Республикӑра
bash.news сайтри сӑн Чӑваш Енре икӗ каччӑ лавкка ҫаратнӑ. Вӗсене полицейскисем тытса чарнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет. Ку пӑтӑрмах Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑчӗ ялӗнче пулнӑ. Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле 18 ҫулти тата 20-ри каччӑсем лавккан чӳречине ҫӗмӗрнӗ те шала кӗнӗ. Хайхискерсем кассӑран 20 пин тенкӗ илнӗ, 5 кӗленче эрех, коняьк, пирус хӗстерсе тухнӑ. Ирхине сутуҫӑ ӗҫе килнӗ те чӳрече ҫӗмрӗккине, эрех, укҫа ҫухалнине курнӑ. Вӑл тӳрех полицие шӑнкӑравланӑ. Уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем ҫак ӗҫе кам тума пултарнине тупса палӑртнӑ. Каччӑсене тытса чарнӑ, вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ptzgovorit.ru сайтри сӑн Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче пурӑнакан 61 ҫулти арҫын Патӑрьелне кайнӑ. Вӑл банкомат урлӑ кредит тӳлеме тӑнӑ та унта тӑракан хӗрарӑмсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хайхи арҫын ӗҫӗсене вӗҫлесен банкоматран пӑрӑннӑ чухне пӗр хӗрарӑмӑн кӗсйинчен енчӗк тухса ӳкнине асӑрханӑ. Вӑл ӑна хуҫине (хӗрарӑм ӑна банкоматра операцисем тума та пулӑшнӑ ӗнтӗ) тавӑрса парас вырӑнне илнӗ те пӗрле йӑтса тухнӑ. Енчӗкре 5450 тенкӗ пулнӑ. Куншӑн арҫыннӑн явап тытма тивнӗ. Вӑл хӗрарӑма укҫине тавӑрса панӑ. Кунсӑр пуҫне ун 6 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
1gai.ru сайтри сӑн Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнче ҪҪХПИ инспекторӗсем «Лада-2114» автомашинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ӳсӗр арҫын ларнӑ. Хайхискер суд приставӗнче ӗҫленӗ арҫын пулнӑ иккен. Ҫак аҫын унччен те руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн ҫакланнӑ. Ӑна куншӑн явап тыттарнӑ. Халӗ те ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд приставӗнче ӗҫленӗ арҫыннӑн явап тытма тиветех: следовательсем ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ те Канаш районӗн судне пӑхса тухма ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесене тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Ӑҫта? Ҫук, хула ҫывӑхӗнче мар, Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗпрел ялӗнче. Ольга Чепрасова алӑ пуснӑ постановленире палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ ялта пӗтӗмпе 10-11 соткӑллӑ 50 лаптӑк уйӑрнӑ. Палӑртмалла: ку таранччен Спутник хулари нумай ачаллӑ ҫемьесем валли 253 ҫӗр лаптӑкӗ панӑ. Вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарта, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тата Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫамрӑксен поселокӗнче вырнаҫнӑ. Ҫӗпрел ялӗ Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫывӑхах мар: 120 ҫухрӑма 1 сехет те 40 минут каймалла. Автобуспа Шупашкарти автовокзалтан каяс тӑк 350 тенкӗ тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ШӖМ тунӑ видео скринӗ Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗмӗрле районӗнчи Чӑваш Улхашӗ ялӗнче пурӑнакансем темӗн шаплатнӑ сасӑпа вӑранса кайнӑ. «Эпир ҫывраттӑмӑр. Вӑйлӑ шаплатнипе вӑранса кайрӑмӑр. Сирпӗтӳ пекех, чӳрече ҫӗмӗрӗлчӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ кинемей. Вӑл ун чухне 6 ҫулти мӑнукӗпе пӳлӗмре ҫывӑрнӑ. Ялта пурӑнакансем икӗ хутчен пенине илтнӗ. Никам та суранланман. Пӗр ҫуртра чӳрече ҫӗмӗрӗлнӗ. Кун пирки полицие пӗлтернӗ. Каҫхи шӑплӑха татнӑ ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӑл – кӳршӗ ялта пурӑнакан 38 ҫулти арҫын. Полицейскисем пынӑ чухне вӑл ҫывӑрнӑ. Пӑшалне унӑн килӗнчех тупнӑ. Арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫав ҫӗрле вӑл пӗлӗшӗпе тавлашса кайнӑ. Палӑртмалла: арҫын тӗрмерен 2 ҫул каялла тухнӑ. Халӗ полицейскисем сунар пӑшалӗ ӑҫтан тупнӑннине палӑртаҫҫӗ, унччен унашкалли учетра пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ икӗ ҫемьен пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Вӗсене патшалӑх тӳлевсӗрех ҫурт туса панӑ. Кун пирки Улатӑр район администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Ҫемьесем валли республикӑри «Ҫурт-йӗр хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси пирки» саккунпа килӗшӳллӗн туса панӑ. Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑнакан 7 ачаллӑ ҫемье валли ҫурт тумашкӑн республика хыснинчен 1 миллион та 29 пин те 476 тенкӗ уйӑрнӑ. 6 ачаллӑ ҫемье валли вара 1 миллион та 343 пин те 581 тенкӗ уйӑрса панӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Пӑрачкав ялӗнче пурӑнакан 7 ачаллӑ ҫемьене те патшалӑх ҫурт туса пани пирки хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ регионти ҫӳп-ҫап илсе тухакан «МВК «Экоцентр» тата «Траст-Вега» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем конкуренцие хӳтӗлесси пирки калакан саккуна пӑснӑ-мӗн. Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче регионти оператор «Трас-Вега» фирмӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, иккӗмӗшӗн Шупашкарти Калинин тата Ленин районӗсенче, Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче ҫӳп-ҫап илсе тухмалла. «ГрандСити» тулли мар яваплӑ общество тата Филиппов харпӑр усламҫӑ монополипе кӗрешекен службӑна кун пирки ҫӑхавланӑ – аукциона ӗҫӗн пысӑк калӑпӑшне шута хурса йӗркеленӗ, ҫавна май пӗчӗк услам субъекчӗсем унта хутшӑнайман имӗш. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, аукциона ҫӳп-ҫап илсе тухмалли рынока монополизацилес тӗллевпе йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансен пӗр ушкӑнӗ ют ҫӗр ҫине кӗрсе кайнине ӑнланма ыйтасшӑн. Тӗлӗнмелле ыйтупа вӗсем Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев патне ҫитнӗ. Кӳкеҫри Спорт, Хӗвелаланӑҫ, Ҫӑлтӑр, Ҫамрӑксен, Туслӑх урамӗсенче пурӑнакансем чикӗрен тухса кайса хуралтӑсем хӑпартса лартнӑ. Хӑйсен мар ҫӗр ҫине кӗрсе кайнӑшӑн халӗ вӗсен штраф тӳлеме тивет. Александр Андреев депутат ҫынсем ыйтнипе вырӑна тӳре-шарана йыхравланӑ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, маларах асӑннӑ урамра пурӑнакансемпе тӗл пулса калаҫма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев хӑй ҫитнӗ, Кӳкеҫ поселок администрацийӗнче ӗҫлекенсем пулнӑ. Тӗл пулура чикке куҫарас, ҫынсен хуралтисене саккунлӑ тесе йышӑнас ыйтӑва тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
kirov.online сайтри сӑн Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пурӑнакан арҫын газшӑн укҫа тӳлемен, парӑм пухӑнса кайнӑ. 2018 ҫулта унӑн килне газ пыма пӑрахнӑ – специалистсем парӑмшӑн чарса лартнӑ. Анчах хайхискер хӑй тӗллӗнех газ пӑрӑхне сыпӑнтарнӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн арҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Каҫал ҫуркунне ун патӗнче каллех газ чарса лартнӑ. Арҫын калех хӑйӗн «йӑлине» тунӑ – газ пӑрӑхне хӑй тӗллӗн сыпӑнтарнӑ. Хальхинче арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн ун судра явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекен арҫын ача тусӗсемпе ҫӗнӗ ледникӑн космосри ӳкерчӗкӗсене тӗпченӗ вӑхӑтра Арктикӑра утрав пуррине тупса палӑртнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, утравӑн пӗр пайӗ пӑртан ирӗлнӗ. Ачасем ҫӗнӗ утрав тупса палӑртни пирки Раҫҫей географи обществине пӗлтерӗҫ, ӑна Андриян Николаев космонавт-летчик ятне пама сӗнӗҫ. Палӑртмалла: юпа уйӑхӗн 5-9-мӗшӗсенче «Чӑваш Ен ахахӗ» уйлӑх ҫумӗнче Пӗтӗм тӗнчери космос эрни иртнӗ. Унта республикӑри, Раҫҫейри 15 регионти ҫамрӑк космонавтсемпе вӗсен вӗрентекенӗсем килнӗ. Шӑпах ҫавӑнта Шуршӑл ачисем ҫӗнӗ утрава тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |