Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -25.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
cheaz.ru сайтри сӑн
cheaz.ru сайтри сӑн

Малашне ЧР Элтеперӗн стипендине 30 ҫул тултарман ҫамрӑксем ҫеҫ мар, 35 ҫула ҫитнисем те илме пултараҫҫӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑнӑва пӑхса тухнӑ та ырланӑ.

Палӑртмалла: пултаруллӑ ҫамрӑксене кунашкал стипендие 2003 ҫултанпа параҫҫӗ. Унӑ виҫи 1830 тенкӗпе танлашать, ӑна кашни уйӑхра, пӗр ҫул, параҫҫӗ. Стипендие ҫулсерен тӗрлӗ тытӑмра ҫитӗнӳсем тунӑ, пултарулӑх енчен палӑрнӑ 1000 ҫамрӑк илсе тӑрать.

 

Республикӑра

Тӑвай районӗнчи ялта пурӑнакан хӗрарӑм килӗнче 146 тӗм кантӑр ӳстернӗ. ШӖМ ӗҫченӗсем наркотиклӑ ӳсен-тӑрана туртса илнӗ.

Кантӑр 46 ҫулти хӗрарӑмӑн пахчинче ӳснӗ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, кантӑрта наркотик пулнӑ.

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ 55 ҫулти арҫын та пахчинче кантӑр ӳстернӗ. Унран 33 тӗм туртса илнӗ.

Ҫӳлерех асӑннӑ икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ.

 

Республикӑра

Кӑҫал Шупашкара 314 теплоход ҫитнӗ. Ҫапла пӗлтерет Шупашкарти юханшыв порчӗ.

Теплоходсемпе Атӑл тӑрӑх 42 пин ҫын пирӗн хулана курма килнӗ. Анчах ку хисеп тата нумайланмалла. Ҫитес вӑхӑтра юханшыв порчӗ тепӗр 120 теплохода йышӑнмалла. Вӗсемпе Шупашкара тепӗр 57 пин турист ҫитмелле.

Сӑмах май, Куславккари пристань те Атӑл тӑрӑх килекен теплоходсене йышӑнать. Унта та туристсем самай килеҫҫӗ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Екатеринбургри тата Новороссийскри арҫынсем Чӑваш Енри ҫынсене улталанӑ. Вӗсене тытса чарас тесе Чӑваш Енри полицейскисем ҫав регионсене командировкӑна кайнӑ.

Вӗсен серепине Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын лекнӗ. Ҫу уйӑхӗн варринче вӑл тӗнче тетелӗнче видеокарта сутнине курнӑ та хуҫипе калаҫса унӑн счечӗ ҫине 30 пин тенкӗ куҫарнӑ. Анчах тавара хӑй илеймен. Ҫак ӗҫе Екатеринбургри 21 ҫулти каччӑ тунӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ, тӑкакӑн пӗр пайне саплаштарнӑ.

Новороссийскри арҫын вара судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ. Вӑл Чӑваш Енри курьерсене телефон номерӗ ҫине укҫа хума ыйтнӑ, тӗл пулсан тавӑрса пама шантарнӑ. Паллах, сӑмахне тытман.

 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинче пурӑнакан Александр Андреев пыл сутать. Ку хыпара эпир ӑна рекламӑлас тӗллевпе ҫырас темен-ха.

Александр Андреевич пыл сутма Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑка тухса ларни пирки Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра пӗлтернӗ.

Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, Александр Андреев — вӑрҫӑ ветеранӗ. Вӑл 95 ҫулта. «Вӑрҫӑ ветеранӗнчен пыл туянӑр», — чӗнсе ҫырнӑ журналист.

 

Республикӑра

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинче асӑну комплексне уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче яла Хурланакан амӑшӗн палӑкне илсе пырса вырнаҫтарса лартнӑ.

Унӑн авторӗ – чӑваш халӑх художникӗ Владимир Нагорнов. Палӑк 4 метр ҫӳллӗш.

Хуракассинчи шкулта пушар пулнӑранпа кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 60 ҫул ҫитӗ. Хӑрушӑ инкекре 106 ачапа 4 вӗрентекен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пушар пирки чылай ҫул пӗлтермен, ун пирки шарлама юраман. Вӑхӑт иртсен те вырӑнтисен суранӗ тӳрленсе пӗтеймен, ҫухату чуна ыраттарнӑ. Асӑну комплексне туни леш тӗнчене сарӑмсӑр вилӗме пула ӑсаннисене асра тытнине пӗлтернӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗк районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ Исаковсем патшалӑхран ҫурт тивӗҫӗс тесе 2014 ҫултанпа черетре тӑнӑ. Вӗсен ӗмӗчӗ тинех пурнӑҫланнӑ.

Нумаях пулмасть вӗсем икӗ хутлӑ ҫурт уҫҫине илнӗ, ҫӗнӗ пӳрт уявне паллӑ тунӑ. Ҫурт лаптӑкӗ 123,5 тӑваткал метрпа танлашать. Ӑна тумашкӑн 3 миллион та 261 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Подрядчик ӗҫе кӗске вӑхӑтра хӑвӑрт туса пӗтернӗ.

Павелпа Тамара 7 ача ҫуратнӑ. Асли качча кайнӑ, хӑйӗн те ача пур. Тӑватӑ ывӑлӗ шкулта вӗренет. Кӑҫал хӗрӗ Ангелина парта хушшине ларма хатӑрленет. Семен килте амӑшӗпе-ха.

Унччен Исаковсем 40 тӑваткал метрлӑ ҫуртра пурӑннӑ. Туалет тулта пулнӑ. Халӗ ҫӗнӗ ҫуртра пӗтӗм хӑтлӑх пур.

 

Республикӑра

Пирӗн республикӑн Элтеперӗ ҫумӗнче каҫару енӗпе ӗҫлекен комисси пур. Вӑл юсанмалли учрежденисенче айӑплава ирттерекенсем хӑйсене каҫарма ыйтса ҫырнисене пӑхса тухать.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа комисси 78 ыйтӑва тишкернӗ, ҫав шутран 1 тӗслӗхре ҫеҫ (тӗпӗр майлӑ каласан, 1 ҫынна) ҫеҫ каҫарас тенӗ.

Комисси ларӑва уйӑхра пӗр хутчен пуҫтарӑнать. Айӑпланнисене каҫарас теменнин сӑлтавӗ темисӗ: йывӑр преступлени туни тата айӑпланнисем пирки юсанмалли колонисенчен начар характеристика (режима пӑсни, ӗҫлеме юратманни тата общество пурнӑҫне хутшӑнманни тата ытти те) килни.

 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ сиплевпе юсанмалли 7-мӗш колонире туй пулнӑ. Тӗрӗсрех каласан, уяв савӑнӑҫлӑ иртмен, ҫапах Мендельсон маршӗ янӑранӑ.

Арҫынпа хӗрарӑм ултӑ ҫул каялла паллашнӑ. Анчах арҫын тӗрмене лекни те вӗсен хутшӑнӑвне пӑсман, пӗрлешессинчен сивӗтмен. Вӗсем колонирех хут уйӑрттарма шутланӑ.

Сиплевпе юсанмалли 7-мӗш колони ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем патӗнче туй сайра хутра иртет, мӗншӗн тесен вӗсем сиплев учрежденийӗ пулнӑ май вӗсем патне айӑпланнисене Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан яраҫҫӗ.

 

Республикӑра
auto.mail.ru сайтри сӑн
auto.mail.ru сайтри сӑн

Каҫхине ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗ Сергей Степанов службӑра пулнӑ. Хайхискер ҫул ҫинче пынӑ, унпа «Лада Гранта» танлашнӑ.

Ҫӑмӑл машинӑри водитель йӗрке хуралҫинчен пулӑшу ыйтнӑ. Салонра мӑшӑрӗ те пулнӑ. Водительпе мӗн пулса иртнӗ-ха? Вӑл машинӑна юсанӑ чухне куҫне амантнӑ. Паллах, ун пек ҫул ҫинче пыма йывӑр.

Сергей Степанов машина сигналне ҫутса водителе пульница таран леҫнӗ. Лешӗ васканипе йӗрке хуралҫин ятне те ыйтма маннӑ. Ӑна тав тӑвас тесе вӑл халӑх тетелӗнче ҫырнӑ. Ҫапла пулӑшнӑ ҫыннӑн ячӗ-шывӗ уҫӑмланнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 208, 209, 210, 211, 212, 213, 214, 215, 216, 217, [218], 219, 220, 221, 222, 223, 224, 225, 226, 227, 228, ...654
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 02

1908
118
Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1935
91
Алимасов Александр Никонорович, чӑваш сӑрӑ ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
1972
54
Тимофеев Павел Тимофеевич, паллӑ вӑрман ерчетӳҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем