Республикӑра
![]() hour24.ru сайтри сӑн Куславкка районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫын тӗнче тетелӗнче паллашнӑ хӗре 1,7 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Вӑл 560 пин доллар илессе шанса ҫапла хӑтланнӑ. Анчах ҫурӑк валашка умӗнче тӑрса юлнӑ. 52 ҫулти арҫын пӗлтӗр тӗнче тетелӗнче хӗрпе паллашнӑ, унпа ҫырӑннӑ. Хайхи савни ӑна качча тухма шантарнӑ, ҫакна ҫирӗплетсе вӑл 560 пин доллар упрама ярса панӑ-мӗн. Пысӑк укҫа арҫыннӑн пуҫне те, чӗрине те ҫавӑрса янӑ. Унччен те пулман – укҫана илсе ҫитерес тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем тухнине пӗлтернӗ. Авланма хатӗрленнӗ арҫын ним шухӑшламасӑр 1,7 млн тенкӗ кредит илнӗ, юпа-чӳк уйӑхӗсенче тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл долларсем килессе кӗтнӗ. Анчах укҫа ҫитеймен. полицие кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Арҫын хӑй ӗҫленӗ предприятие ҫаратнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Вӑл унтан тимӗр-тӑмӑр вӑрланӑ. 35 ҫулти арҫын чукун ҫул предприятийӗнче ӗҫленӗ. Вӑл тимӗр-тӑмӑр упранакан пӳлӗме кӗнӗ те унтан 5 тонна ытла лум вӑрланӑ. Пӗтӗмпе – 120 ытла пин тенкӗлӗх. Арҫын ӑна хӑйӗн машини ҫине тиесе илсе тухнӑ. Анчах ҫул ҫинче ӑна полицейскисем тытса чарнӑ. Канаш арҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл куншӑн колоние 5 ҫул таран ларма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑҫал ҫулла «Шупашкар-Хусан» юханшыв маршручӗ уҫма палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Олег Николаев Элтепер республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн программине пурнӑҫа кӗртессипе Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗсем хутшӑннипе ирттернӗ ӗнерхи канашлура каланӑ. Регионсем хушшинчи юханшыв маршручӗ уҫас ыйтӑва Чӑваш Енпе Тутарстан сӳтсе явнӑ иккен. Килӗшӗве ака уйӑхӗн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн алӑ пусмалла. «Шупашкар-Хусан» маршрутпа тӗрлӗ чарӑну пӑхса хӑварӗҫ. Пассажирсене «Валдай» труттарӗ. Вӗсенчен пӗри Алексей Крылов ячӗпе хисепленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() sterhluki.ru сайтри сӑн Арҫын тӗнче тетелӗнче хӗрпе паллашнӑ та укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче полицие арҫын пынӑ та инкекӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл паллашу сайтӗнче паллашнӑ хӗрпе ҫырӑннӑ. Хайхискер пике ӑна чӑнах та килӗштернине ӗненнӗ. Лешӗ сипленме укҫа кирли пирки пӗлтернӗ. Арҫын ӑна шеллесе 400 пин тенке яхӑн кредит илнӗ те хӗре куҫарса панӑ. Ҫӗмӗрлери полици уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ ҫав хӗрӗн страници ҫинчи аватарка ҫинче палланӑ сӑна курнӑ. Вӑл – Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 26 ҫулти хӗр. Унран ыйтса пӗлнӗ, вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ кунне кӑҫал парадпах уявлӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва паян республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта ҫар парачӗ иртӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 76 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Шупашкарти гарнизонӑн пӗрлештернӗ полкӗ ҫар техникипе парада тухӗ. Мероприятие йӗркелессишӗн Чӑваш Енӗн Ҫарӗҫ комиссариачӗ яваплӑ пулӗ. Ҫӗнтерӳ кунне уявлама ӗҫ тӑвакан органӗсене, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене, мӗнпур организацие сӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнчи «Рассвет» шыв управӗнче пулӑсем вилнине асӑрханӑ. Кун пирки вырӑнти пулӑҫсем халӑх тетелӗсенче пӗлтернӗ. Хыпара «Рыболовный клуб Ибреси» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ. Пулӑҫсем каланӑ тӑрӑх, вилнӗ пулӑсене вӗсем ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнчех курнӑ. Сӑнӳкерчӗк ҫинче – ҫӗр-ҫӗр вӗтӗ пулӑ. Вӗсем мӗншӗн вилни паллӑ мар. Пулӑҫсен шухӑшӗпе, пулӑсем шыва тислӗк юхса тухнӑран вилме пултарнӑ. Вӗсем хӑйсен вӑйӗпе ҫырана тасатма тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен комитечӗн ертӳҫине Вениамин Петрова кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Вениамин Иванович нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахнӑччӗ. Ӑна ӗҫрен кӑларнине патшалӑх граждан службинче пулмалли ӳсӗмӗ иртнипе сӑлтавланӑччӗ. Вениамин Петров нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнӑ. ГКЧС ертӳҫинче вӑл 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе вӑй хунӑ. Апла пулин те Петров ведомствӑран пуҫӗпех кайман. Халӗ вӑл ГКЧСа пӑхӑнакан учрежденире пуҫлӑхӑн ҫумӗ тата граждан оборонин мероприятийӗсен пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлет. «Граждан хӳтлӗхӗн мероприятийӗсене тивӗҫтерекен служба» хысна учрежденийӗ ГКЧСпа пӗр ҫуртрах, Шупашкати Мир проспектӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() md-gazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ пресс-секретарь шырать. Аса илтерер: ҫак должноҫе йышӑннӑ Александр Кузин ӗнер, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ӗҫрен пӑрахнӑ. Пресс-секретарӗн аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла. Сӑмахран, «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ» енӗпе, «Юриспруденци», «Истори», «Филологи», «Журналистика», «Реклама тата халӑхпа ҫыхӑну тытасси», «Телевидени», «Медиакоммуникаци». Патшалӑх граждан службинче е специальноҫпа тӑватӑ ҫултан кая мар ӗҫленине шута илӗҫ. Резюмене kadr@cap.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: +7 (8352) 64-20-00 (хушма номер 6055). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юлашки вӑхӑтра республикӑра икӗ ача йытӑ ҫыртнинчен шар курнӑ. Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗри – Шупашкартан, тепри – Сӗнтӗрвӑрринчен. Иртнӗ эрнере тухтӑрсем патне йытӑсенчен шар курнӑ тӑватӑ ҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – шӑпах ҫак ачасем. Шупашкарти 3 ҫулти арҫын ачана йытӑ ҫыртнӑ. Сӗнтӗрвӑрринче 11 ҫулти арҫын ача йытӑран шар курнӑ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа васкавлӑ медицина службинчен 52 ҫын чӗрчун ҫыртнӑ хыҫҫан пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Красноармейски ҫывӑхӗнчи полигона хупнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен унта ҫӳп-ҫап тулса ҫитнӗ. Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов полигона хупасси пирки йышӑну тунӑ. Малашне организацисене тата ҫынсене хытӑ каяшсене илсе тухасси пирки «МВК» Экоцентр» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ тума сӗннӗ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пирӗн республикӑра 12 полигон тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вирьял Юрий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванщиков Юрий Васильевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |