Республикӑра
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре халӑх пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси ҫинчен хушу кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ. Ҫӗнӗрен йышӑнма палӑртнӑ документ сывлӑх сыхлавне, вӗрентӗве, культурӑна, спорта, общество инфраструктурине пырса тивӗ. 2020 ҫулта сывлӑх сыхлавне хушма укҫа 1 млрд тенкӗ яма палӑртаҫҫӗ. Вӑл тухтӑр ҫурчӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫӗнетме кайӗ. Республикӑри шкулсене ҫитес пилӗк ҫулта тӗпрен юсасшӑн. Отрасле 2020 ҫулта 1,2 миллиард тенкӗ хушма укҫа кайӗ. Муниципалитетсен архивӗсем, вулавӑшсем, культурӑпа кану учрежденийӗсем валли 500 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Спорт лапамӗсене тума тата юсаса ҫӗнетме те палӑртнӑ. Ун валли килес ҫул 500 миллион тенкӗ пӑхса хӑварасшӑн. Ял ҫыннисене паха шывпа тивӗҫтерме килес ҫул 200 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш патшалӑх филармонине юсамалли конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта пурӗ 3 компани хутшӑннӑ. Вӗсенчен ҫӗнтерӳҫӗ тесе «Просперити» тулли мар обществӑна йышӑннӑ. Контракт хакӗ — 213 миллион тенкӗ. Ӗҫе конкурс ҫӗнтерӳҫин 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Шупашкарти филармоние юсамалли аукционӑн пӗтӗмлетӳ протоколне патшалӑх закупкисен порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Аукцион саккасҫи — Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви. Филармоние юсаса ҫӗнетекен организацие палӑртмалли аукционта ҫӗнтернӗ «Просперити» тулли мар яваплӑ общество контракт хакне 215 миллион тенкӗрен 2 миллион тенкӗ чакарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ организаци, уҫӑ ҫӑлкуҫсене ӗненсен, Чечен Республикинчи Аргун хулинче регистрациленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"ПТРК" тунӑ видео скринӗ Елчӗк районӗнчи Кипеҫ ялӗнче туслӑ ҫемье пурӑнать. Галина тата Петр опекӑна илнӗ 8 ачана ҫитӗнтереҫҫӗ. Хӑйсен вара – виҫӗ ача. Анчах хуйхӑ вӗсен алӑкӗнчен шакканӑ – ывӑлӗ сарӑмсӑр вилнӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсем ача ҫуртӗнчен шӑпӑрлан илнӗ. Андрей ун чухне 8 ҫулта пулнӑ. Унтан ҫемьене Кемӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ 14 ҫулти Владислава илнӗ. Халӗ вӑл ҫара кайса килнӗ ӗнтӗ. Кайран мӑшӑр Кристинӑна, Анастасийӑна, Ангелинӑна тата Аринӑна ӑшӑлӑх парнеленӗ. Кун хыҫҫӑн Алексейпе Сергея опекӑна илнӗ. Ачасене ӗҫпе пиҫӗхтерсе ӳстереҫҫӗ. Анчах малтанах ҫӑмӑл килмен. Асли, тӗслӗхрен, содержани те каласа кӑтартайман. Ашшӗ-амӑшӗ унпа ҫур ҫӗр иртни 2 сехетчен урок тунӑ. Халӗ вӑл лайӑх паллӑсемпе вӗренет. Галинӑпа Петр тӑлӑхсене чун ӑшшине парнелеме хӗрхенмеҫҫӗ. Вӗсем тата та ача илме хирӗҫ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, газификаци ыйтӑвне сӳтсе явнӑ. Газ кӗртесси Чӑваш Енре ҫивӗч ыйтусен шутӗнче мар пулин те ҫӗнӗрен хута яракан объектсене кӑвак ҫулӑм кӗртме тиветех. ЧР Стройминӗнчи канашлура Раҫҫейӗн Монополипе кӗрешекен федераци служби газ кӗртекенсемпе тума сӗннӗ ҫӗнӗ йышши килӗшӗве сӳтсе явнӑ. Ҫапла вара министерствӑна пухӑннисем регулятор контракчӗн йӗркине тишкернӗ. Ҫӗнӗ меслет газ кӗртес ӗҫе хӑвӑртлатма тата тӑкаксене камӑн саплаштармаллине татса пама май парать тесе ӗнентереҫҫӗ. Сӑмах май ҫакна та палӑртар. Паян пирӗн республикӑра газификаци шайӗ — 93,2%. Вӑл шутра — уйрӑм ҫуртсемпе хваттерсем, тӗрлӗ объект. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем йӑлари хытӑ каяша пухмалли вырӑнсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем Шупашкар районӗнче пулнӑ. Йӑлари хытӑ каяша пухмалли контейнерсене ялсенче авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вырнаҫтарса тухма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнӑ. Ҫавна пурнӑҫлаканӗ — каяша турттаракан «Экоцентр» предприяти. «Экоцентр» 1670 ял-хуларан каяш турттарать. Ку вӑл — республикӑри мӗнпур территорирен 97 проценчӗ. Шупашкар районӗнче предприяти мӗнпур ялта контейнерсем лартмалли вырӑнсене йӗркеленӗ. Вӗсенче евроконтейнерсем вырнаҫтарса тухнӑ. Сӑмах май каласан, паянхи кун тӗлне ятарлӑ лапамсене 18 районта хатӗрлесе пӗтернӗ. Аса илтерер: йӑлари хытӑ каяша турттармалли ҫӗнӗ тытӑм ҫине пирӗн республика пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Тӳре-шара канашлать Чӑваш Енре «Плавание для всех» (чӑв. Пурин валли ишев) программӑна пурнӑҫа кӗртесшӗннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри ишев федерацийӗн вице-президенчӗпе Игорь Горинпа тӗл пулнӑччӗ. Унта ишме хӑнӑхтарас тӗлӗшпе ведомствӑсем хушшинче программа йышӑнасси пирки калаҫнӑччӗ. Федераци шайӗнчи программа тӗрлӗ ӳсӗмрисене тата халӑхӑн тӗрлӗ социаллӑ сийне пырса тивмелле. Ӗнер Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче ведомствӑсем хушшинчи канашлу пулса иртнӗ. Унта ишмелли бассейнсенче медицина пӳлӗмӗсем уҫас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Унта Владимир Викторов министр тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑн Икӗ кунра суд приставӗсем парӑмҫӑсен 20 машинине арестленӗ. Ҫак ҫынсен пысӑк парӑм пухӑннӑ. Пӗчӗк парӑма кӗнисенне кӗсье телефонӗсене тата магитолӑсене арестленӗ. Суд приставӗсем авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче рейда тухма пуҫланӑ. Вӗсемпе пӗрле ҪҪХПИ ӗҫченӗсем те ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем «Ҫул-йӗр приставӗ» аппаратлӑ программа комплексӗпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫак хатӗр пулӑшнипе суд приставӗсем парӑмҫӑсен машинисене тупса палӑртнӑ. Пӗрисем штраф тӳлемен, теприсем – налук… Суд приставӗсем парӑма вырӑнтах татма сӗннӗ. Ҫапла майпа вӗсем икӗ кунра 1 миллион ытла тенкӗ пухнӑ. Хӑшӗ-пӗри вара парӑма вырӑнтах тӳлесе татайман. Унашкаллисен машинисене арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ЧР Транспорт министерстви тунӑ сӑн ЧР транспорт министерствин ӗҫченӗсем Канаша ҫитсе муниципалитет хушшинче ҫӳрекен транспортсене каллех тӗрӗсленӗ. Аса илтерер: тӗрӗслев унччен те пулнӑ, ун чухне маршруткӑсем «заказной» ятпа ҫӳренине тупса палӑртнӑ. Хальхинче те йӗркене пӑснӑ кунашкал тӗслӗхе тупнӑ. Икӗ микроавтобус «заказной» тесе ҫыпӑҫтарнӑ та пассажирсене турттарнӑ. Куншӑн ҫынсенчен билет укҫи илнӗ. Ҫавӑн пекех ҪҪХПИ ӗҫченӗсем пӗр таксиста тытнӑ. Вӑл та пассажирсене илсе ҫӳреме ирӗк ҫуккине пӑхса тӑман – ҫаплипех ӗҫленӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслевсем малашне те пулӗҫ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Тӳре-шара уяв пирки канашлать Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче республикӑн пӗр ӗмӗрхине хатӗрленсе ирттермелли мероприятисене сӳтсе явнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Канашлура республикӑн информаци политикин министрӗ Михаил Анисимов МИХсенче ӗҫлекенсене мероприятисене анлӑ ҫутатма хушнине пӗлтернӗ. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ. Министр мӗнпур уяв пирки сюжетсем ирттерме тӗллев лартнине каланӑ. «Апла пулсан, Чӑваш Республики ҫинчен тӗнчипех ырӑ хыпарсем сарӑласси паллӑ, тӗрлӗ халӑх пирӗн ҫитӗнӳсемпе паллашӗ, ырӑ енсене курса ӗненӗ. Федераци шайӗнче уяв чаплӑ иртесси пӗрре те никама та иккӗлентермӗ», — пӗтӗмлетнӗ Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкар хулинче авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, вӑл шӑматкуна лекет, ӑшӑ парӗҫ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑ. Документа хула мэрийӗн сайтӗнче пичетленр. Унта ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсен хваттерсене тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене ӑшӑ хӑҫан ҫитересси пирки каланӑ. Хутса ӑшӑтмалли сезон республикӑн тӗп хулинче авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пуҫланӗ. Ӑшша чи малтанах пульницӑсене, ача пахчисене тата шкулсене ҫитерӗҫ. Аса илтерер: ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра кӗрхи тата хӗллехи тапхӑра епле хатӗрленнине тунтикун Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнчи канашлура тишкернӗччӗ. Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсем ҫуртсене ӑшӑ пама хатӗррине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |