Чӑваш Енре экстремизмпа кӗрешекен ҫынсем тата ФСБ ӗҫченӗсем йӗркелеме юраман организаци пайташӗсене тытса чарнӑ. Сӑмах «Свидетели Иеговы» секта пирки пырать. 2017 ҫулхи ака уйӑхӗнченпе ку организаци ӗҫне саккунлӑ мар тесе йышӑннӑ.
Росгварди пулӑшнипе ҫак сектӑра тӑма пултарнӑ ҫынсен килӗнче ухтарнӑ, экстремизмпа ҫыхӑннӑ литература, брошюрӑсем, оргтехника, электронлӑ информаци, ытти япала тупнӑ. Вӗсене туртса илнӗ.
РФ УКн «Экстремизмла организацин ӗҫне йӗркелени» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫичӗ ҫын телӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет.