Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 14 сехет те 15 минутра Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче арҫын трактортан тухса ӳкнӗ. Шел те, 65 ҫулти арҫын вилнӗ. Урапаллӑ трактор асфальт сарман ҫулпа пынӑ. Арҫын урапа ҫинче ларса пынӑ. Вӑл ӑнсӑртран ҫул ҫине тухса ӳкнӗ. Арҫын тухтӑрсем киличчен сывлама пӑрахнӑ. Руль умӗнче 45 ҫулти арҫын ларнӑ. ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти хӗре йӗрке хуралҫисем шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Валерия Вадимовна Вяткина чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Хӗр хыпарсӑр ҫухалнӑ тесе унӑн ҫывӑх ҫыннисем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Пакунлисем шыранине пӗлнӗ хысҫӑн пике республикӑри МИХсенчен пӗринпе ҫыхӑннӑ. Вӑл хай таса сывах иккенне видео урлӑ пӗлтернӗ. Валерия пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ют хулана хӑйӗн ирӗкӗпе тухса кайнӑ. Вӑл кукамӑшӗпе (тен, асламӑшӗ-тӗр. Вырӑсла хыарта «бабушка» тенӗ) ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Валерия килтисене пӗлтерсе кайнине ӗнентернӗ. Хӑйне вӑл шырамалла маррине пӗлтернӗ. Хӗр шухӑшланӑ тӑрӑх, тӑванӗсем ӑна киле ирӗксӗр илсе каясшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
labirint.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тина Канделаки журналистка тата телеведущи Чӑваш Енри ашшӗсен канашӗ пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Ун пирки вӑл хӑйӗн Telegram-каналӗнче ҫырнӑ. «Чӑваш Енри ашшӗсен канашӗ ашшӗсен ҫемьери витӗмне ӳстерес тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать, тӗрӗс ҫемье мӗнле пулмалли ҫинчен шкулсенче ҫутта кӑларакан лекцисем вулать», — ҫырнӑ Канделаки. Телеведущи Ашшсен канашӗн шухӑшлавӗпе килӗшмест, ку вӑл 19-мӗш ӗмӗрти йӑнӑшсене ҫӗнӗрен туса ирттерни тесе шухӑшлать. Арҫыннӑн укҫа-тенкӗпе хуҫаланмалла, хӗрарӑма ун пек ирӗк те памаҫҫӗ тесе пӗтӗмлетнӗ май Чӑваш Енри хӗрарӑмсене хӗрхеннине пӗлтернӗ. Чӑваш Енри ашшӗсен канашне пирӗн республикӑра темиҫе ҫул каялла йӗркелерӗҫ. Халӗ ӑна Алексей Мурыгин ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ptzgovorit.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫул-йӗр инспекторӗнче ӗҫленӗ арҫынна ӗҫ кӑтартӑвне лайӑхлатма хӑтланнӑшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе маларах РФ Пуҫиле кодексӑн икӗ статйипе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлакан инспекторпа ҫыхӑннӑ ӗҫе Ҫӗмӗрле район судне ярса панӑ ӗнтӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле районӗнче ҫул-йӗр инспекторӗнче ӗҫленӗ ҫын кӑҫалхи пуш, ҫу, ҫӗртме уйӑхӗсенче водительсене урӑх статьяпа явап тыттарнӑ. Лешсем ҫул-йӗр правилине пӑснӑ: хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине ҫыхӑнман, чарӑнма юраман ҫӗрте чарӑннӑ, страхламан машинӑпа ҫула тухнӑ. Вӑл вара вӗсене ҫуран ҫӳрекен ҫын ҫул-йӗр правилине пӑснӑ евӗр ҫырса панӑ. Ҫавӑншӑн лешсене 500-шер тенкӗ штраф ҫырса панӑ. Шанчӑкран тухнӑ хыҫҫӑн инспектора ӗҫрен кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
novorosinform.org сайтри сӑн Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 43 ҫулти арҫын киле часах таврӑнаймӗ – суд ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 20 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Йӗпреҫ поселокӗнче хайхискер 30 ҫулти арҫынпа калаҫса татӑлса «ӗҫленӗ» (теприн тӗлӗшпе уйрӑм производство уҫнӑ, вӑл следствипе ӗҫлеме киклӗшнӗ). Вӗсем эрех ӗҫмешкӗн укҫа илме 74 ҫулти хӗрарӑмӑн килне кӗнӗ, ӑна хӗненӗ. Унтан икӗ телефон йӑкӑртнӑ, хӗрарӑмран укҫа ыйтнӑ. Ватӑскер 750 тенкӗ кӑларса панӑ, анчах ку лешсене ҫитмен – каллех ыйтнӑ. Хӗрарӑм хӑранипе вӗсене 4 пин тенкӗ тыттарнӑ. Арҫынсем ку вӗсемшӗн япӑх вӗҫленӗ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа хӗрарӑма вӗлерме шут тытнӑ. Малтан вӗсем ватӑскере ҫиппе пӑвма тытӑннӑ, анчах татӑлса кайнӑ. Унтан 43-ри арҫын хачӑ илнӗ те ӑна мӑйӗнчен темиҫе хутчен чикнӗ. Лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ. Хӗрарӑм виллине пӗлӗшӗ темиҫе сехетрен курнӑ, кун пирки полицие пӗлтернӗ. Арҫынсене часах тытса чарнӑ. Вӗсем кинемейрен йӑкӑртнӑ телефонсене кӑмакара ҫунтарнӑ, анчах кӑмрӑк ашӗнче пайӗсене тупнӑ. Хваттерте вӑрланӑ укҫан пӗр пайӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, каҫхи 10 сехет тлӗнче Шупашкарти Гладков урамӗнчи пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Унти 26-мӗш ҫуртри пурӑнакан хӗрарӑм килӗнче ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Тӑххӑрмӗш хутри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнаканскер патне подъездра асли шутланакан Павел Тихонов тата 8-мӗш хутра пурӑнакан Сергей Ефимов чупса хӑварнӑ. Вӗсем хваттере вирхӗнсе кӗнӗ. Тӗтӗм сарӑлнӑскерте нимӗн те курӑнман. Кил хуҫи хӗрарӑмне хунар ҫутипе шыраса тупнӑ. Вӑл кӑритурта выртнӑ. Хваттертен тухас тенӗ пулинех. Дмитрий Артемьев пулӑшнипе арҫынсем хӗрарӑма пӗрремӗш хута антарнӑ. Унтан ӑна, пиҫсе кайнӑскерне, тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ. Хӗрарӑм пирус туртнӑ чух асӑрханман пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пушарта хваттер сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
kprf121.ru сӑнӳкерчӗкӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем «Чӑвашавтотранс» шӑпишӗн яваплисене шыраҫҫӗ. Тӗрӗслев материалӗсене Чӑваш Ен прокуратури тӑратнӑ. Ҫавна тӗпе хурса тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2014 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви, ЧР Финанс министерстви, ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви предприятин укҫи-тенкипе тата пурлӑхӗпе (предприятин республикӑн унитарлӑ предприятийӗ пулнӑ-ҫке) кирлӗ пек хуҫаланман. Кирлӗ чухлӗ субсиди уйӑрманнине те асӑннӑ. Тӑкаклӑ тарифсем йӗркелесе предприятие тупӑшсӑр хӑварнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ тӗрӗслевҫӗсем. Яваплисем кирлӗ пек тимлеменнине пула предприяти ӗҫлеме чарӑнса ларнӑ, ҫынсене вӑхӑтра шалу тӳлеймен. «Чӑвашавтотранс» ПУПра конкурс управляющийӗ ӗҫе пуҫӑннӑ вӑхӑта шалу виҫин парӑмӗ 40 миллион тенкӗрен иртнӗ. Налуксен парӑмӗ 50 миллион тенкӗрен каҫнӑ. Предприятин кредиторсен умӗнчи парӑмӗ 200 миллион тенкӗрен иртнӗ. Пуҫиле ӗҫе РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 3-мӗш пайӗ «в» пункчӗпе килӗшӳллӗн пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
«На-связи» сӑнӳкерчӗкӗ Васкакан вакка сикет теҫҫӗ те, Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ те васкас темен, те хуравламасан та юрӗ тенӗ-ши... Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ хуравламанни пирки прокуратурӑна пӗр ҫын евитленӗ. Надзор органӗ ҫыру йӗрӗпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Чӑн та, суймасть. Вырӑнти пӗр ҫын хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ патӗнче 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнчех пулнӑ. Унпа вӑл хулана хӑтлӑх кӗртес тата ытти ыйтӑва хускатнӑ. Ҫавӑнтанпа ҫурхи шыв та юхса иртнӗ, тепӗр хӗл те ҫывхарнӑ. Пуҫлӑх патӗнче хайхи этем пулнӑранпа уйӑх мар (саккунпа килӗшӳллӗн ҫавӑн пек вӑхӑтра хуравламалла), ҫулталӑк ҫите пуҫланӑ. Васкаман пуҫлӑх тӗлӗшпе вырӑнти прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна май хула администрацийӗн пуҫлӑхне 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. «» Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
marpos.cap.ru сӑн ӳкерчӗкӗ Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ республикӑн министерствисенчен пӗри асӑрхаттарнине итлемен. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Хула стиоительствин саккунӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑка надзор органӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн пирки ЧР Стройминӗ район администрацийӗн пуҫлӑхне маларах асӑрхаттарнӑ-ха. Апла пулин те хайхискер Строймин каланине итлемен, хушнине палӑртнӑ вӑхӑтра пурнӑҫлама васкаман. Кӑлтӑка тупса палӑртсан Чӑваш Ен прокуратури административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак ӗҫ суда ҫитнӗ. Унта пуҫлӑх хӑй ӗҫлесе ҫитерейменнине тунман. Тӳре пуҫлӑха штрафлама йышӑннӑ. Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче хальхи вӑхӑтра Анатолий Мясников тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Паян ирхи 8 сехет тӗлӗнче Етӗрне районӗнче кӗпер ҫине кӗнӗ вырӑнта инкек пулнӑ. ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк арҫын пысӑк машина кустӑрми айне пулса вилнӗ. СуперМАЗ водителӗ, 21 ҫулти каччӑ, машинӑна юсама шутланӑ, анчах кустӑрмисене ятарлӑ хатӗрпе ҫирӗплетсе тӗкӗлемен. Ҫав вырӑнта вара ҫул кӑштах тӑвайккиллӗ, водитель ҫакна шута илмен ахӑртнех. Каччӑ юсав тунӑ чухне пысӑк машина каялалла чакнӑ, водителе таптанӑ. Вӑл йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Палӑртмалла: сӗт турттаракан ҫак машина – Комсомольски районӗнчи предприятин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |