Республикӑра
![]() Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснер ялӗнче ҫӗртмен 16-мӗшӗнче Ленин урамӗнчи ҫуртӑн тӑрри ҫунма пуҫланӑ. 22 сехет ҫурӑра пушар тухнине Владимир Димитриев полицейски асӑрханӑ. Вӑл ун чухне кӳршӗ ялтан таврӑннӑ. Пушар пирки тӳрех ҫӑлавҫӑсене пӗлтернӗ. Пӗр тӑхтамасӑр вӑл алӑкран шаккама тытӑннӑ. Пӳртре отпуска килнӗ мӑшӑр, вӗсен 4-ри хӗрӗ тата 9 ҫулти тӑванӗ ҫывӑрнӑ. Шакканине илтсе вӗсем вӑраннӑ, урама тухса ӗлкӗрнӗ. Полицейски ирчченех унта пулнӑ, пушара сӳнтерме пулӑшнӑ. Кайран вӑл ӗҫе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян республикӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ. Чылай чухне шӑрӑх ҫанталӑк танӑ хыҫҫӑн лайӑх ҫумӑр ҫумасть. Паян Вӑрмар районӗнче пӑр, ҫумӑр ҫунӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку паян 15 сехет те 50 минутра пулнӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Тутарстанра пӑр ҫунӑ. Унта хӑш-пӗр тӑрӑхра пахча ҫимӗҫе пӗтернӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе шӑрӑх ҫанталӑк пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центр ҫынсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу кӳрет. Пӗччен ватӑсене социаллӑ ӗҫченсем киле кайса пулӑшаҫҫӗ. Ачаллӑ ҫемьесемпе тата йывӑрлӑха лекнӗ хӗрарӑмсемпе те ӗҫлеҫҫӗ. Ӳрӗк ватӑсем центра пырса тӗрлӗ ал ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ, зарядка тӑваҫҫӗ, тӗрлӗ мероприятие хутшӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть центрта килсӗр-ҫуртсӑр ҫынна пулӑшнӑ. Асӑннӑ арҫын Шупашкара Челепир облаҫӗнчен килнӗ. Унӑн ҫумӗнче нимле документ та пулман. Паспорта та вӑл ҫухатнӑ. Шупашкарти комплекслӑ центр ӗҫченӗсем ҫав этеме паспорт тата пенси страхованийӗн свидетельствине туса пама пулӑшнӑ. Чӑваш Ен митрополийӗпе Шупашкар епархийӗпе калаҫса татӑлса ҫав ҫына Улатӑрти арҫынсен мӑнастирне пурӑнма ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() mosk.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри ҫамрӑксене 2020 ҫулшӑн патшалӑх премине пама йышӑннӑ. Асӑннӑ укҫана наукӑра, техникӑра тата производствӑра; вӗрентӳре, воспитани парас ӗҫре тата ҫамрӑксен политики енӗпе, ҫавӑн пекех физкультурӑпа спортра тӑрӑшакансене; нимеҫӗсене; ҫынсенче патриотизм туйӑмӗ вӑратас енӗпе тимлекенсене; ҫамрӑксен юхӑмне аталантарассипе ӗҫлекенсене панӑ. Литература, культура тата ӳнер енӗпе тӑрӑшакансенчен Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн аслӑ инженер-программисчӗ Антон Назаров, асӑннӑ учрежденин гуманитари ӑслӑлӑхсен литературин заведующийӗ Виктория Николаева, Гелюся Степанова библиотекарь «Чувашская Республика: летопись столетия» проектпа палӑрнӑ. Журналистика енӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем Дмитрий Заграничный, Виктория Кислова, Вячеслав Краснов, Роман Куракин, Николай Филиппов «Студенческое онлайн ток-шоу «Среди крыш» (чӑв. «») проектшӑн патшалӑх премине тивӗҫнӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ӳсӗр тракторист ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ та ним пулман пекех ҫав вырӑнтан кайнӑ. Машина хуҫи суда тавӑҫ тӑратасшӑн, кӳнӗ такакшӑн укҫа шыраса илесшӗн. Ку ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчех пулнӑ. 19 сехет те 30 минутра Хӗрлӗ Чутайри пӗр ялта ӳсӗр тракторист кил умӗнче ларакан «Киа» ҫине пырса кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл унтан кайнӑ. Тепӗр кунхине тракторист ҪҪХПИе трактора штрафстоянкӑран илсе кайма пынӑ. Ҫӑмӑл машина хуҫине кӳнӗ тӑкака вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе саплаштарасшӑн мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Пӗлтӗр утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫ ялӗнче 6-ри арҫын ачапа 5 ҫулти йӑмӑкӗ аслӑк ҫинче шӑрпӑкпа вылянӑ. Утӑ ҫунма тытӑннӑ, сарай ҫине куҫнӗ. Ачасем ҫулӑма сӳнтереймен, тухса тарнӑ, кун пирки никама та каламан. Пушар тухнине амӑшӗ кая юлса курнӑ. Ҫулӑм вите-сарая тӗп тунӑ, кӳршисен хуҫалӑхӗ ҫине куҫнӑ. Вӗсен те ҫунса кайнӑ. Кӳрши тӑкака саплаштармалла тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ун майлӑ пулнӑ: ачасен амӑшне 1 миллион та 103 пин те 405 тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне расхутсемшӗн тӳлемелле: 18 пин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
13 ҫынна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе чысланӑРеспубликӑра
![]() Чӑваш Енри 13 ҫынна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе чысланӑ. Вӗсенчен 9-шӗ окоп чавнӑ, 4-шӗ ҫак ӗҫ паттӑрлӑхне упраса хӑварас ӗҫе тӳпе хывнӑ. Медале информполитика министрӗ пулнӑ Валентина Андреева /халӗ «Регнум» информагентство шеф-редакторӗ/, Раҫҫей историкӗ Модест Колеров /«Регнум» тӗп редакторӗ/, Василий Цыфаркин /Вӑрмар/, Иван Криков /Вӑрмар районӗ, Энӗшпуҫ/ тивӗҫнӗ. Иван Криков Энӗшпуҫри ҫар мухтавӗн музейне ертсе пырать, Василий Цыфаркин Вӑрмарти историпе таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре вӑрмансене кӗме чарнӑ. Ку ҫанталӑк шӑрӑх тӑнипе, ҫавна май пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнипе ҫыхӑннӑ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 15-20-мӗшӗсенче республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулнине палӑртнӑ. Сӑмах май, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе Чӑваш Енре пушара хирӗҫ режим вӑя кӗнӗ. Ҫавна май пушара хирӗҫ режимӑн 4-мӗш тата 5-мӗш класӗ пулсан ҫынсен вӑрмана кӗме ирӗк ҫук. Асӑрханӑр: ҫанталӑк шӑрӑх тӑрсан пушар тухма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьелте Ми-2 вертолет вырнаҫтарнӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Сӑмах май, унашкал вертолета ултӑ ҫул каялла Шӑнкӑртам ялӗнче вырнаҫтарнӑ. Патӑрьелти вертолета РФ Паттӑрне Николай Гаврилов тӑрӑшнипе лартнӑ. Палӑртмалла: Ми-2 вертолет – Совет Союзӗнчи техника. Ӑна М.Л.Миля 1960-мӗш ҫулсенче шухӑшласа кӑларнӑ. Производство пӗтиччен, 1992 ҫулччен, пӗтӗмпе 5400 вертолет туса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Инстаграмри сӑн Республикӑра хӑш-пӗр вырӑнта ҫумӑр вӑйлӑ ҫунӑ. Атӑл леш енче вара «Ҫамрӑксен хули» форум иртет. Ҫумӑра пула унти 150 ҫынна эвакуацилеме тивнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Атӑл леш енче ҫумӑр, пӑр ҫунӑ. Ҫавна май ҫамрӑксене Шупашкара тата Сосновкӑна эвакуациленӗ. Иккӗмӗш сменӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура каярахпа уҫӗҫ. Ҫав вӑхӑтра ҫумӑр хыҫҫӑн «Буревестник» кану базинче ӳкнӗ йывӑҫсене тасатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ. | ||
| Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |