтан сиренӑллӑ мигалкӑна ҫутса ачана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитерме пулӑшнӑ. Тухтӑрсем 2 ҫул та тултарман ачана пулӑшу панӑ. Халӗ вӑл хайне чиперех туять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Суд приставӗсен сайтӗнчи сӑн Афганистан ҫынни миграци сакунне пӑснӑ. Чӑваш Енри суд приставӗсем ӑна патшалӑх чикки урлӑ каҫмалли пункт таран илсе ҫитернӗ. Ют ҫӗршыв арҫынни, 32 ҫултискер, Раҫҫейре 10 ҫула яхӑн миграци саккуне пӑсса пурӑннӑ. Вӑл ҫак тапхӑрта Мускавра кун кунланӑ. Нумаях пулмасть Шупашкара тусӗ патне килнӗ. Шӑпах кунта вӑл миграци саккунне пӑсни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Судра арҫын айӑпне йышӑнман, хӑйне тӳрре кӑларнӑ: вӑл ӗҫленӗ, ҫавӑнпа тӑван ҫӗршывне кайман. Суд вара айӑплӑ тесе йышӑннӑ: 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, Раҫҫейрен каймалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
нужен-адвокат.рф сайтран илнӗ сӑн Юсанмалли 4-мӗш колони ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл айӑпланнӑ ҫынна асӑрхаса ҫитереймен, лешӗ тарнӑ. Анчах таркӑн ирӗкре нумай пурӑнайман – ӑна тытса чарнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче айӑпланнӑ арҫын вӑхӑтлӑх тухса ҫӳремелли объектран ӗҫрен таврӑннӑ. Колони ӗҫченӗ вӗсене асӑрхассишӗн яваплӑ пулнӑ. Хайхискер 1977 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна Декабристсен урамӗнче вырнаҫнӑ лавккана кӗрсе тухма ирӗк панӑ. Лешӗ колоние 10 ҫуллӑха лекнӗ пулнӑ. Арҫын меллӗ самантпа усӑ курса тарнӑ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 20 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чӑваш Ен тӗп хулин хаклӑ ҫыннисемпе хӑнисене» Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ. Салама Шупашкар хула администрацийӗн сайтне паян вырнаҫтарнӑ. «Чӑваш Ен халӑхӗн пуян историйӗпе хӑйне евӗрлӗ культури Шупашкарпа уйрӑлми ҫыхӑннӑ. 550 ҫул хушшинче вӑл халӑх пурӑнакан пӗр пӗчӗк вырӑнтан республика тӗп хули таран ӳссе тӗрекленнӗ. Паянхи Шупашкар – хӑватлӑ индустри центрӗ, унта республикӑн промышленноҫ комплексӗ вырнаҫнӑ. Унпа пӗрлех вӑл калама ҫук пысӑк ӑс-хакӑл вӑй-хӑвачӗпе палӑрса тӑрать», — тенӗ саламра. «Хастар кӑмӑллӑ та савӑнӑҫлӑ ҫӗнӗ ҫемьесем йышлӑланса пыччӑр, ашшӗ-амӑшӗ савса кӗтекен телейлӗ ачасем ытларах та ытларах ҫуралччӑр, вӗсенче – Атӑл ҫинчи хуламӑрӑн пуласлӑхӗ», — тенӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енри пыл хурчӗсене почтӑпа Челепине ӑсатнӑ. EMS посылка ҫине «Осторожно! Живые пчелы! Не переворачивать, на солнце не держать» (чӑв. Асӑрханӑр! Чӗрӗ вӗлле хурчӗсем! Ҫавӑрма юрамасть, хӗвел ҫинче тытмалла мар) тесе ҫырса хунӑ. Раҫҫей почтин Чӑваш Енри филиалӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗлле хурчӗсене Александр Кислых фермер ӑсатнӑ. «Хурт амипе пӗрлех ытти хурт та кирлӗ. Ӗҫ хурчӗсем типӗ апата ҫиеҫҫӗ, вӗсем ама сӗчӗ кӑлараҫҫӗ. Унпа хурт амине тӑрантараҫҫӗ», – ӑнлантарнӑ почтӑра Александр Кислых фермер. Чӑваш Енри вӗлле хурчӗсене почтӑпа пӗрре кӑна мар ӑсатаҫҫӗ иккен. Ятарлӑ контейнерсенче каяҫҫӗ вӗсем. Чӑваш Енри вӗлле хурчӗсене почтӑпа маларах Питӗре тата Солнечногорска ӑсатнӑ. Ветеринари свидетельствине те пӗрле хураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн Шупашкар юбилейӗ умӗн тӳре-шарана хула администрацийӗ тата Элтепер администрацийӗ наградӑсем панӑ. Наградӑна тивӗҫлисен списокне Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ хатӗрленӗ. Унта пилӗк ҫын кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче – Элтепер администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, экс-мэр Николай Емельянов, экс-вице-мэр Наталия Партасова, Шупашкарти В.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Михаил Резников. Вӗсене «Шупашкар умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальпе чысланӑ. Ҫавӑн пекех 22 ҫынна «Шупашкар 550 ҫул тултарнине асра тытса» награда панӑ. Вӗсен йышӗнче Патшалӑх Думин, ЧР Патшалӑх Канашӗн, Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем, министрсем, общество ӗҫченӗсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Раҫҫей почти Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалласа 250 пин конверт кӑларнӑ. Унта Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ тӗп хуламӑра сӑнланӑ, уяв эмблемине вырнаҫтарнӑ. Ҫурлан 24-мӗшӗнче Тӗп почта умӗнче (Ленин проспекчӗ) ятарлӑ гашени уявӗ иртет. Почта тӳлевӗн паллин гашенийӗ – пысӑк пулӑм. Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ штемпель пӗр кун ҫеҫ вӑйра (ҫурлан 24-мӗшӗ), кайран ӑна тӗп тӑваҫҫӗ. Юбилейлӑ конвертсем мӗнпур почта уйрӑмне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкарта пурӑнакан, Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнма пилӗк хутчен тивӗҫ пулнӑ ветерана Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 95 ҫулхи юбилейпа саламланӑ. Унӑн салам открыткине Леонид Егоров патне Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗнче ӗҫлекенсем ҫитернӗ. Парнепе тата открыткӑпа ветеран патне кайма физкультура енӗпе ӗҫлекен тӗп специалиста Юрий Васильева шаннӑ. Ватӑ ҫынна вӑл юбилей ячӗпе саламласа сывлӑх суннӑ. Леонид Егоров — подполковник. Мари Эл Республикинчи Княжна ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. В.В. Куйбышев ячӗллӗ ҫарпа инженери академийӗнче вӗреннӗ. Мирлӗ пурнӑҫра вӑл самолетсене вӗҫсе хӑпармалли полосасем тунӑ ҫӗрте тӗрлӗ хулара ӗҫленӗ. 1971 ҫулта пенсие кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |