Республикӑра
Шупашкарти шкулсенчен пӗринче вӗренекен хӗрача аслашшӗн ашшӗне (прадед тенӗ те вырӑсла, те аслашшӗн ашшӗ ӗнтӗ, те кукашшӗн) халалласа кашни кун усӑ курмалли «Живите и помните!» (чӑв. Пурӑнӑр тата асра тытӑр!) календарь хатӗрленӗ. Ҫав ӗҫпе Полина, вӑл Шупашкарти 59-мӗш вӑтам шкулта вӗренет, Юлий Иконников ячӗллӗ пултарулӑх конкурсне хутшӑннӑ. Ҫӗршыв шайӗнче тӑваттӑмӗш хут йӗркеленӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче Шупашкар ачин ӗҫне «Мои дороги как военные пути» (чӑв. Вӑрҫӑ ҫулӗсем евӗр маншӑн хаклӑ) номинацире пысӑка хурса хакланӑ. Хӗрачан ӗҫӗ пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Пултарулӑх конкурсне Раҫсейӗ шырав юхӑмӗ ирттернӗ. Маларах асӑннӑ шкулта вӗренекен Виктор С. 2016 тата 2017 ҫулсенче ҫав конкурса хутшӑнса парнене тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкар районӗнчи Пранькка ялӗнче ҫуралнӑ Станислав Малютин экономика наукисен докторне асра тытса вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫинче астӑвӑм хӑми уҫнӑ. Станислав Малютинпа пӗр вӑхӑтра ӳснисем унӑн нушаллӑ пурнӑҫне аван астӑваҫҫӗ. Пӗчӗклех тӑван амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ вӑл. Вӗренес кӑмӑлӗ пысӑк пулнӑ унӑн. 10 ҫухрӑм ытла инҫӗшре вырнаҫнӑ Ҫӗтӗк пушмак тӑхӑнса Ишек шкулне ҫул такӑрлатнӑ вӑл. Пӗрех пуҫса усман. Вӗренсе ҫын пулма ӑнтӑлнӑ. Станислав Малютин Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх тата наука-тӗпчев институчӗсенче ӗҫленӗ. Унӑн асӑну хӑмине вӑл чылай ҫул пурӑннӑ Шупашкарти Афанасьев урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ. Экономика докторне хисеплесе ирттернӗ пухӑва АПК ветеранӗсен союзӗн председателӗ Петр Ивантаев йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
severstolici.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та юмах юптарнӑ: вӑл вклад уҫнӑ банкра ултавҫӑсем пур иккен, вӗсем унӑн ячӗпе кредит илесшӗн имӗш. Хайхискер банкри ултавҫӑсене тупмашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Ватӑскер ӗненнӗ. Ҫапла хӗрарӑма 150 пин тенкӗ кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ. Унтан ҫав арҫын каллех шӑнкӑравланӑ, ултавҫӑсем тепӗр банкра та ӗҫлеме пултарнине каланӑ, каллех 150 пин тенкӗ кредит илме ыйтнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ҫав укҫа-тенке арҫын кӑтартнӑ счетсем ҫине куҫарнӑ. Ҫав кунах Шупашкарти 51 ҫулти арҫын улталаннӑ. Ун патне «банкӑн хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ» шӑнкаравланӑ, унӑн счечӗ ҫинчен такам укҫа куҫарма хӑтланнине пӗлтернӗ. Вӑл арҫынна банк уйрӑмне кайса 415 пин тенке илме, «резерв фондне» куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
tvrts.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑмӑн элекленӗшӗн судра явап тытма тивӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, кӗҫех приговор янӑрӗ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче следстви органӗсене хӑйне, хӗнени тата мӑшкӑллани пирки пӗлтернӗ. Ҫак ӗҫе хӑйсен ялӗнчи арҫыннах тунӑ имӗш. Анчах арҫын ҫак хӗрарӑма мӑшкӑллани, хӗнени ҫирӗпленмен. Вӑл айӑпла мар тесе йышӑннӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе вара элекленӗшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна кӗҫех Ҫӗмӗрле районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗ Чӑваш Енре чи хӑтлӑ вырӑнсене палӑртнӑ. Конкурс кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ. Чи хӑтлӑ территорсенчен пӗрремӗш вырӑна Йӗпреҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул-интернат тухнӑ, иккӗмӗшне – Етӗрне хулинчи «Росинка» ача пахчи; виҫҫӗмӗшне – Шӑмӑршӑри «Аленушка» ача пахчисем. Чечек тата кану вырӑнӗсем йӗркелессипе Елчӗкри Иванов урамӗнчи тӗп лапам чи хитри тесе хакланӑ, иккӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти кану вырӑнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче – Ҫӗрпӳ районӗнчи культура тата вулавӑш центрӗ. Урамсенчен Комсомольски районӗнчи Чӗчкен ялӗнчи Бауман урамӗ — пӗрремӗш вырӑнта, Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри Шкул урамӗ — иккӗмӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Нурӑсри Пахча урамӗ – виҫҫӗмӗшӗнче. Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрремӗшӗнче — Куславккари Герцен урамӗнчи 10-мӗш ҫурт, иккӗмӗшӗнче – Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттанти Кӑтӑр урамӗнчи 40-мӗш ҫурт, виҫҫӗмӗшӗнче – Ҫӗмӗрлери Урицкий урамӗнчи 6-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ. Уйрӑм ҫуртсенчен пӗрремӗш вырӑнта — Етӗрнери Калинин урамӗнче пурӑнакан В.Г.Курочкин хуҫалӑхӗ, иккӗмӗшӗнче – Куславкка районӗнчи Энтрияльӗнчи В. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
fishki.net сайтри сӑнӳкерчӗк Паян Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри акцизпа ҫыхӑннӑ. Раҫҫейӗн Бюджет кодексне тӳрлетӳсем кӗртнине пӗлтернӗ май республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина акцизсем пӗтӗмпех республика бюджетне кӗрессине хыпарланӑ. Кунта сӑмах этил спирчӗ тата спиртлӑ шӗвексем сутнинчен илекен налук пирки пырать. Унччен акцизсен 50 проценчӗ регионти хыснана юлнӑ. Ҫӗнӗлӗх вӑя кӗрсен акцизсенчен республика хыснине килекен укҫа виҫи 12 процент хушӑнмалла. Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский ҫак темӑна сӳтсе явма хутшӑннӑ. Вӑл килти сӑрана ытларах вӗретме сӗннӗ иккен. Пословский прокурор шухӑшланӑ тӑрӑх, килте вӗретекен сӑра лавккара туянакан эрех-сӑра пек сиенлӗ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Енре ӳсӗр ҫынсене урӑлтармалли учрежденисем уҫӑлма пултарӗҫ. Кунпа ҫыхӑннӑ федераци сакун РФ Патшалӑх Думинче пӗрремӗш вулав витӗр тухнӑ. Урӑлтаркӑчсем медучрежденисенче кӑна мар, харпӑр организацисенче те уҫӑлма пултарӗҫ. Вӗсен ӗҫ йӗркине правительство ҫирӗплетӗ. Ӳсӗр ҫынсене урӑлтаркӑча полицейскисем илсе ҫитерӗҫ. Республикӑра кунашкал учреждени малтан Ҫӗнӗ Шупашкарта уҫӑлӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн тӗп наркологӗ Ирина Булыгина пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе республика правительстви шайӗнче йышӑну пур. Палӑртмалла: Чӑваш Енри юлашки урӑлтаркӑч 2011 ҫулта хупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Канашра хӗрарӑм канализации шӑтӑкне кӗрсе ӳкни пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Ватӑрах хӗрарӑм урампа пынӑ чухне канализаци люкне кӗрсе ӳкнӗ. Унран инҫех мар – лавкка. Халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, канализаци люкне ҫӗнӗ тротуар ҫинче тунӑ. Хӗрарӑм урине самаях амантнӑ. Ӑна шӑтӑкран хӗр тата арҫын тухма пулӑшнӑ. Сурана тухтӑрсем ҫӗлесе лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Роман Андреев архивӗнчи сӑн Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти ҫулҫӳревҫӗ байдаркӑпа Каспи тинӗсне кайнӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче хыпарланӑччӗ. Чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Роман Андреев Шупашкара таврӑннӑ. Ҫапла майпа вӑл шывра 127 кун ишнӗ. Роман Чӑваш Енрен Астрахань облаҫӗ еннелле ишнӗ. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл 16 пин тенкӗ илнӗ. Ҫулҫӳревҫӗ шывра йывӑрлӑхсем сиксе тухнине пытармасть. Пӗрре мар вӑл каялла таврӑнма та шутланӑ, анчах тӗллевне пурнӑҫланах. Палӑртмалла: Роман ҫула тухма юратать. Ку унӑн пӗрремӗш ҫулҫӳревӗ мар. Вӑл малашне те ҫула тухма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви ҫынсен пысӑк ушкӑнӗ пухӑнакан, пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнман объектсен ҫӗнетнӗ «хура списокне» пичетленӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правлисене пӑхӑнманнипе ҫыхӑннӑ кӑлтӑка пӗтерме вӑхӑт панӑ, унччен ҫав организацисене ӗҫлеттерме чарнӑ. «Хура списока» «Побег из лабиринта» (чӑв. Лабиринтран тарни) и «Лазерные сети» (чӑв. Лазер сечӗсем) квест-пӳлӗмсем (Шупашкар, Строительсен урамӗ, 6-мӗш ҫурт) тата «Георгий» суту-илӳ ҫурчӗ» тулли мар яваплӑ общество (Шупашкар, Айзман урамӗ, 86а ҫурт). Юлашкинчен каланӑ ҫуртра кафе тата сауна вырнаҫнӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ даннӑйсене министерство юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне илсе кӑтартнӑ. Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче списокра ултӑ объект пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |