Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫул ҫитиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Чылайӑшӗ уява хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкассинчи культура ҫуртӗнче Хӗл Мучин ӑсталӑх лаҫҫисем уҫӑлнӑ. Палӑртмалла: асӑннӑ тӑрӑхра Хӗл Мучин ӑсталӑх лаҫҫисем виҫҫӗмӗш ҫул ӗҫлеҫҫӗ. Унта хутшӑнакансен шучӗ те ҫулра-ҫул ӳссе пырать. Ӑсталӑх лаҫҫине ҫӳрекенсем алӑ айӗнчи япаласенчен хитре япаласем ӑсталаҫҫӗ. Ав нумаях пулмасть вӗсем хутран юр пӗрчисем касса кӑларнӑ, пӗр-пӗрне тӗлӗнтернӗ. Ӑсталӑх лаҫҫинче хатӗрленӗ япаласене вӗсем тӑванӗсемпе тусӗсене парнелеҫҫӗ, хӑйсем те усӑ кураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ хулинче пӗр арҫын нумайх хутлӑ ҫурт тӑррине хӑпарса кайнӑ. Ӑна иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Арҫын вӑйлах ӳсӗр пулнӑ-мӗн. Иртен-ҫӳрен ҫурт тӑрринче ҫын пулнине асӑрхасан хӑраса ӳкнӗ, ҫӑлав службине шӑнкӑравласа чӗннӗ. Анчах арҫын унтан хӑйех анма пултарнӑ. Ҫӑлавҫӑсем кайран иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлнӗ, лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ. Ҫурт тӑрринчен ансан ӳсӗрскере тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Медиксем ӑна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн психиатри экспертизи ирттермешкӗн янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн Паян, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Комсомольскинче прокуратурӑн ҫӗнӗ ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский ҫакна паллӑ пулӑм тесе палӑртнӑ, мӗншӗн тесен ҫурта хута янӑ чухне тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулма тивнӗ, ҫапах вӗсене парӑнтарнӑ. Ҫӗнӗ ҫурта халӑха ҫӑмӑлрах пултӑр тесе тунӑ. Малашне ҫынсене пӗрремӗш хутра ятарлӑ пӳлӗмре йышӑнӗҫ. Унта кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсем те кӗрсе тухайӗҫ. Прокуратура ҫурчӗ икӗ хутлӑ, унта ӗҫ пӳлӗмӗсем, архив, видеоҫыхӑнупа тивӗҫтернӗ конференц-зал пур. Ӗҫченсем машинисене ятарлӑ стоянкӑна лартма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Суд приставӗсен сайтӗнчи сӑн 54 ҫулти хӗрарӑм, машина хуҫи, налук тата ҪҪХПИ штрафӗсене тӳлемен. Парӑм 100 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Хӗрарӑмӑн машинине арестлесе штрафстоянкӑна илсе кайсанах парӑма татма укҫа тупӑннӑ. Суд приставӗсен пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫа парӑма татсан машинине тавӑрса панӑ. Аса илтерер: 2018 ҫулшӑн налук тӳлемелли срок раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӗҫленет. Тӳлемесен приставсем килӗҫ, пенисем пухӗҫ – кайран парӑм нумайрах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
53news.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакан хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 3,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Суд вӑл ывӑлне хӗненине, тивӗҫлипе пӑхманнине палӑртнӑ. 37 ҫулти хӗрарӑм амӑшӗн тивӗҫне лайӑх пурнӑҫламан. Вӑл кирек мӗнле вӑхӑтра та ытти ҫынсемпе эрех ӗҫме пултарнӑ, ывӑлӗпе интересленмен. Утӑ уйӑхӗнче вара хайхи амӑшӗ ӳсӗр чухне пӗчӗкскере хӗненӗ. Ачапа мӗн пулса иртнине опека органӗ пӗлсен ӑна пульницӑна вырнаҫтарнӑ, унтан – ача ҫуртне. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ хӗрарӑма амӑшӗн прависӗр хӑварас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ юсанмалли 9-мӗш колонире аш-пӑш тирпейлемелли цех уҫӑлнӑ. Ҫакӑ унта ларакансене е ӗҫлекенсене тутлӑ ҫитерес тенипе ҫыхӑнман. Айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑплава колонире ирттерекенсене ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерни паха. Ӗҫлесе илнӗ укҫа айӑплисен тавӑҫпа килешӳллӗн тӳлемелли парӑмсене саплаштарма кайӗ. Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, аш-пӑш тирпейлемелли цеха колонире хӗрлӗ хӑю карсах уҫнӑ. Ӑна касма асӑннӑ тытӑмра ӗҫлекенсене шаннӑ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, цехра санитари правилисене туллин пӑхӑнаҫҫӗ. Производствӑра колонире туса илекен чӗр таварпа та усӑ кураҫҫӗ, аякран та туянаҫҫӗ. Хатӗр ҫимӗҫе тӗрмере ларакансене апатлантарма усӑ курӗҫ тата лавккасенче сутӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
e-kazan.ru сӑнӳкерчӗкӗ Мускавран Хусана хӑвӑрт ҫӳремелли автомобиль трасси Чӑваш Енри ултӑ район урлӑ иртӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн транспорт министрӗ Александр Николаев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура пӗлтернӗ. Автоҫул тӑвас ыйтӑва иртнӗ эрнере Мускавра иртнӗ Транпспорт эрнинче хускатнӑ. Аса илтерер: «Мускав-Хусан» автоҫулӑн малтанхи икӗ участокне («Мускав — Улатимӗр» тата «Канаш — Хусан») 2021 ҫулхи III-IV кварталсенче проектласа пӗтермелле. Хӑвӑрт ҫӳремелли трасса Чӑваш Енре 90-а яхӑн километр тӑршшӗ пулӗ. Вӑл Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсем урлӑ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн Йӗпреҫ поселокӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Пӑва ялӗнче тата Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче геологсем шыв шыраҫҫӗ. Резерв ҫӑлкуҫ ӗҫмелли, ял хуҫалӑхӗнче усӑ курмалли пулӗ. Кун пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтерет. Кӑҫал геологсем «Пӑва» тата «Кире» шырав участокӗсенче 5 картировлӑ тата 3 шырав скважини чавнӑ. Ҫапла майпа вӗсем 23-28 метр тата 60-63,5 метр тарӑнӑшӗнче ҫӗр айӗнчи шыв тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Лиза Алерт" сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Борисов Александр Александровича тахҫантанпах шыраҫҫӗ. Тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем ӑна юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе курман. Ҫитменнине, Александр Борисова тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Арҫын 38 ҫулта. Вӑл 185 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ хӑмӑр, куҫӗ тӗксӗм симӗс. Ҫухалнӑ кун Александр карттус, хура куртка, тӗксӗмрех водолазка, тӗттӗм кӑвак джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки хыпар пур тӑк полицие пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхне «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем сюжет ӳкерме килнӗ. Кунти пилӗк ялта пурӑнакансем автобус ҫуккишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Вӗсен чи ҫывӑх чарӑнӑва 8 ҫухрӑм утма тивет. Ку кӑҫал ака уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Унччен ялсене эрнере виҫӗ кун автобус кӗрсе тухнӑ. Вӑл ҫӳреме пӑрахнӑ хыҫҫӑн такси чӗнсе илме тивет. Ҫак ялсенче вара 185 ҫын пурӑнать. Ҫынсем ку ыйтӑва татса памашкӑн ял тӑрӑхӗн администрацийӗнчен те пулӑшу ыйтнӑ. Хуравӗ пӗрре – автобуса пассажир сахал пулнӑран ҫӳреме пӑрахтарнӑ. Ҫапах ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виктор Сорокин хӑйӗнчен мӗн килнине тума шантарнӑ: ЧР Транспорт министерствине ҫыру ярӗ. Тен, Шупашкартан Элӗке килекен пӗр автобус та пулин эрнере пӗрре ҫав ялсене ҫула май кӗрсе тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |