Республикӑра
![]() Канаш районӗнчи Ушанар ял масарӗ ҫинче хӑйне евӗр палӑк уҫнӑ. Ӑна асӑннӑ ялта ҫуралса ӳснӗ Федор Игнатьева халалланӑ. Федор Игнатьев 1900 ҫулта ҫуралнӑ. Хӗрлӗ ҫар ретне ӑна 1942 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шӑхасанти ҫарӗҫ комиссариачӗ илсе кайнӑ. Игнатьев стрелок-артиллерист 1945 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Хӗвелтухӑҫ Пруссинче вилнӗ. Ӑна Ильичевка поселокӗнче (унччен ӑна Ланк тенӗ, халӗ вӑл Калининград облаҫне кӗрет) юлташла масар ҫинче пытарнӑ. Ҫывӑх ҫыннин вил тӑпри ҫине ҫитсе унти тӑпрана тӑван тӑрӑха илсе килессишӗн мӑнукӗ Георгий Аркадьевич нумай тӑрӑшнӑ. Вӑл хӑй аллипе палӑк тунӑ. Виҫӗ тӑрнаран пӗри аслашшӗне пӗлтерет, иккӗшӗ — аслашшӗн тӑванӗсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |