Республикӑра
![]() cap.ru сӑн ӳкерчӗкӗ ЧР Аслӑ сучӗ «Суор» строительство компанийӗн экс-директорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухнӑ. Кун пирки «Коммерсантъ» пӗлтерет. Пуҫиле ӗҫе Ермолаев тӗлӗшпе пуҫарнӑ. Вӑл пенисене тата штрафсене шута илсе пӗтӗмпе 108 миллион ытла тенкӗ парӑма татнӑ. Аслӑ суд ҫакна шута илнӗ, приговора ҫемҫетмелли сӑлтав вырӑнне йышӑннӑ. Ермолаев Аслӑ судран айӑплава тӗрмене лартмасӑр пурнӑҫлама ирӗк ыйтнӑ. Анчах суд хирӗҫленӗ. Экс-директора колонире 2,5 ҫул лармалла тунӑ. Срокран ҫур ҫул катнӑ. Аса илтерер: Ермолаева пӗлтӗр налук тӳлеменшӗн пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене пулӑшакан фонд ачасене тата ачаллӑ ҫемьесене пулӑшакан ятарлӑ соцслужбӑсем йӗркелемелли конкурс ирттерет. Фонда ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 115 заявка пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Енрен – ҫиччӗ. Конкурс темиҫе тапхӑрпа иртет. Унӑн иккӗмӗш ӑстрӑмне Раҫҫей Федерацийӗн 44 субъектӗнчен 81 заявка суйласа илнӗ, ҫав шутра пирӗн республикӑран тӑратнӑ пиллӗк проект кӗнӗ. Юрӑхлисене хатӗрленисен йышӗнче – Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен Ҫӗрпӳри центр, Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен Шупашкарти центр, Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен Куславккари центр, Ҫул ҫитмен ачасен Ҫӗнӗ Шупашкарти социаллӑ реабилитаци центрӗ, Чӑваш Ен Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин Ачасен реаблитаци центрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мускавра Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ хӗрарӑм виҫӗ ачине хӗл варринче вӑрмана илсе кайса хывӑнтарни пирки пӗлтернӗччӗ. Ачасем ун хыҫҫӑн пульницӑна лекнӗ. Вӗсен сывлӑхӗ халӗ хӑрушлӑхра мар. Амӑшне те пульницӑна вырнаҫтарнӑ, вӑл психика тӗлӗшӗнчен сыввипе сывӑ маррине тӗрӗслӗҫ. Ачасем кӗҫех Чӑваш Ене килмелле. Вӗсене хӗрарӑмӑн тӑванӗ опекӑна илнӗ. Шӑпӑрлансем ача ҫуртне ан лекчӗр тесе документсене хӑвӑрт хатӗрленӗ. Малтанах аслин тата вӑтам ачан сывлӑхӗ хӑрушлӑхра пулнӑ. Вӑтамми искусственнӑй аппаратпа сывланӑ. Телее, халӗ йӗркеллех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри Тӗп медицинӑпа социаллӑ экспертиза бюровӗн ертӳҫи улшӑннӑ. Кун пирки республикӑн ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова Инстаграмра пӗлтернӗ. Министр ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ пуҫлӑхпа ӗнер, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ӗҫлӗ тӗл пулу ирттернӗ. Медицинӑпа бюро эскпертизин бюровне Карина Митина етсе пырать. Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе министр сусӑр ҫынсене социаллӑ пулӑшу парас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра – реабилитаци тата абилитаци енӗпе те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 18 ҫулти икӗ каччӑ ҫӗрле Атӑл урлӑ каҫнӑ та каялла таврӑнмалли ҫула тупайман. Ку кӑна мар-ха, вӗсене йытӑсем хӑратнӑ. Каччӑсем ҫухалса кайсан полицие шӑнкӑравланӑ. Виҫӗ полицейски вӗсене шырама кайнӑ. Вӗсем ҫамрӑксене Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчен инҫех мар тупнӑ. Хӑйсем шӑнса кӳтнӗ, йӗпеннӗ, мӗншӗн тесен ҫул шыраса кӗртсем тӑрӑх ашнӑ. Халӗ каччӑсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар. Полицейскисем вӗсене киле таврӑнма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Социаллӑ пулӑшу илекенсен тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракансем пӗр вӑхӑтра хутсемпе пӑрахнӑччӗ. Кӑшӑлвирус алхаснӑ вӑхӑтра ӑна хушма хутсем тӑратмасӑр, заявлени ҫырмасӑр паратчӗҫ. Халӗ йӗрке улшӑннӑ. Ҫӗнӗлӗх пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. «Сахал тупӑшлӑ ҫемьесене 6 уйӑхлӑха шута илеҫҫӗ. Регистраци вӑхӑчӗ пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн вӗҫленнисен тӳлеве малашне те илес тесен кирлӗ хутсене ҫӗнӗрен пухмалла, заявлени ҫырмалла», — ӑнлантарнӑ Чӑваш Енӗн ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова брифингра. Пӗрремӗш ачашӑн федераци бюджетӗнчен паракан тӳлеве ҫулталӑклӑха ҫирӗплетеҫҫӗ. Тӳлев вӑхӑчӗ пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн тухнисен заявление ҫӗнӗрен шӑрҫалама тивӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тӳлевӗшӗн уйӑракан субсидие 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тивӗҫнисене тата тепӗр 6 уйӑхлӑха тӑсса парӗҫ. Уншӑн таҫта кайса хут ҫырма кирлӗ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене «Контактра» тата «Инстаграм» халӑх ушкӑнӗсенчи страницӑсенче хуравлӗ. Ыйтусене республика ертӳҫи халех пухма пуҫланӑ. Вӗсене вӑл пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнӗ. Ыйтусене ӑсатнӑ чухне виҫӗ саманта асра тытмалла: хӑвӑрпа паллаштармалла, ыйтӑва уҫӑмлӑн ҫырмалла, хӑвӑрпа ҫыхӑнмалли телефон номерне кӑтартмалла. «Ята кӑтартмасӑр ҫырнӑ ыйтусемсӗр пуҫне пурне те хуравлама тӑрӑшӑп. Тӳрӗ эфирта уҫӑмлатса ӗлкӗрейменнисене ӗҫтешӗмсем каярах тӗплӗн хуравлӗҫ», – тенӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи транспорт прокуратурин сӑнӳкерчӗкӗ Канашри пӗр складра ют ҫӗршывран кӳрсе килнӗ, иккӗленӳ ҫуратакан улма-ҫырла тупнӑ. Вӑл усламҫӑн пулнӑ. Специалистсем саккуна пӑснипе пӑсманнине тӗрӗсленӗ чухне Канашри пӗр суту-илӳ точкинче 855 килограмм панулми тупнӑ, вӑл иккӗленӳ ҫуратнӑ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи транспорт прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, усламҫӑран импортлӑ панулми туртса илнӗ. Усламҫӑн ӑна Раҫҫее саккуна пӑсмасӑр илсе килнине ӗнентерекен документсем те пулман. Панулми ҫинче ӑна ӑҫта ҫитӗнтернине те кӑтартман. 855 килограмм панулмие усламҫӑран туртса илнӗ те тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Общество палатин членӗсем республика Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан Ҫамрӑксен ӗҫӗсен комитетне йӗркелес ыйтӑва хускатнӑ. Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑксен ыйтӑвӗпе пӗрмаях тӗллевлӗн ӗҫлемелле. Ун валли уйрӑм ведомство йӗркелемесен те. Республика ертӗӳҫи пирӗн регионта хӑй вӑхӑтӗнче ун пек комитет пулнине аса илтернӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫамрӑксен ыйтӑвӗсемпе республикӑн Вӗренӳ тата ҫамӑксен политикин министерстви ӗҫлет. Ҫавна май йӗркене кӗрсе кайнӑ ӗҫе ылмаштармасан та. Ведомство ку енӗпе тимлесе ҫитереймесен е ӗҫе урӑхла йӗркелемелли сисӗнсен шухӑшласа пӑхма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ыран, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, халӑха асӑрхаттармалли тытӑм епле ӗҫленине черетлӗ хутчен тӗрӗслӗҫ. Яваплӑ службӑсем ун пеккине тӑтӑшах ирттеренине хӑнӑхӑмӑр ӗнтӗ. Урамсенче вырнаҫтарнӑ сиренсемпе громкоговорительсем граждан хӳтӗлевӗн тренировки пуҫланни ҫинчен систерӗҫ. «Внимание всем!» (чӑв. Пурин те тимлӗ пулмалла) асӑрхаттару икӗ хутчен: 10 сехет те 40 минутра тата 11 сехетре янӑрӗ. Чӑваш Енӗн Граждан хӳтӗлевӗпе чрезвычайлӑ лару-тӑру комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, сасса илтсен пӑлханма кирлӗ мар. Вӑл —тӗрӗслев кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |